Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ыйтнине (тĕпĕ: ыйт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсӗ, — ирҫене сӑмсинчен пӳрнепе тӗкрӗ вӑл, — мӗн ыйтнине хуравла.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ыран юнкун, таса атте, — мӗншӗн ыйтнине ӑнланаймасӑр хуравларӗ Савантер.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ эсӗ ыйтнине ахаль хӑвармӑп, тет.

Куҫарса пулӑш

Ват ҫын — тӑват ҫын // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кала, эпӗ эсӗ ыйтнине ахаль хӑвармӑп.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ватӑ килхуҫи Пӑкачавран мӗншӗн хӗҫ ыйтнине Хусанкка тӳрех ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ентимӗршӗн ку сӑмах — Шӑл ҫемиллӗ тулҫӑмах: Урта ыйтнине тӑвать — Киммисене ҫавӑрать…

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Унтан сӑмах ҫавӑрса Хучӗ ҫапла каласа: «Хура халӑх ыр курать, Пӗрмай саншӑн савӑнать, Сана ӗмӗр ыр сунать, Хапӑл тӑвать хушнине, Ытла хавас ыйтнине.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Колхозсем, кооперативсем йӗркелесе те Сталин ӗҫ халӑхӗ ыйтнине тивӗҫтернӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Чӑтаймасӑр, кун пек авӑксенче час-часах ӗҫе пӑрахатӑп та тухса сулланатӑп лавкканалла пыр ыйтнине тивӗҫтерекеннине шырама.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Ун пек чухне вӑл ӑс-тӑнӗ те чунӗ ыйтнине ют ача-пӑчапа е килти выльӑх-чӗрлӗхпе ҫалланса, тӗрмешсе тивӗҫтернӗ: вӗсемпе вылянӑ-кулнӑ, вӗсене тутлине ӗҫтернӗ-ҫитернӗ, хӑйне кирлӗ пек ӑс паранҫи те тукаланӑ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Альберт ҫакна урӑхла пулма та пултарайман япала вырӑнне йышӑнса, йӑпанусемпе йӗпхӗрсе ӳснӗ, вӑл мӗн те пулин ыйтнине тивӗҫтермесен, ун еккине ямасан, акӑш-макӑш ҫуйӑхашса, ӑшӗнчи мӗнпур чӑкӑртӑшне шӑртлантарса, суя куҫҫульпе чыхланнӑ, мӗн алла лекнӗ, ҫавна ватнӑ, ҫӗмӗрнӗ, ҫӗтнӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ыйтнине тивӗҫтерсе, шофер мана Атӑл ҫывӑхнерехри автобуссем чарӑнакан вырӑна антарса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Анчах вӑхӑт шунӑ ҫемӗн сӗлпӗрленнӗ, тӑрмаланчӑк ӳт-пӗвӗ («тӳнӗ сӳс тӑпки»), шӗлтӗрех кайнӑ алли-ури самаях салатнӑ вӑй-халне пухасшӑн канӑҫ ыйтнине пула вӑл, сулчӑланса лӑм пулса, лӑпсӑрӑнса, майӗпен-майӗпен ишӗлекен-арканакан ӑс-тӑнӗ витӗр Морфи тинӗсӗн ӑспа виҫейми тарӑн тӗпнелле канӑҫлӑн, вӑраххӑн-вӑраххӑн, пылаккӑн-пылаккӑн йӑмпӑл-йӑмпӑл-йӑмпӑл путса анса кайрӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр тинех шӑмми-шакки йывӑрланса пынине, канӑҫ ыйтнине туйса илчӗ, васкамасӑр ура ҫине тӑчӗ, вара, рюкзакне ал вӗҫҫӗн йӑтса, каҫ каҫлама картса хунӑ «экстралюксалла» чӑш-чаш, шӑт-шат, чӑштӑр-чӑштӑр мӑраланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӑван ялта ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкул пӗтерсе свидетельство илсен, Ула Тимӗр, ял халӑхӗ ыйтнине тивӗҫтерсе, ҫулла Элекҫи ятлӑ юлташӗпе пӗрле сурӑх кӗтӗвӗ кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Эпӗ паҫӑр ун кӑмӑлне ҫырлахтармарӑм — вӑл ыйтнине тивӗҫтермерӗм те, халӗ килӗшӗ-ши мана пулӑшма?»

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унта кайма Сима малтан турткаланса тӑчӗ, Авдейпа Лариса ҫине тӑрсах ыйтнине пула ҫеҫ ирӗксӗртереххӗн килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Митюк ҫакна урӑхла пулма та пултарайман япала пек шутласа ӳсре, мӗн ыйтнине тивӗҫтермесенех, мӗн тӑвас тенине тутармасан чун-чӗрине кӑларсах макӑрчӗ, кутӑнлашрӗ, чӑкӑртӑшланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

«Эсӗ» теме ыйтнине хирӗҫ вӑл: «Манпа та «эсӗ» тесе калаҫма килӗшсен, эпӗ хирӗҫ мар», — тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Мӗн ыйтнине ӑнланмарӗ пуль тесе, Шоу ҫавнах тепӗр хут акӑлчанла каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех