Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ыйтнине (тĕпĕ: ыйт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах эсир, Завьялов юлташ, эпӗ унта миҫе хут кайса ыйтнине пӗлетӗр ӗнтӗ…

Куҫарса пулӑш

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эпӗ ку ҫырӑна сирӗн пата ҫыратӑп, мӗншӗн тесен эсир боевой летчик, ҫавӑнпа та ҫын чунӗ мӗн ыйтнине ӑнланма пултаратӑр.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫурт-йӗр хӑтлӑ, паянхи саманапа килӗшӳллӗ пулмалла, кулленхи пурнӑҫ ыйтнине те тивӗҫтермелле.

Куҫарса пулӑш

Пелепей хулинче тӑлӑх ачасем ҫӗнӗ хваттерлӗ пулнӑ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/iv-ch-yytu/2023- ... ln-3414252

Специалистсем сӗт-ҫу продукцине туса хатӗрленӗ чӗр тавар та ветеринари-санитари экспертизи тата лаборатори тӗпчевӗсем иртнӗ тата ҫӗршыв-импортер мӗн ыйтнине пӗтӗмпех тивӗҫтернине палӑртнӑ.

Специалисты уточнили, что и сырье, из которого изготовили молочную продукцию, также прошло ветеринарно-санитарную экспертизу и лабораторные исследования и полностью соответствует всем требованиям страны-импортера.

Пушкӑртстан нацпроект шайӗнче Европӑна услам ҫуне пӗрремӗш хут экспортланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... an-3371684

Ӗлӗкхи йӑла-йӗркене пӑхӑнса, паянхи пурнӑҫ ыйтнине тӗпе хурса хатӗрлекен кулленхи пылак ҫимӗҫ, тутлӑ апат пурне те килӗшни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен апат-ҫимӗҫӗсен фестивалӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/10/chva ... tival-irtn

Ҫав программӑна вӗреннӗ ҫынсене валеҫнӗ, вӗсем вара унта мӗн ыйтнине Н.В. Никольский патне ҫыра-ҫыра янӑ, вӑл шутра чӑваш паттӑр юмахӗсем те сахал мар тӗл пулаҫҫӗ.

Экземпляры программы были распространены среди образованных и грамотных людей, благодаря чему наладилась работа по собиранию фольклора. Отвечая на вопросы анкеты, информанты присылали Никольскому множество сведений и материалов, среди которых немало богатырских сказок.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Кӑларӑм тытӑмӗ паянхи фольклористика ыйтнине тивӗҫтерет.

Структура издания отвечает современным требованиям, предӳявляемым к фольклористике.

Редколлегирен // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 4с.

Амӑшӗ ыйтнине хирӗҫ хӗр ниме тӑман япала ҫинчен сӑмах пынӑ пек хавассӑн каласа хучӗ:

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Славик ӗненмесӗр ҫаврӑнса пӑхрӗ те, хӗр чӑнласах ыйтнине кура, парта хушшинчи ача пек ура ҫине тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

«Кайӑпӑр» тени темле хапсӑнӑва е пӗр кӑмӑл тупма ыйтнине пӗлтернӗ пек пуласран, асӑрхамасӑр ӳкнӗ сӑмахпа хӗре кӳрентересрен хӑрарӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

— Унтан та ытларах эпӗ хамӑр ачасем, эсир, ҫамрӑк тусӑмсем, аслисен ӗҫне малалла туса пынишӗн, пурнӑҫ пӗр вырӑнта ан тӑтӑр тесен илемлӗрех, тулӑхрах пултӑр тесен, тата та пысӑкрах хастарлӑхпа ӗҫлеме кирлине, паянхи кӗрешӳ пысӑкрах пӗлӳ ыйтнине ӑнланнишӗн хӗпӗртетӗп.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Эпӗ хамӑн гараж патне пырайманни пирки ҫырнине, «инвалидсемсӗр пуҫне машина лартма юрамасть» паллӑ ҫакма ыйтнине документсемпе пӗрле хума ыйтрӑм.

Куҫарса пулӑш

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

Енчен те пулас салтак мӗн ыйтнине тивӗҫтерет пулсан, унӑн регионти суйлав пунктне е ҫар комиссариатне ҫитсе документсене алӑ пусмалла.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Летчик Валерия Ивановна мӗншӗн ҫавӑн пек ыйтнине туйрӗ пулас, кулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

— Эпӗ ӑна пӗлтӗр Енисей хӗрринче курнӑччӗ, анчах ҫавӑн ҫинчен, эсӗ унччен ыйтнине манса каймасӑр, ку таранчченех сана каламанччӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Чӑваш чӗлхи культурине малалла ӳстерес тетпӗр пулсан, литература чӗлхи хальхи пурнӑҫ ыйтнине пур енчен те тивӗҫтерме пултартӑр тетпӗр пулсан, ҫав ӗҫсене пурне те вӑраха ямасӑр пурнӑҫласа пырас пулать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Чӑваш чӗлхине тӗпчес ӗҫ вара халлӗхе теори енӗпе те юлса пырать, практика ыйтнине те тивӗҫтереймест.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Кунтан вара ҫакӑн пек вывод тухса тӑрать: тӑван чӗлхепе тӑван ҫырулӑха малалла аталантарассишӗн, унӑн культурине ӳстерессишӗн, тӑван чӗлхепе хальхи пурнӑҫ ыйтнине тивӗҫтермелле тӑвассишӗн халӑх хушшинче вырӑс чӗлхине сарассишӗн тӑрӑшнӑ пекех тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ҫӗнтерессе вара хӑш чӗлхи вӑйлӑрах, урӑхла каласан, хӑш чӗлхи пурнӑҫ ыйтнине, общество интересӗсене ытларах тивӗҫтерет, ҫав ҫӗнтерме тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

— Кала Алюнова, — пӑшӑлтатса илчӗ шанчӑклӑ нукер, — вӑл ыйтнине эпӗ нихӑҫан та манмарӑм.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех