Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ, вӑл хӗрелнине асӑрхасан, хӑранипе шӑнса кайрӑм.
IX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Тулӑ ҫулнӑ вӑхӑтра та, канав хӗрринче ларнӑ чухне те вӑл хӗрӗн пит-куҫне пӑхса ҫитереймен; халь акӑ пичӗ ҫинче хӗрлӗ пӑнчӑсем пулнине, куҫӗсем хӗрелнине асӑрхарӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Катя вара унӑн ывӑннипе шурса кайнӑ питне, куҫхупаххисем тӑртанса хӗрелнине тин ҫеҫ асӑрхаса илчӗ — кусем пурте ҫӗр ҫывӑрманнипе пулас ӗнтӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Григорий алли хӗҫ лешне мӗнле тӑрӑннине туймарӗ те темелле, анчах каялла пӑхса илсен, хӗрлӗармеец, пуҫне усӑнтарса, йӗнер ҫинчен майӗпен шуса аннине, сарӑ кӗрӗкӗн хыҫӗ шӑпӑртатса юхакан ҫӑра юнпа хӗрелнине курчӗ.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тӗкӗр умӗнче юбкине майланӑ май вӑл сасӑпах: «Ну, Григорий Пантелевич, асту!..» — терӗ те, сӑнӗ хӗрелнине туйса, шӑппӑн та янӑравсӑррӑн кулса ячӗ.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пулатех вӑл, пулатех — кӗҫех ак эпир те, каялла ҫаврӑнӑпӑр та, хӗвеланӑҫ хӗрелнине пӑхса киленӗпӗр! —Будет, все будет, вот мы сейчас обратно повернем, и будем любоваться алеющим закатом».
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Сасартӑк эпӗ Вэй-фун куҫӗсем хӗрелнине асӑрхарӑм.
Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.
Володя вӑл хӗрелнине асӑрхасан шутсӑр савӑнчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Шӑллӗ пӗр тикӗс сывланине, ун пичӗ-куҫӗ тата ытларах хӗрелнине вӑл тӳрех асӑрхарӗ.Лицо у Цзинь-пу покраснело еще больше, дыхание стало хриплым.
Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.
Каҫ кӳлӗм пӗр-пӗр ту тӑрринчен пӑхса, Огнянов кӑнтӑр енче пӗлӗт хӗрелнине асӑрхарӗ.В сумерки, стоя на какой-нибудь горной вершине, Огнянов видел, как на юге багровеет небо.
I. Вӑрансан // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑл сасартӑк хӗрелнине те, шикленмеллех савӑннине те, ачашшӑн е хӗрӳллӗн пӑхнине те — Штольц нихҫан та курман; мӗн те пулин ҫавӑн пекрех пулас пулсан, сӑмахран, Штольц хӑй ҫак кунсенчех Италие каяссине пӗлтерсен, Ольга пичӗ ыратнипе пӗркеленнӗ пек туйӑнать; ҫавнашкал хаклӑ та сайра самантра Штольц чӗри телейлӗн тапма тытӑнать кӑна — сасартӑках йӑлт чаршавпа витӗнет, Ольга айваннӑн та тӳррӗн хушса хурать:
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗншӗнне хам та пӗлместӗп, эпӗ хам хӗрелнине туйса илтӗм.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл яланхи пекех лӑпкӑ та ҫирӗп хевтеллӗ пулнӑ, анчах Мересьев унӑн сасси улшӑннине асӑрхарӗ, — сестра сасси палӑрмаллах чӗтренӗ, тытӑнчӑклӑн тухнӑ, питне хулӑммӑн сӗрнӗ пудра та унӑн куҫӗсем хӗрелнине пытарма пултарайман.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӗрелнине курмарӗ те, анчах пит ҫӑмартисем вут хунӑн вӗриленсе кайнине вара пит аван туйрӗ.Нет, не видела себя со стороны, а чувствовала, что щёки у неё горят.
Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив
- 1
- 2