Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сусаким (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
9. Вара Сусаким, Египет патши, Иерусалима кӗнӗ те Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн пуянлӑхне те, патша керменӗн пуянлӑхне те туртса илнӗ; йӑлтах илнӗ вӑл, Соломон тунӑ ылтӑн хулкансене те илнӗ.
2 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа вӗсем йӑвашланнине курнӑ, вара Самее Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: вӗсем йӑвашланчӗҫ; пӗтерсе тӑкмӑп, вӗсене кӗҫех ҫӑлӑнӑҫ та парӑп, Иерусалим ҫине Сусаким алли урлӑ ҫиллӗм ӳкмӗ; 8. ҫапах та вӗсем унӑн тарҫисем пулӗҫ: Мана пӑхӑнса тӑрассипе ҫӗр ҫинчи патшасене пӑхӑнса тӑрасси мӗнлереххине пӗлччӗр, тенӗ.
2 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫавӑн чухне Ровоам патне тата Сусакимран тарса Иерусалима пуҫтарӑннӑ Иудея ҫулпуҫӗсем патне Самей пророк пынӑ та каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир Мана пӑрахрӑр, ҫавӑншӑн Эпӗ те сире пӑрахатӑп, Сусаким аллине паратӑп, тет, тенӗ.
2 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ровоам пиллӗкӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Сусаким, Египет патши, Иерусалима тапӑннӑ, — ку ӗнтӗ Ровоампа Иудея халӑхӗ Ҫӳлхуҫаран пӑрӑннипе пулса иртнӗ, — 3. пин те икҫӗр ҫар урапипе, утмӑл пин юланутпа тапӑннӑ; унпа пӗрле Египетран килнӗ халӑхӑн, Ливи ҫыннисен, сукхитсен тата эфиопсен шучӗ те пулман; 4. Иудейӑри тӗреклӗлетнӗ хуласене парӑнтарса вӑл Иерусалим патнех ҫитнӗ.
2 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ровоам пиллӗкмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Египет патши Сусаким Иерусалима хирӗҫ вӑрҫӑпа тухнӑ та 26. Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн пуянлӑхне, патша керменӗн пуянлӑхне [Давид патша Адраазар чурисенчен — Сува патши чурисенчен — туртса илсе Иерусалима илсе килнӗ ылтӑн хулкансене те] туртса илнӗ.
3 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Соломон ӗнтӗ Иеровоама вӗлересшӗн пулнӑ; анчах Иеровоам Египет ҫӗрне Сусаким, Египет патши, патне тухса тарнӑ, вара вӑл Соломон виличченех Египетра пурӑннӑ.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Кайран вӗсене Египет патши Сусаким, Соломон ывӑлӗ Ровоам вӑхӑтӗнче Иерусалима тапӑнсан, туртса илнӗ.]
2 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1