Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Соломона (тĕпĕ: Соломон) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
7. Турӑ Ҫуртне вара касса ӑсталанӑ йӗрӗх вырӑнаҫтарса лартнӑ; ку Ҫурт пирки Турӑ Давида тата Соломона, унӑн ывӑлне, ҫапла каланӑ пулнӑ: «ҫакӑ Ҫуртра, Израилӗн мӗнпур йӑхӗ хушшинчен Хам валли суйласа илнӗ Иерусалимра, Эпӗ Хамӑн ятӑма ӗмӗрлӗхе вырӑнаҫтарӑп; 8. Израиль Эпӗ хушнине тата Эпӗ Моисей урлӑ панӑ саккуна, йӗркене пӗтӗмпе пурӑнӑҫлама тӑрӑшсассӑн, малашне Израиле Эпӗ хӑйсен ашшӗсене панӑ ҫӗрӗнчен ура ярса пусма памӑп» тенӗ.

7. И поставил резного идола, которого сделал, в доме Божием, о котором говорил Бог Давиду и Соломону, сыну его: в доме сем и в Иерусалиме, который Я избрал из всех колен Израилевых, Я положу имя Мое навек; 8. и не дам впредь выступить ноге Израиля из земли сей, которую Я укрепил за отцами их, если только они будут стараться исполнять все, что Я заповедал им, по всему закону и уставам и повелениям, данным рукою Моисея.

2 Ҫулс 33 // .

14. Кунсӑр пуҫне Соломона элчӗсемпе купсасем те, Арави ҫӗршывӗн пур патшипе ҫӗр пуҫлӑхӗсем те ылтӑнпа кӗмӗл парса тӑнӑ.

14. Сверх того, послы и купцы приносили, и все цари Аравийские и начальники областные приносили золото и серебро Соломону.

2 Ҫулс 9 // .

12. Вара Соломона ҫӗрле Ҫӳлхуҫа курӑнса каланӑ: Эпӗ санӑн кӗллӳне илтрӗм, ҫак вырӑна Хама валли парне кӳмелли Ҫурт пулма суйласа илтӗм, тенӗ.

12. И явился Господь Соломону ночью и сказал ему: Я услышал молитву твою и избрал Себе место сие в дом жертвоприношения.

2 Ҫулс 7 // .

11. Хирам, Тир патши, Соломона ҫыру ярса хуравланӑ: Хӑйӗн халӑхне юратнӑран Ҫӳлхуҫа сана ҫав халӑх патшине лартнӑ, тенӗ.

11. И отвечал Хирам, царь Тирский, письмом, которое прислал к Соломону: по любви к народу Своему, Господь поставил тебя царем над ним.

2 Ҫулс 2 // .

11. Турӑ Соломона каланӑ вара: сан чӗрӳнте ҫакӑ пулнӑшӑн, эсӗ пуянлӑхпа пурлӑх, чап тата хӑвӑн тӑшманусен чунӗсене ыйтманшӑн, тата вӑрӑм кунҫул та ыйтманшӑн, Эпӗ сана патшана лартса хӑвӑн аллуна панӑ Ман халӑхӑма йӗркелесе тытса тӑма ӑслӑлӑхпа пӗлӳлӗх ыйтнӑшӑн 12. ӑслӑлӑхпа пӗлӳ те пулӗ санӑн, пуянлӑхпа пурлӑхне, чапне вара Эпӗ сана ҫав таран парӑп, — ун пекки патшасенӗн санччен те пулман, сан хыҫҫӑн та пулмӗ, тенӗ.

11. И сказал Бог Соломону: за то, что это было на сердце твоем, и ты не просил богатства, имения и славы и души неприятелей твоих, и также не просил ты многих дней, а просил себе премудрости и знания, чтобы управлять народом Моим, над которым Я воцарил тебя, 12. премудрость и знание дается тебе, а богатство и имение и славу Я дам тебе такие, подобных которым не бывало у царей прежде тебя и не будет после тебя.

2 Ҫулс 1 // .

7. Ҫав каҫхине ҫӗрле Соломона Турӑ курӑнса каланӑ: Манӑн мӗн парас сана, ыйт, тенӗ.

7. В ту ночь явился Бог Соломону и сказал ему: проси, что Мне дать тебе.

2 Ҫулс 1 // .

25. Ҫӳлхуҫа Соломона пӗтӗм Израиль умӗнче асла кӑларнӑ, ӑна халиччен пӗр Израиль патши те курман чап парнеленӗ.

25. И возвеличил Господь Соломона пред очами всего Израиля, и даровал ему славу царства, какой не имел прежде его ни один царь у Израиля.

1 Ҫулс 29 // .

22. Ҫав кун Ҫӳлхуҫа умӗнче ӗҫсе ҫинӗ, тем тӗрлӗ савӑннӑ; тепӗр кунне вара Давид ывӑлне Соломона иккӗмӗш хут патша пулма Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫу сӗрнӗ, Садока священник пулма ҫу сӗрнӗ.

22. И ели и пили пред Господом в тот день, с великою радостью; и в другой раз воцарили Соломона, сына Давидова, и помазали пред Господом в правителя верховного, а Садока во священника.

1 Ҫулс 29 // .

11. Давид вара Соломона, хӑйӗн ывӑлне, Турӑ Ҫурчӗн ӗлкине, ун пӑлтӑрӗн ӗлкине, хуралчӗсен, пӳлӗмӗсен, кӗлечӗсен, ҫӳлти пӳлӗмсемпе шалти пӳлӗмсен, саккун арчи пӳлӗмӗн ӗлкисене панӑ, 12. чӗринче шухӑшласа хунӑ ӗлкесене, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн картишӗсен ӗлкине, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ тавра вырӑнаҫнӑ пӳлӗмсен, Турӑ Ҫурчӗн мул управӑшӗсен, Ун ячӗпе кӳнӗ япаласен управӑшӗсен ӗлкине, 13. священниксемпе левитсен пӳлӗмӗсен, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи тӗрлӗ ӗҫ тумалли пӳлӗмсен ӗлкине, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи савӑтсен, 14. Турра ӗҫлесе тӑнӑ чухне тыткаламалли ылтӑн савӑтсемпе кӗмӗл савӑтсен ӗлкине панӑ, вӗсене тума кашни савӑчӗ валли мӗн чухлӗ ылтӑн-кӗмӗл кирлине каласа панӑ.

11. И отдал Давид Соломону, сыну своему, чертеж притвора и домов его, и кладовых его, и горниц его, и внутренних покоев его, и дома для ковчега, 12. и чертеж всего, что было у него на душе, дворов дома Господня и всех комнат кругом, сокровищниц дома Божия и сокровищниц вещей посвященных, 13. и священнических и левитских отделений, и всякого служебного дела в доме Господнем, и всех служебных сосудов дома Господня, 14. золотых вещей, с означением веса, для всякого из служебных сосудов, всех вещей серебряных, с означением веса, для всякого из сосудов служебных.

1 Ҫулс 28 // .

1. Ватӑлса ҫитсессӗн, мӗн тӑраниччен пурӑнсассӑн, Давид хӑйӗн ывӑлне Соломона Израиль патшине лартнӑ.

1. Давид, состарившись и насытившись жизнью, воцарил над Израилем сына своего Соломона.

1 Ҫулс 23 // .

7. Давид Соломона каланӑ: ывӑлӑм! Ҫӳлхуҫа Туррӑм ячӗпе Ҫурт тӑвас шухӑш манӑн чӗрем варринчех пулнӑ, 8. анчах мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: «эсӗ юн нумай тӑкнӑ, пысӑк вӑрҫӑсем вӑрҫнӑ; санӑн Ман ятӑмпа Ҫурт лартма тивӗҫ ҫук, мӗншӗн тесессӗн Ман умӑмра ҫӗр ҫине нумай юн юхтартӑн. 9. Акӑ санӑн ывӑл ҫуралӗ, вӑл тӑнӑҫ пурӑнасскер пулӗ; Эпӗ ӑна таврари мӗнпур тӑшманӗнчен хӳтӗлесе лӑпкӑн усрӑп: ҫавӑнпа унӑн ячӗ те Соломон пулӗ. Ун вӑхӑтӗнче Израиле тӑнӑҫлӑхпа канлӗх парӑп. 10. Вӑл Манӑн ятӑмпа Ҫурт туса лартӗ, вӑл Манӑн ывӑлӑм пулӗ, Эпӗ унӑн ашшӗ пулӑп, ӑна Израильре ӗмӗрлӗхе патшана лартӑп» терӗ, тенӗ.

7. И сказал Давид Соломону: сын мой! у меня было на сердце построить дом во имя Господа, Бога моего, 8. но было ко мне слово Господне, и сказано: «ты пролил много крови и вел большие войны; ты не должен строить дома имени Моему, потому что пролил много крови на землю пред лицем Моим. 9. Вот, у тебя родится сын: он будет человек мирный; Я дам ему покой от всех врагов его кругом: посему имя ему будет Соломон. И мир и покой дам Израилю во дни его. 10. Он построит дом имени Моему, и он будет Мне сыном, а Я ему отцом, и утвержу престол царства его над Израилем навек».

1 Ҫулс 22 // .

6. Вӑл ывӑлне, Соломона, чӗнсе илнӗ те Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ валли Ҫурт тума пиллӗх панӑ.

6. И призвал Соломона, сына своего, и завещал ему построить дом Господу Богу Израилеву.

1 Ҫулс 22 // .

7. Ҫӳлхуҫа Ҫуртне Астарта кӗлеткине лартнӑ; ку Ҫурт пирки Ҫӳлхуҫа Давида тата унӑн ывӑлне Соломона ҫапла каланӑ пулнӑ: «ҫакӑ Ҫуртра тата Израилӗн мӗнпур йӑхӗ хушшинчен Хам валли суйласа илнӗ Иерусалимра Эпӗ Хамӑн ятӑма ӗмӗрлӗхе вырӑнаҫтарӑп; 8. Израиль халӑхӗ Эпӗ хушнине тата Манӑн Моисей чурам вӗрентсе хӑварнӑ саккуна пӗтӗмпех уяса пурӑнсассӑн, малашне Израиль ҫыннине Эпӗ хӑйсен ашшӗсене панӑ ҫӗрӗнчен ура ярса пусма памӑп» тенӗ.

7. И поставил истукан Астарты, который сделал в доме, о котором говорил Господь Давиду и Соломону, сыну его: «в доме сем и в Иерусалиме, который Я избрал из всех колен Израилевых, Я полагаю имя Мое на век; 8. и не дам впредь выступить ноге Израильтянина из земли, которую Я дал отцам их, если только они будут стараться поступать согласно со всем тем, что Я повелел им, и со всем законом, который заповедал им раб Мой Моисей».

4 Пат 21 // .

23. Ҫӳлхуҫа Соломона хирӗҫ тепӗр тӑшман — Разона, Елиада ывӑлне, Сува патшинчен Адраазартан тарса кайнӑскере — кӑларнӑ.

23. И воздвиг Бог против Соломона еще противника, Разона, сына Елиады, который убежал от государя своего Адраазара, царя Сувского,

3 Пат 11 // .

14. Ҫӳлхуҫа вара Соломона хирӗҫ тӑшман — Адера, Эдом патшисен йӑхӗнчен тухнӑ Идумея ҫыннине — кӑларнӑ.

14. И воздвиг Господь противника на Соломона, Адера Идумеянина, из царского Идумейского рода.

3 Пат 11 // .

11. Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Соломона каланӑ: ҫапла тунӑшӑн, Манӑн халалӑмпа Манӑн йӗркемсене уяманшӑн, хӑвна мӗн хушнине астуса тӑманшӑн санран патшалӑха туртса илетӗп те хӑвӑн чуруна паратӑп; 12. анчах Давидшӑн, санӑн аҫушӑн, ҫакна Эпӗ сан ӗмӗрӳнте тумӑп, патшалӑхна сан ывӑлу аллинчен туртса илӗп; 13. пӗтӗм патшалӑхнех туртса илмӗп: Давид чурамшӑн, Хам суйласа илнӗ Иерусалимшӑн пӗр йӑхне сан ывӑлна парӑп, тенӗ.

11. И сказал Господь Соломону: за то, что так у тебя делается, и ты не сохранил завета Моего и уставов Моих, которые Я заповедал тебе, Я отторгну от тебя царство и отдам его рабу твоему; 12. но во дни твои Я не сделаю сего ради Давида, отца твоего; из руки сына твоего исторгну его; 13. и не все царство исторгну; одно колено дам сыну твоему ради Давида, раба Моего, и ради Иерусалима, который Я избрал.

3 Пат 11 // .

1. Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗпе патша керменне туса лартсассӑн, мӗн тума ӗмӗтленнине пӗтӗмпех туса ҫитерсессӗн Соломона, 2. Гаваонра курӑннӑ пек, иккӗмӗш хут Ҫӳлхуҫа курӑннӑ.

1. После того, как Соломон кончил строение храма Господня и дома царского и все, что Соломон желал сделать, 2. явился Соломону Господь во второй раз, как явился ему в Гаваоне.

3 Пат 9 // .

Хирам Соломона Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли туса панӑ пур япалана та якатса ҫутатнӑ пӑхӑртан тунӑ.

Все вещи, которые сделал Хирам царю Соломону для храма Господа, были из полированной меди.

3 Пат 7 // .

11. Соломона ӗнтӗ Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ, ӑна ҫапла каланӑ: 12. акӑ эсӗ Ҫурт лартатӑн; эхер те эсӗ, Эпӗ кӑтартса панӑ йӗркесемпе Манӑн ӳкӗтсене пурне те тытса тӑрса, Эпӗ хунӑ йӗркесене пӑхӑнса пурӑнсассӑн, Эпӗ Давид аҫуна каланӑ сӑмахӑма сан тӗлӗшрен вырӑна килтерӗп, 13. Израиль ывӑлӗсем хушшинче пурӑнӑп, Хамӑн Израиль халӑхне пӑрахмӑп, тенӗ.

11. И было слово Господа к Соломону, и сказано ему: 12. вот, ты строишь храм; если ты будешь ходить по уставам Моим, и поступать по определениям Моим и соблюдать все заповеди Мои, поступая по ним, то Я исполню на тебе слово Мое, которое Я сказал Давиду, отцу твоему, 13. и буду жить среди сынов Израилевых, и не оставлю народа Моего Израиля.

3 Пат 6 // .

12. Хӑй каланӑ пек, Ҫӳлхуҫа Соломона ӑслӑлӑх панӑ.

12. Господь дал мудрость Соломону, как обещал ему.

3 Пат 5 // .

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех