Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Республикӑна (тĕпĕ: республика) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ача-пӑча туризмӗн вӗрентӳ сулӑмӗллӗ проектне ӗҫе кӗртессипе регионсен хушшинчи пӗрремӗш конференцие Чӑваш Енре ирттерни ҫӗршыв ертӳлӗхӗ пирӗн республикӑна туризма аталантарма меллӗ хутлӑх пек курнипе пӗрлех нумай пулмасть хута кайнӑ «Чӗрӗ уроксем» кунта чӑннипех ӑнӑҫлӑ кӑтартусем парасса шаннипе те ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван ҫӗршыва юратма, аваллӑха пӗлме, халӑхпа мӑнаҫланма // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Тӗпрен илсен, кӗнекесене хамӑр республикӑна кӑна мар, ытти регионсене тухса ҫӳресе сутнипе, ӑнлантару ӗҫне йӗркелесе янипе.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Ҫынсем вырӑнти пӗчӗк пуҫлӑхсен ӗҫне кура района, республикӑна, ҫӗршыва ертсе пыракансене хаклаҫҫӗ-ҫке.

Люди, оценивая работу мелких чиновников, судят работу руководителей района, республики, страны.

Тӗлӗнтереҫҫӗ тӗлӗнтермӗш пуҫлӑхсем // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2693.html

Вӑрҫӑ участникӗсен пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатма республикӑна федераци бюджетӗнчен хушма укҫа уйӑрнине пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурт-йӗр ыйтӑвӗсемпе // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Нумаййӑн пухӑнмарӗҫ пулин те чӑвашлӑх умӗнче тӑракан ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явма та вӑхӑт тупрӗҫ: Конституцирен «патшалӑх» сӑмаха кӑларса пӑрахнине, вӑл республикӑна мӗнле витӗм кӳнине, ӑна тавӑрма мӗн-мӗн тума пултарнине.

Куҫарса пулӑш

«Ҫӑлкуҫра» ҫӑварнине уявларӗҫ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11756.html

Пирӗн республикӑна француз килнӗ тейӗпӗр.

Скажем, приехал в нашу республику француз.

Туристсене кану ҫурчӗпе тӗлӗнтереймӗн // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.25, 7 (6100) №

Унӑн шухӑшӗпе, республикӑна килнӗ хӑнасене пилӗк ҫӑлтӑрлӑ кану ҫурчӗсемпе тӗлӗнтереймӗн.

По ее мнению, прибывших в республику гостей пятизвездочными домами отдыха не удивишь.

Туристсене кану ҫурчӗпе тӗлӗнтереймӗн // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.25, 7 (6100) №

Ҫакна ҫулсерен пирӗн республикӑна пин-пин турист килме кӑмӑл туни те ҫирӗплетет.

Куҫарса пулӑш

Туристсене кану ҫурчӗпе тӗлӗнтереймӗн // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.25, 7 (6100) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех