Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл Еленӑпа юнашар хуллен утрӗ, мелсӗррӗн яра-яра пуҫрӗ, ун аллинчен те мелсӗррӗн тытса пычӗ, хушӑран ӑна хул-пуҫҫийӗпе те тӗрткелесе илчӗ, пӗрре те ун ҫине пӑхмарӗ; анчах вӑл, ирӗккӗн пулмасан та, ҫӑмӑллӑн калаҫрӗ; вӑл ахаль сӑмахсемпе те тӗрӗс сӑмахларӗ, унӑн пӗрре йывӑҫ вуллисем ҫине, тепре хӑйӑр сарнӑ сукмак ҫине пӑхакан куҫӗсенче кӑмӑлӗ ырӑ туйӑмпа ҫӗкленни палӑрса тӑчӗ, лӑпкӑ сассинче вара хӑй шухӑшне урӑх ҫынна, хӑйшӗн хаклӑ ҫынна, каласа пама май килнӗшӗн хавасланни илтӗнчӗ.
IV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Вӑл ӗмӗрте пӗрре пӗрре ҫеҫ килет, ӑна пӗлсе пурӑнса ирттермелле, — нимӗн тӗлсӗр иртнӗ ҫулсемшӗн чӗрене ыраттарса ӳкӗнмелле ан пултӑр, иртнӗ кунсенчи йӗрӗнчӗк те вак ӗҫсем сана намӑслантарса ан ҫунтарччӑр, вилес умӗн санӑн: пӗтӗм пурӑнӑҫупа пӗтӗм вӑйна тӗнчери чи ырӑ ӗҫе — этемлӗхе ирӗке кӑларассишӗн кӗрешес ӗҫе патӑм — тесе калама тивӗҫ пултӑр.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Пӗрре ҫапла та пулчӗ, ун чухне вара мӗнпур экипажӗпех пӗрре чикӗленсе кайнӑ яхтӑна урӑх тӳрленессе те шанмарӗҫ.Было одно мгновение, когда весь экипаж думал, что накренившаяся яхта не выпрямится.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Пӗрре хаваслӑ та тепре хӑрушӑ ӗҫсем ҫинчен каланине итлекенсем пӗрре хаваслӑн кӑшкӑрса яраҫҫӗ, тепре сехӗрленсе ахлатса илеҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫапах та, темиҫе метр пек кансассӑнах, вӑл ҫӗнӗрен чарӑнса тӑрать, е тӑруках аяккине ҫавӑрса кӗрсе, пӗрре ҫурҫӗрелле, пӗрре кӑнтӑралла темиҫе миль ҫавӑрӑнӑҫ тӑвать те, хӑйӗн шиклӗ асӑрхавӗсем ҫинчен никама та пӗр сӑмах чӗнмесӗр, каллех хӑй вырӑнне отряд пуҫне тӑрать.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Унта-кунта ҫутӑ пӑнчӑсем пӗрре хӗресленсе, пӗрре сӳнсе, тепрехинче татах тивсе кайса мӗлт-мӗлт тӑваҫҫӗ.Тут и там мелькали светящиеся точки, скрещивающиеся, угасающие и снова вспыхивающие.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— О, вӗсем пӗрре те ҫӳллӗ мар, пӗрре те интереслӗ мар.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑл пӗрре туратсем хушшинчен ҫӗмӗрсе тухать, пӗрре каллех малалла кӗрсе каять, тепре ҫӗр ҫумӗпе кусса каять.То он вырывался меж сучьев, то опять забирался вглубь, то шарахался по земле.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Эсӗ пӗрре каятӑн, пӗрре килетӗн, эпир юрламастпӑр та юрламастпӑр.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Пӗрремӗшӗнчен, эпӗ, опыта пула вӗреннӗскер, Ермолай ҫине сахал шанаттӑм; эпӗ пӗрре ӑна хулана япаласем илме ятӑм, вӑл эпӗ хушнисене пӗр кун хушшинче тума пулчӗ — кайсан вара эрнипех ҫухалса пурӑнчӗ, пӗтӗм укҫана ӗҫсе ячӗ — ҫуранах килчӗ, каясса хӑй ҫӑмӑл урапапа кайрӗ.
Тӑнкӑртатать // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 3–27 с.
Аркадий тӗрӗс каланӑ: Павел Петрович хӑйӗн шӑлнӗне пӗрре кӑна мар пулӑшнӑ; вӑл мӗнле сывлӑш ҫавӑрса ярасси ҫинчен шухӑшласа пуҫне ватнине курса, Павел Петрович пӗрре кӑна мар, хуллен кантӑк умне пырса, аллисене кӗсьине чиксе ярса: «Маis je puis vous donner de l`argent», тенӗ те шӑл витӗр, ӑна укҫа панӑ.
VIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Вӑл кӑшт та тӗк тӑмасть: пӗрре кӗлтунӑ пек пуҫ таять, тепре пӗтӗм пӗвӗпе тӳрленет, чӗрне вӗҫҫӗн те тӑрать; пӗрре аллисене ерипен те сарлакан сарса ярать, тепре вӗсене Муций еннелле тӑсать; такама юнанӑ е тем хушнӑ пек, куҫ харшисене пӗрет, урипе урайне тапать.
XII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Тепӗр чухне вӑл хавасланатчӗ — вара манпа ача пек ашкӑнма та хатӗрччӗ (вӑл кирек мӗнле вӑйлӑ хусканусене те юрататчӗ); пӗрре — мӗн пурӗ те пӗрре кӑна! — вӑл мана ҫав тери ҫепӗҫҫӗн ачашларӗ те, эпӗ кӑшт ҫеҫ йӗрсе ямарӑм…
VIII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Кунти художниксем пӗрре те Итали ҫӗршывӗнчи унти ҫутҫанталӑкпа кӑвак тӳпе пекех вӗри те мӑнкӑмӑллӑ художниксем пек мар, йӑлтах урӑхла, вӗсенчен нумайӑшӗсем ырӑ та йӑваш ҫынсем, вӗсем хӑюсӑр, хӑйсем ҫинчен сахал шутлаҫҫӗ, хӑйсен ӗҫне шӑппӑн ҫеҫ юратаҫҫӗ, пӗчӗк пӳлӗмӗсенче икӗ юлташӗпе чей ӗҫеҫҫӗ, хӑйсен юратнӑ ӗҫӗ ҫинчен шӑппӑн кӑна калаҫаҫҫӗ, пуян пурнӑҫпа пурӑнассишӗн пӗрре те ҫунмаҫҫӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
— Эпӗ вара: — пӗр нимӗҫе вӗлеретӗп, кайран хама вӗлерччӗр, — нимех те мар, пӗрре ҫине пӗрре пулать, ахалех вилместӗп, тесе шутларӑм.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫапах ун вырӑнне палламан ҫынӑн питех те паха пӗр уйрӑмлӑх пур: вӑл ҫимелли нумай парать, ҫавӑнпа ӑна чӑннипех пысӑк хисеп тумалла, Каштанка ун умӗнче кӑмӑллӑн ун ҫине пӑхса ларнӑ вӑхӑтра вӑл ӑна пӗрре те урипе тапман, ӑна пӗрре те: «Кай кунтан! — тесе кӑшкӑрман.
II. Темӗнле палламан ҫын // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Эпӗ ӑна, анне, панӑ пулӑттӑм та пӗрре, анчах эпӗ ӑна ҫӗнес ҫук ҫав, вӑл пиллӗкмӗшӗнче вӗренет, эпӗ пӗрремӗшӗнче ҫеҫ.
21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Алексей Макаровича районта ватти-вӗттипех пӗлнӗ, ун ҫинчен облаҫри хаҫатра та, «Огонек» журналта та пӗрре мар ҫырнӑ, пӗрре ун ҫинчен нумай ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ очерк тухнӑ.
14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пӗрре тата ҫакӑн пек сӑмах та пулчӗ унӑн: «Патшан хӑйӗн майри нимӗҫ йӑхӗнчен пулсан, ыррине кӗтмелли ҫук. Майлӑрах самантра вӑл пӗрре какӑрасшӑнах пире сутса ярӗ…» — тесе персе ячӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хӗрача пӗрре пытанать, тепре пуҫне кӑларса пӑхать, пӗрре пытанать, тепре пуҫне кӑларса пӑхать.
Галие // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.