Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Мускав сăмах пирĕн базăра пур.
Мускав (тĕпĕ: Мускав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Часах пирӗн ҫарсем Мускав ҫывӑхӗнчи пӗтӗм участокра наступлени пуҫласа янӑ, тӑшман ҫухату хыҫҫӑн ҫухату тӳссе каялла чакнӑ.

Куҫарса пулӑш

Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06

Йӗлтӗр спортӗнче тата кросс чупассипе ӑстаччӗ пулин те вӗренӳ еннелле ытларах туртӑнчӗ, Мускав университечӗ пирки мӗн ачаранах ӗмӗтленетчӗ те.

Куҫарса пулӑш

«Шикленсен те тӑвайккине хӑпаратчӗ» // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Мускав музыкантпа ӗнер сывпуллашрӗ.

Москва вчера попрощалась с музыкантом.

Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ кӗвӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Аса илтерер: Павела ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫӗрле Мускав ҫывӑхӗнчи Дмитров хулинче хӗненӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ кӗвӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Мускав больницисенчен.

— Из московских больниц.

Станислав Садальский: «Взятка илекен тухтӑрсене питлеместӗп» // Ольга САБУРОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Ҫавӑн пекех пухӑннисен умӗнче Раҫҫей чӑвашӗсен федерацин наци культура автономийӗн вице-президенчӗ Анатолий Григорьев, В.В.Бианки ячӗллӗ ача-пӑча библиотекин заведующийӗ, Мускав хулин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Ирина Полицына, «Чӑваш Ен сӑррисем» проектӑн пултарулӑх руководителӗ Владимир Головачев калаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енӗн культурипе паллаштарнӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Ҫавна май Мускав паракан укҫан пӗтӗмӗшле виҫи 12,2 млрд тенкӗ пулать.

Куҫарса пулӑш

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Мускав хӑнисем малашлӑх тӗллевӗсене сӳтсе явнипе пӗрлех Чӑваш Енӗн ырӑ енӗсене асӑнмасӑр хӑварман.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Пире Мускав телеканалӗ ӳкернӗччӗ ун чухне, сюжета эфира темиҫе хутчен кӑларнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Н.К.Крупская ячӗллӗ Мускав патшалӑх культура институтне тухса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Акӑ хамӑн шкул тапхӑрӗнче Волгоград, Мускав, Чӗмпӗр хулисенче хаваслӑ та пуян турпа пулма тӳр килнӗшӗн хӗпӗртетӗп: пӗрле вӗренекен туссем ҫул ҫӳрени хамӑр тӗллӗн тухса ҫӳренинчен чылай кӑсӑкрах-ҫке!

Куҫарса пулӑш

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

— Ҫӗршыври паллӑ вуза — Мускав патшалӑх университетне — вӗренме каймашкӑн сире ахальтен суйламанах — ахӑртнех, хӑвӑр та чи тӑрӑшуллӑ студент пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

1979 ҫулта М.В.Ломоносов ячӗллӗ Мускав патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнчен вӗренсе тухсан Елчӗк ен каччи Чӑваш Ене таврӑннӑ та «Коммунизм ялавӗн» корреспондентӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Мускав тӑрӑхӗнче те чӑвашсене пӗр вырӑнта ларма-тӑма пӗлменшӗн, ӳркенменшӗн тата яваплӑхшӑн хисеплеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чун витӗр кӑлармалла // Алексей МОСКОВСКИЙ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Паллах, тӗнче шайӗнчи универсиада, сумлӑ ытти мероприяти иртнӗ май Мускав нумай укҫа уйӑрчӗ, Тутарстан тӗп хулине укҫапа вӑйлӑ пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Салтак пӑтти ас тивме васкаманскер килте вӑхӑта ахаль ирттермен: Мускав облаҫӗнче тар тӑкнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫартан тарса суд тенкелӗ ҫине лекнӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11771.html

Пӗрремӗш ушкӑн инваличӗсене республикӑри уйрӑм Мускав облаҫӗнчи Волоколамск хулинчи куҫ курманнисен реабилитаци центрне 2,5 уйӑхлӑха ярать.

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Шӑчӑпа 4,70 м ҫӳллӗшне сиксе пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ Анжелика Сидорова Мускав хулипе Чӑваш Ен командисене нумай очко кӳчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрисем — Мускавра, теприсем — Сочире // Юрий ПЛОТНИКОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Тепӗр 240 миллион тенки Мускав кӗперне юсамашкӑн кайӗ.

Еще 240 миллионов рублей уйдет на ремонт Московского моста.

Чӑваш Енри ҫулсем валли 1 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/11674.html

Тӗрӗссипе вара пирӗн малтан хамӑрӑн шурӑ Шупашкар пирки, кайран Мускав пирки шухӑшламалла.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ялавӗ е минретӳ политики // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2664.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех