Шырав
Шырав ĕçĕ:
Катьӑн инкӗшӗ усал карчӑк пулнӑ, ӑна час-часах ҫаптаркаласа илнӗ; Катя ӑна курайман, хӑй ун патӗнчен тухса тарсан, турӑ ирӗкӗнче пурӑнасси ҫинчен кала-кала кӑтартнӑ; Елена хӑй пӗлмен ҫӗнӗ сӑмахсене хӑраса та хисеплесе итленӗ, Катя ҫине тинкерсе пӑхнӑ, вара унӑн тискер кайӑкӑнни евӗр ҫиҫсе тӑракан хура куҫӗсем, хӗвелпе пиҫнӗ аллисем, хулӑн сасси, ҫурӑлса пӗтнӗ кӗпи те Еленӑшӑн ыттисенчен уйрӑлса тӑнӑн, кӑштах таса сывлӑш пек пулнӑн туйӑннӑ.
VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Вӑл урисем ҫинче аран тӑрать: «Катя, Катя…» тени кӑна илтӗнет; Катя, хӑйӗн куҫҫулӗсенчен хӑех шӑппӑн кулса, айӑпсӑррӑн йӗрсе ячӗ.
XXVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Аркадий те, Катя та чӗнмеҫҫӗ; Аркадий аллине ҫурма уҫӑ кӗнеке тытнӑ; Катя корзинкӑран шурӑ ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсем суйласа илсе пысӑках мар ҫерҫи ушкӑнне ывӑтса парать, вӗсем хӑравҫӑ чӑрсӑрлӑхпа Катя урисем патенчех чӗвӗлтетсе сиккелеҫҫӗ.
XXV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ӑна, хӑй Катьӑна юратнипе хуйхӑраканскере, Катьӑна хӑтарасшӑн мар пулнинчен пысӑк айӑп тӗнчере те ҫук пек, тата ун шучӗпе, Катя пурнӑҫӗшӗн панӑ кирек мӗнле хак та питех пысӑк мар пек туйӑнчӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Пурне те тума пултаракан комдив, Катя ҫине ҫакнашкал ырӑ сунса пӑхаканскер, паллах, Травкина вӑл — Катя — ытла начар хӗр мар пулнине тата унӑн та хаклама тивӗҫлӗ лайӑх енӗсем пуррине ӗнентерме пултаратех, тесе шутланӑ Катя.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Хӗрӗ пӗри Катя ятлӑ пулнӑ иккен, ҫавӑншӑн Саня питӗ хавасланнӑ: «Катя та Катя» тесе ҫеҫ тӑнӑ вара.Одну из девушек звали Катей, и Саня ужасно обрадовался и потом только и звал её: «Катя, Катя!»
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ӑна ҫав пурҫӑн ҫипрен тунӑ та, — терӗ Надежда Ивановна, Катьӑна кӑтартма хушрӗ, вара Катя лентӑран ҫинҫе кӑна ҫип туртса кӑларчӗ.
Хуртсем пурҫӑн кӑларни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
«Катя, Катя, мӗскер санпа?..»
Ыйхӑсӑр ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
«Катя, Катя, пӑхсам».
Ыйхӑсӑр ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Люба ҫын пуҫӗсене хут ҫине ӳкерме юратать; Катя вара чечексемпе лӗпӗшсем кӑна ӳкерет, Люба Фильдӑн концерчӗсене, Бетховенӑн хӑшпӗр соначӗсене питӗ аван калать; Катя варьяцисемпе вальссем калать, васкамасӑр таклаттарать, пӗрмаях педаль ҫине пусать, мӗн те пулин калама тытӑниччен туйӑмлӑн аrpeggio-н виҫӗ аккордне илет…
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫиҫсе тӑракан сӑн-питлӗ Володя малти пӳлӗме чупса кӗрет, мана, Любӑна, Мимие тата Катьӑна ыталаса чуптӑвать, хӑйне чуптунӑ чухне Катя пиҫсе ҫитнӗ ҫырла пек хӗрелсе каять.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӗсем кровать ҫинчи Катя кӗлетки ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗҫ, унтан урайне анса, кровать тавра ҫаврӑнчӗҫ те Катя пуҫӗпе интересленме тытӑнчӗҫ.
Шавлӑ халӑх // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Катя, Катя, ку Мускав-и?
XXXIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Елена киле таврӑнсан та чылайччен ыйткалакансем ҫинчен, турӑ ирӗкӗ ҫинчен шухӑшланӑ; хӑйне валли шӗшкӗрен туя туса, ун ҫине хутаҫ ҫакса, Катьӑпа пӗрле тухса тарасси ҫинчен, утмӑлтурат ҫеҫкисенчен ҫыхса тунӑ пуҫ кӑшӑлӗ пуҫне тӑхӑнса, ҫулсем тӑрӑх ҫӳресси ҫинчен шухӑшланӑ: Катя ҫавнашкал пуҫ кӑшӑлӗ тӑхӑннине Елена пӗррехинче курнӑ пулнӑ.
VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Вунна кайсан, Леночка ыйткаласа ҫӳрекен пӗр Катя ятлӑ хӗрпе паллашнӑ та ун патне сад пахчине вӑрттӑн ҫӳренӗ, ӑна валли тутлӑ апатсем илсе пынӑ, тутӑрсем, вунӑ пуслӑх укҫасем парнеленӗ, — теттесене Катя илмен.
VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Аркадий хӑйпе пӗрле йӑпанса темӗнле лӑплану шыранине Катя, уҫҫӑнах мар пулсан та, ӑнланнӑ, — ҫакна пула вӑл хӑйшӗн те, уншӑн та пулнӑ ҫурма именӳллӗ те ҫурма ӗненӳллӗ айӑпсӑр туслӑхра мӗн кирлисене пурне те туса пынӑ: Анна Сергеевна пур чухне вӗсем пӗр-пӗринпе калаҫман: аппӑшӗ сиввӗн пӑхсан, Катя яланах чӑмӑртанса ларнӑ; Аркадий, юратан ҫынна тивӗҫлӗ пек, хӑй юратнӑ ҫын ҫывӑхӗнче урӑх нимӗскере те асӑрхама пултарайман; Катяпа ӑна пӗччен чухне кӑна аван пулнӑ.
XVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Катя кӑкӑрне ярса тытрӗ, тайкаланса илчӗ; Федя сиккипе чуптарса пынӑ ҫӗртенех лашине чарчӗ, камне курмасӑр, ним те туймасӑр, пӗр самант каялла кӑна аллисене тӑсса тӑракан Катьӑна хупӑрласа илнӗ тӗтӗм ҫине пӑхса тӑчӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вӑл танк ӑшӗнчех-ха хӑй пӗлнӗ вырӑс сӑмахӗсене аса илсе Катьӑна тӗпчерӗ, чӗпӗтрӗ, ҫапа-ҫапа ячӗ, пӳрнисене пӑрчӗ, анчах нимӗн те ыйтса пӗлеймерӗ, Катя сассине те илтеймерӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Федя йывӑррӑн сывласа илчӗ те Катьӑн икӗ аллине хӑй аллинчен вӗҫертрӗ; унӑн сӑнарӗ пӗлӗтрен ӳкнӗ мӗлке евӗр тӗксӗмленчӗ, Вӑл Катя каланине итлерӗ, сӑмахӗсем пирки вара шухӑшларӗ; калама та кирлӗ мар — йӑлтах паллӑ: тепӗр хут каласси килмест пулсан…
Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вӑл Катя ҫине пӑхса илчӗ те, ӑна Катя сӗтел ҫине таянса ҫывӑрса кайнӑн туйӑнчӗ.Он взглянул на Катю, и ему показалось, что Катя спит, облокотившись на стол.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.