Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: тӑшман сирӗн ҫинчен: «э! э! ӗмӗрхи тусем те пирӗн еткерлӗхе лекрӗҫ» тенӗрен 3. пӗлтер малашне мӗн пулассине, кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: ҫакӑншӑн, шӑпах ҫакӑншӑн ӗнтӗ, сире ытти халӑхсен тупӑшӗ пулччӑр тесе, сирӗн ҫинчен усал сӑмах сарччӑр тесе, сире ҫын сӑмахӗ айне туччӑр тесе ҫаратнӑшӑн, ҫав шутпа сире пур енчен те пӗтернӗшӗн — 4. ҫакӑншӑн, Израиль тӑвӗсем, Ҫӳлхуҫа Турӑ сӑмахне итлӗр: Ҫӳлхуҫа Турӑ тусемпе сӑртсене, васансемпе айлӑмсене тата пушанса юлнӑ ишӗлчӗксене, пӑрахса хӑварнӑ хуласене, таврари халӑхсен пурлӑхӗпе мӑшкӑлӗ пулнӑскерсене, ҫапла калать; 5. ҫакӑншӑн Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: халӑхӑмшӑн хытӑ тӑнӑран Эпӗ Манӑн ҫӗрӗме хӑйсен еткерлӗхӗ валли палӑртса хунӑ, чӗререн савӑнса, чунтан йӗрӗнсе ӑна хӑйсен тупӑшӗ пулма пӳрнӗ ытти халӑхсене тата пӗтӗм Идумея ҫӗрне ҫапла каларӑм.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
— «Янкель, кала аттене, кала пиччене, кала козаксене, кала запорожецсене, кала пурне те: атте халь мана — атте мар, пичче — пичче мар, юлташ — юлташ мар, эпӗ вӗсемпе пуринпе те ҫапӑҫатӑп, пуринпе те ҫапӑҫатӑп!»
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Семен ун ҫине пӑхмарӗ, анчах унӑн сӑнӗ кӑна мар, пӗчӗк кӗлетки те, хускалмасӑр тӑракан пуҫӗ те, пурте хӑй кӳреннине кӑтартать, тата: «Каласан — кала, каламасан ан кала, маншӑн пурпӗрех. Санран лайӑх ҫынсем те, мур илесшӗ, шанмасӑр мана кӳрентереймен», тесе каланӑ пек туйӑнса тӑрать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
— Хаклӑ та юратнӑ Дуремар, питех те хисеплӗ Дуремар, кала, кала хӑвӑртрах, Тортилла тимӗр шапа сана мӗн ҫинчен каласа пӗлтерни ҫинчен кала? — терӗ.
Пьеро хӑй мулкач ҫине утланса ларса, Ухмахсен Ҫӗршывне мӗнле пырса кӗни ҫинчен каласа кӑтартать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Ворошилов ячӗпе тӑракан колхоз пахчаҫи Дмитрий Иванович Грачев черетсӗрех сӑмах илчӗ те грушӑсем, улмасем, абрикоссем ҫинчен кала пуҫларӗ, каласса вӑл ҫав тери ӑслӑ калать, ӗнтӗ Атаманов лашасем ҫинчен калани те шупкала пуҫларӗ, кирлех те мар пек туйӑнса кайрӗ, ҫынсем умне сад пахчисем ашкӑракан илемӗпе тухса тӑчӗҫ: унта тӗклӗ ҫырла тӗмӗсем, хурлӑхан йӑранӗсем, ҫӗр ҫырли ҫеҫкисем йывӑҫсем хушшинче явӑнса ӳсни курӑнчӗ.
XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Кала, ӗнер килнӗ ҫул ҫӳрекен, те… ҫул ҫӳрекен, тесе кала ӑна, — Корней каллех макӑрма тытӑнса калама пӑрахрӗ те юлашкинчен вара мӗнпур вӑйне пухса сӑмахне каласа пӗтерчӗ:
V // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.
Аммон ывӑлӗсем енне ҫаврӑнса тӑр та вӗсене малашне мӗн пулассине пӗлтер, 3. кала Аммон ывӑлӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ сӑмахне итлӗр: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эсӗ Манӑн сӑваплӑ Ҫуртӑм ҫинчен: «эхе! эхе!» тетӗн, мӗншӗн тесессӗн ӑна ирсӗрленӗ, Израиль ҫӗрӗ ҫинчен те ҫапла калатӑн, мӗншӗн тесессӗн ӑна ҫаратса-аркатса тухнӑ, Иуда килӗ ҫинчен те ҫапла калатӑн, мӗншӗн тесессӗн вӗсене тыткӑна илсе кайнӑ — 4. ҫакӑншӑн акӑ Эпӗ сана ӗмӗрлӗхе тухӑҫ ывӑлӗсене парӑп, вара вӗсем сан патӑнта хӑйсен сурӑх витийӗсене туса лартӗҫ, хӑйсен чатӑрӗсене лартӗҫ, санӑн ҫимӗҫне ҫийӗҫ, санӑн сӗтне ӗҫӗҫ.
Иез 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсемпе сутлашасшӑн-и эсӗ, сутлашасшӑн-и, этем ывӑлӗ? ашшӗсен ирсӗр ӗҫӗсем ҫинчен каласа пар вӗсене, 5. кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Эпӗ Израиль халӑхне суйласа илнӗ кун, аллӑма ҫӗклесе, Иаков килӗн йӑхне тупа тунӑ чухне, Египет ҫӗрӗнче вӗсене Хама уҫса кӑтартнӑ кун, аллӑма ҫӗклесе вӗсене: «Эпӗ — сирӗн Туррӑр!» тенӗ кун, 6. аллӑма ҫӗклесе, вӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухса, вӗсем валли Хам суйласа илнӗ ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан вырӑна, пӗтӗм ҫӗртен илемлӗрен те илемлӗ ҫӗре, илсе ҫитерме тупа тунӑ кун, 7. Эпӗ вӗсене каларӑм: кашнийӗ хӑйӗн куҫӗ умӗнчен пӗтӗм йӗрӗнчӗке сиртӗр, хӑвӑра Египет йӗрӗхӗсемпе ан ирсӗрлетӗр: сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр — Эпӗ, терӗм.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫавӑнпа та кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: ку каларӑша пӗтерӗп, ӳлӗмрен Израильре ҫак каларӑша калама пӑрахӗҫ; анчах та кала вӗсене: кунсем ҫывӑхарса пыраҫҫӗ, пророк курнисем кӗҫех йӑлтах тӳрре килӗҫ.
Иез 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Седекия Иеремийӑна каланӑ: ҫак сӑмахсене никам та пӗлмелле мар, вара эсӗ вилмӗн; 25. эхер те пуҫлӑхсем эпӗ санпа калаҫнине илтсессӗн, сана вӗсем: «кала-ха, эсӗ патшана мӗн каларӑн, тата патша сана мӗн каларӗ — пирӗнтен ан пытар, вара сана вӗлерттермӗпӗр» тесессӗн, 26. вӗсене ҫапла кала: «эпӗ патша умӗнче вӑл мана каялла Ионафан ҫуртне ан ятӑрччӗ, унта вилес марччӗ манӑн тесе йӑлӑнтӑм» те.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Патша хут чӗркемне, Варух ҫырса хунӑ Иеремия сӑмахӗсене, ҫунтарса янӑ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ, Вӑл ӑна ҫапла каланӑ: 28. урӑх чӗркем ил те унта Иудея патши Иоаким ҫунтарса янӑ малтанхи хут чӗркемӗнче пулнӑ унчченхи сӑмахсене пурне те ҫырса хур; 29. вара Иудея патшине Иоакима кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: эсӗ ҫак хут чӗркемне ҫунтарса ярса, «Иеремия, мӗншӗн эсӗ унта Вавилон патши пурпӗрех килет те ҫак ҫӗре тустарса хӑварать, ҫынсене те, выльӑх-чӗрлӗхе те вӗлерсе пӗтерет тесе ҫыртӑн?» терӗн; 30. Ҫӳлхуҫа ҫавӑншӑн Иудея патши Иоаким пирки ҫапла калать: унӑн йӑхӗнчен Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан пулмӗ, унӑн виллине кӑнтӑрлахи шӑрӑха та ҫӗрлехи сивве пӑрахӗҫ; 31. Эпӗ ун патне, унӑн тӑхӑмӗ патне, унӑн тарҫисем патне вӗсенӗн тӗрӗсмарлӑхне пырса пӑхӑп та вӗсем ҫине, Иерусалимра пурӑнакансем ҫине тата Иудея ҫыннисем ҫине хӗн-асап ярӑп.
Иер 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вавилон патши Навуходоносорпа унӑн пӗтӗм ҫарӗ, ҫӗр ҫинчи ӑна пӑхӑнса тӑракан мӗнпур патшалӑхпа мӗнпур халӑх Иерусалима тата таврари хуласене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ вӑхӑтра Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна пулнӑ сӑмах ҫакӑ: 2. Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Иудея патши Седекия патне кай та кала, кала ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: акӑ Эпӗ ҫак хулана Вавилон патши аллине паратӑп, вӑл ӑна вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярӗ; 3. эсӗ те унран хӑтӑлаймӑн, ун аллине лекетӗнех; эсӗ Вавилон патши умне тӑрӑн, вӑл санпа куҫа-куҫӑн калаҫӗ, эсӗ вара Вавилона кайӑн.
Иер 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Акӑ Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран пулнӑ сӑмах: 2. ҫакӑ халал сӑмахӗсене итлӗр те Иуда арӗсемпе Иерусалим ҫыннисене каласа парӑр; 3. вӗсене ҫапла кала: Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: ҫакӑ халал сӑмахӗсене итлемен ҫынна ылхан ҫитӗ; 4. ҫакӑ сӑмахсене Эпӗ сирӗн аҫӑрсене Египет ҫӗрӗнчен, тимӗр кӑмакаран, илсе тухсан каларӑм: «Манӑн сӑмахӑма итлӗр, Эпӗ сире ӳкӗтлесе каланине пурне те тӑвӑр, вара эсир Манӑн халӑхӑм пулатӑр, Эпӗ сирӗн Туррӑр пулатӑп» терӗм.
Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Анчах Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: «эпӗ ҫамрӑк» тесе ан кала: кам патне ярӑп сана — ҫавӑнта кайӑн, мӗн калама хушӑп сана — ҫавна калӑн.
Иер 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Калас сӑмаху пулсассӑн — кала; кала — манӑн сана тӳрре кӑларас килет; 33. каламалли ҫук пулсассӑн, мана итле, ан чӗн, эпӗ сана ӑслӑлӑха вӗрентӗп.
Иов 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Фесва ҫыннине Илияна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 18. Израиль патши Ахав патне Самарие кай, халӗ вӑл Навуфей пахчинче — ӑна хӑй аллине илме пынӑ; 19. кала ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсӗ ҫынна вӗлертӗн, тата ун еткерлӗхне кӗресшӗн-и? тет, те, тата кала ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: йытӑсем Навуфей юнне ҫуланӑ вырӑнта сан юнна та йытӑсем ҫулӗҫ, тет, те.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Авессалом ӑна ҫапла тесе каланӑ: Ахитофел акӑ мӗнле калать; вӑл каланӑ пек тумалла-и? апла мар пулсан, эсӗ кала, тенӗ.
2 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
— Никамран та каласа ан яр, хӑвах кӗрсе кала, пӗри — теприне, тепри виҫҫӗмӗш-тӑваттӑмӗшне каласан, ӗҫ пулмарӗ вара, — ун ҫулӗ ҫинчен пӑрӑнмасть Матюк инке.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.
— Кала, хӑвна ҫӑмӑллатса мӗн каламаллине куҫран ӳкмесӗр пӗтӗмпех кала.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пӗркун Наҫтик апай пӗр ҫӗр килсе выртрӗ те, ҫавӑ калать, халӗ те унти кӗслеҫӗне ҫынсем Тавлинкка кӗввине кала, ҫавӑ аван, тесе калаҫҫӗ, тет.
Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.