Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ан кала, куратӑп, эсӗ пире… — калас сӑмахне калаймасӑр Зинаида Степановна макӑрса ячӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Калаҫҫӗ: ҫапла кала, теҫҫӗ, — вара эпӗ калатӑп.
Льгов // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 59–70 с.
Ҫук, калас тетӗн пулсан, хӑй патне кайса кала… тӳрех куҫран кала!
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сулахай алли Фоман ҫӳлелле ҫӗкленсе тӑнӑ, сылтӑммипе лӑсканӑ май, вӑл кӗвӗллӗн: — Куҫ хыҫӗнче — ан вӑрҫ, куҫран кала, куҫран кала, куҫран кала… — тесе такмакланӑ.
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Кала, кала, каламалли пулсан.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эсӗ мана мӗн те пулин калас тетӗн пулсан, ахалех, тӳррӗн, этемле, ыттисем каланӑ пек кала.Если хочешь что-либо сказать мне, скажи просто, по-человечески, как делают все.
22 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Уроксене вӑхӑтра хатӗрлен тесе миҫе хут каланӑ сана, анчах сана хуть кала, хуть ан кала — стена ҫумне пӑрҫа сапнӑпа пӗрех.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Вара Ермак каланӑ: «Эсӗ ху патшу патне кай та мӗн курнине ӑна каласа пар. Эсӗ ӑна кала: вӑл пире ирӗккӗнех парӑнтӑр, парӑнмасан эпир ӑна пӗтерӗпӗр», — тенӗ.
Ермак // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Хӑлхасӑрри суккӑррине калать: «Эсӗ итле те, мӗн илтнине мана кала; эпӗ астуса тӑрӑп та, мӗн курнине сана каласа парӑп», — тенӗ.Глухой сказал слепому: «Ты слушай и мне сказывай; а я буду смотреть — тебе скажу».
Суккӑрпа хӑлхасӑр // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Итле-ха, Хвеччис, ӑҫта хупса хутӑр пирӗн Динӑна? — каласан кала, каламасан наччас ҫак кил-ҫурта айӗн-ҫийӗн ҫавӑрса пӗтеретпӗр тенӗшкел, шӑмарса пӑхрӗ Матви хӑй умӗнчи хӗрарӑма.
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эс те пулин ӳкӗте кӗртсе яр-ха ӑна, Мулентей, ӗҫлӗ ҫын патне ҫӳриччен тесе кала… — мӗн калассине те каласа хучӗ Велюш.Хоть ты вразуми его, Мулендей, что не ходил к рабочему человеку… — подробно сказал Велюш.
III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Кала ӗнтӗ, кала, — терӗ Шерккей еккине янӑ юмӑҫа, хӑй пӗр сӑмах пуҫласа калама аптранӑскер.
XXVIII. Таптанми йӗр // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Штокман юлташ, эсӗ малтанах кала мана: хам калас тенине калама пултаратӑп-и эп?— Товарищ, Штокман, ты мне наперед скажи: могу я гутарить так, как хочу?
XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Кала, кала, эпӗ итлем, — хаваслӑ каласа хучӗ те Артамашов, вырӑнне ларчӗ.— Давай, давай, а я послушаю, — и Артамашов сел на свое место.
XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Кала, каласа пар бее: патшалӑха тем пек пулӑшнӑ пулӑттӑн, — нимӗн те пулман чухнехи пек каларӗ Михалаки, пасарта пулӑ сутаҫҫӗ те, хакне кайса пӗлмӗн-ши, тенӗ пек тухрӗ унӑн сӑмахӗ.
XXI. Хур кӑтартма хӑтланни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Унтан вӑл ҫапла каларӗ: — Мана темӗн систерсе тӑчӗ: эпӗ ҫавӑнта каялла таврӑнса тупмасан… — Вӑл шартах сикрӗ, шанчӑка йӑлтах ҫухатса, алӑпа сулчӗ те: — Кала вӗсене, Джо, кала вӗсене, халӗ ӗнтӗ нимӗн тумалли те ҫук… — терӗ.
11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
25. Вӗсем пӗр-пӗринпе килӗштереймесӗр туха-туха кая пуҫласан, Павел вӗсене ҫак сӑмахсене каланӑ: Таса Сывлӑш пирӗн аттемӗрсене Исаия пророк урлӑ питӗ лайӑх каланӑ: 26. «кай та кала ҫав халӑха: хӑлхӑрпа илтӗр те — ӑнласа илеймӗр, куҫӑрпа пӑхӑр та — кураймӑр: 27. ҫак ҫынсен чӗрисем хытса ларнӑ, хӑлхисем те аран илтеҫҫӗ, куҫӗсене те хупнӑ. Урӑхла пулнӑ пулсассӑн, куҫӗпе те курӗччӗҫ, хӑлхипе те илтӗччӗҫ, чӗрипе те ӑнланӗччӗҫ, вара Ман енне ҫаврӑнӗччӗҫ — Эпӗ вӗсене сыватӑттӑм» тенӗ.
Ап ӗҫс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Павела ҫӗрле Ҫӳлхуҫа курӑнса каланӑ: ан хӑра, кала, калама ан чарӑн: 10. Эпӗ санпала пӗрле, сана никам та усал тӑваймӗ — ку хулара Манӑн ҫыннӑм нумай, тенӗ.
Ап ӗҫс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫав ылтӑнпа кӗмӗле ил те пуҫкӑшӑль ту, ӑна Иоседек ывӑлӗ аслӑ иерей Иисус пуҫне тӑхӑнтарт, 12. вара ӑна кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать те: акӑ Ар, Вӑл ХУНАВ ятлӑ, Вӑл Хӑйӗн тымарӗнчен шӑтса тухӗ те Турӑ Ҫуртне туса лартӗ, тесе калать те.
Зах 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Тата пӗлтерсе кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать те: Манӑн хуламсем каллех пурлӑхпа тулса ларӗҫ, Ҫӳлхуҫа Сиона лӑплантарӗ те каллех Иерусалима суйласа илӗ, тесе калать те.
Зах 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.