Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: V

Пай: Корней Васильев

Автор: Феодосия Ишетер

Ҫӑлкуҫ: Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.

Хушнӑ: 2020.01.22 00:21

Пуплевӗш: 63; Сӑмах: 569

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Каҫ пуласпа Корней аран-арӑн Андреевка салине ҫитрӗ те каллех Зиновьевсем патне ҫывӑрма кӗме ыйтрӗ. Лешсем ӑна кӗртрӗҫ.

— Мучи, ма вара малалла каймарӑн?

— Каймарӑм ҫав, вӑйран сулӑнса ҫитрӗм. Каялла каяс пулать пулӗ. Ҫывӑрма яратӑр-и?

— Вырӑн ҫитет, ҫывӑр. Кил, тумтирна типӗт.

Ҫӗрӗпех Корнее сивӗ чир чӗтретсе силлерӗ. Ир енне тин Корней ҫывӑрса кайрӗ. Вӑл вӑраннӑ вӑхӑталла килйышсем пурте ӗҫлеме тухса кайса пӗтнӗ, пӳртре Укахви кӑна юлнӑ.

Корней сентре ҫинче, карчӑк сарса панӑ типӗ сӑхман ҫинче выртрӗ. Укахви кӑмакаран ҫӑкӑр кӑларчӗ.

— Хӗрӗм, ман пата кил-ха, — вӑйсӑр сасӑпа чӗнчӗ ӑна Корней.

— Халех пыратӑп, мучи, — терӗ Укахви ҫӑкӑр кӑларнӑ хушӑра. — Ӗҫес килет-и? Квас парас-и?

Корней ӑна хирӗҫ чӗнмерӗ.

Юлашки ҫӑкӑрне кӑларсан Укахви пӗр курка квас тытса Корней патне пычӗ. Корней ун енне ҫаврӑнмарӗ, квасне те ӗҫмерӗ, хӑй епле ҫӳлелле пӑхса выртнӑ, ҫаплипех Укахвипе калаҫма пуҫларӗ.

— Укахви, — терӗ вӑл хуллен, — манӑн вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ. Вилес тетӗп. Турӑ ячӗпе каҫар эппин эс мана.

— Турӑ каҫартӑр. Эс мана ним те усал туман-ҫке. Корней пӑртак чӗнмесӗр выртрӗ.

— Ак тата мӗн калас тетӗп: хӗрӗм, аннӳ патне кай та кала ӑна… Ҫул ҫӳрекен, тесе кала… ӗнер килнӗ ҫул ҫӳрекен, те…

Ҫакӑнта Корней ӗсӗклесе макӑрма тытӑнчӗ.

— Эсӗ пирӗн пата кӗрсе тухрӑн-им?

— Кӗрсе тухрӑм. Кала, ӗнер килнӗ ҫул ҫӳрекен, те… ҫул ҫӳрекен, тесе кала ӑна, — Корней каллех макӑрма тытӑнса калама пӑрахрӗ те юлашкинчен вара мӗнпур вӑйне пухса сӑмахне каласа пӗтерчӗ:  — Юлашки хут сана курма килнӗ-мӗн, тесе кала.

Корней ҫапла каларӗ те хӑй кӑкӑрӗ ҫумӗнче темскер хыпашласа шырама пуҫларӗ.

— Калӑп, мучи, калӑп! Мӗн шыратӑн вара эсӗ? Старик хирӗҫ чӗнмерӗ, тӑрмашса хӑтланнипе питне пӗркелентерсе илчӗ, хӑйӗн ҫӑмлӑ ырхан аллипе хӗвӗнчен пӗр хут туртса кӑларчӗ те Укахвие пачӗ.

— Куна акӑ, ыйтакан-мӗн пулсан, пар. Вӑл ман салтак билечӗ, турра тав, ним ҫылӑх та юлмарӗ ӗнтӗ! — терӗ вӑл. Вара унӑн сӑнӗ-пичӗ темле питт хаваслӑ та пит канлӗ пек пулса кайрӗ. Куҫхаршийӗсем ҫӳлелле ҫӗкленчӗҫ, куҫӗсемпе вӑл мачча ҫинелле пӑхрӗ те шӑпах пулчӗ.

— Ҫурта, — терӗ вӑл, тутине тапратмасӑр.

Укахви ӑнланчӗ. Вӑл турӑшсем умӗнчен ҫуннӑ ӑвӑс ҫурта илчӗ те ӑна чӗртсе Корнее тыттарчӗ. Корнейӗ ҫуртана пуҫ пӳрнипе хӗстерсе тытрӗ.

Укахви унӑн салтак билетне пуҫтарса хурас тесе пӗчӗк арча патнелле утрӗ. Каялла пырсассӑн, пӑхать: Корней аллинчи ҫурта тухса ӳкме пуҫланӑ, Корнейӑн куҫӗсем сӳннӗ, ӗнтӗ ним те курмаҫҫӗ, кӑкӑрӗ те сывламасть. Укахви сӑхсӑхса илчӗ, ҫуртине сӳнтерчӗ, таса алшӑлли кӑларчӗ те унпа Корнейӑн питне витрӗ…

Ҫав каҫ Мархва ҫӗрӗпех ҫывӑрайман, пӗрмай Корней ҫинчен шухӑшланӑ. Ирхине вӑл сӑхман тӑхӑнса пуҫне тутӑр ҫыхнӑ та ӗнерхи старик ӑҫта-ши тесе пӗлме тухса кайнӑ. Старик Андреевка салине кайнине вӑл часах пӗлнӗ. Мархва ҫатан картаран шалча кӑларса илнӗ те Андреевка ялне кайнӑ. Малалла утнӑҫемӗн ӑна темле хӑрамалларах та хӑрамалларах пек туйӑнса пынӑ.

«Унран каҫару ыйтас, хӑйне киле илсе килес, ҫылӑх каҫтӑр. Вилессине те пулин килте вилтӗр, ывӑлӗ патӗнче», тесе шухӑшланӑ вӑл.

Хӗрӗн килӗ патнелле пырса ҫитеспе вӑл пӑхать: пӳрчӗ патӗнче темӗн чухлӗ халӑх тӑрать. Хӑшпӗрисем ҫенӗкре, хӑшӗсем тата чӳрече патӗнче тӑраҫҫӗ. Пӗр 40 ҫул ӗлӗкрех ҫак таврашра питӗ чаплӑ пулнӑ пуян ҫын Корней Васильев, халӗ ҫул ҫӳрекен чухӑн ҫын пулса юлнӑскер, хӑйӗн хӗрӗ патӗнче вилсе выртни ҫинчен пурте пӗлнӗ. Пӳртре те ҫын туллиех пулнӑ. Хӗрарӑмсем пӗр-пӗринпе пӑшӑлтатнӑ, йывӑррӑн сывласа илсе ахлаткаланӑ.

Мархва пӳрте пырса кӗрсессӗн, халӑх ик еннелле сирӗлсе ӑна ҫул пачӗ, Мархва вара турӑшсем патӗнче вилнӗ ҫын выртнине курчӗ, — виллине ҫуса тирпейлесе, пирпе витсе хунӑ. Ҫыру пӗлекен Филипп Кононыч виле умӗнче псалтир вуласа тӑрать, псалтирти славянла сӑмахсене, чечуксем пек, юрланӑ майлӑ тӑссарах вулать. Халӗ каҫарма та, каҫару ыйтма та пулмасть ӗнтӗ. Корней те каҫарать ӗнтӗ, те татах ҫиленет, — унӑн кӑра та илемлӗ, ватӑ сӑн-питне пӑхсассӑн, ним те пӗлме ҫук.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех