Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ну, ҫитет, ҫитет, Ариша! чарӑн, — калаҫма пуҫларӗ вӑл, ларчӑк ҫинче ларакан мужик пӑрӑнса ларнӑ хушӑра тӑрантас патӗнче хускалмасӑр тӑракан Аркадипе куҫа-куҫӑн пӑхса илнӗ хыҫҫӑн: — ку пачах кирлӗ мар! тархасшӑн чарӑн.
XX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ӑна Ариша аппа пӑхса ӳстерет.
30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Унтан крыльца ҫинче тӑсланкӑ обер-лейтенант курӑнчӗ, вӑл шинельпе, ҫухине тӑратнӑ, аллисенче Ариша аппан алсисем, вӗсене эп, хӗрлӗ йӑрӑмӗсем тӑрӑх, тӳрех палларӑм.
27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ӗҫме-ҫиме тӗлӗшпе пирӗн халь калама ҫук начар — пӗртен-пӗр шӑннӑ ҫӗрулми, вӑл та пулин Ариша аппан кӗскелсех пырать.
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вара эпир вӑл хутсене Ариша аппа патӗнче кӑмакана пӑрахатпӑр.
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӗр ирхине Игорь, урамран таврӑнса, пирӗн хамӑрӑн пӗчӗк кантӑка кивӗ хаҫатпа асӑрхавлӑн карчӗ (Ариша аппан шалӗ тек ҫук ӗнтӗ, ӑна обер-лейтенант деньщикӗ кашне вырӑнне ҫыхса ҫӳрет), мана, тем калас пек, хӑй патне кӑчӑк туртса илчӗ, унтан, кӗтмен ҫӗртен, арки айӗнчен ҫырнӑ хут кӑларчӗ.
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӗрре Ариша аппа, унта темӗн ҫӑмӑлпа кӗрсе тухнӑ та, йӑлт хӗремесленсе кайса, киле таврӑнчӗ.За чем-то заходившая туда тетя Ариша вернулась, вся багровая от возмущения.
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпир Ариша аппапа пурӑннӑ тирпейлӗ хурал пӳртӗнче халӗ кунӗн-ҫӗрӗн урмӑш кулу, аскӑн ахӑлтату тӑрать.А из чистенькой сторожки, где мы жили прежде у тети Ариши, доносился грубый хохот.
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Унтан вӑл, пусӑ тараси пек малалла ӳпӗнчӗ те икӗ ҫӑм алсана икӗ аллипе хуллен ярса тытрӗ, туртса илчӗ, нимӗн шарламасӑр тӑхӑнса ячӗ, аллисене саркаласа тиркевлӗн пӑхкаларӗ, вара ҫаврӑнчӗ те, Ариша аппа енне эххӗм те тумасӑр, киле кӗрех кайрӗ.
25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ӗнтӗркенӗ лейтенант ҫӳҫене-ҫӳҫене каять, шӑннӑ пӳрнисене сӑтӑркалать, хӑй куҫ илмесӗр, Ариша аппа аллисем ҫине пӑхать.Лейтенант стоял, поеживаясь, потирая застывшие пальцы, и неподвижно смотрел на руки тети Ариши.
25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ариша аппа, пӑртакҫӑ йӑвашланса, ӑна усадь6ӑн историлӗхӗ ҫинчен, ӑҫта пӑхсан та аваллӑх ҫине аваллӑх иккенне калама пуҫларӗ.
25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ариша аппана крыльца патнелле ирттерчӗҫ.
25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Часовой ӑна ирттересшӗн мар, анчах Ариша аппа, тилӗрсе кайса ҫуйӑхма пикенчӗ, салтак ҫине халь-халь сиксе ларас пек, хулӑм ҫӑм алсаллӑ аллисемпе ӑна, ура тапса, кӑкӑрӗнчен тӗртет, лешӗ вара, чӑтайман енне, шӑхличне шӑхӑртса, аслӑраххине чӗнсе илчӗ.
25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ариша аппа, ҫавна кура, обер-лейтенант патне чупрӗ.
25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Нимӗҫ тухса кайрӗ, ҫула май, хӑйне шыв кӑтартма тухакан Ариша аппана ҫурӑмран ҫупӑрласа илчӗ.И солдат ушел, покровительственно хлопая ладонью по спине тетю Аришу, которая повела его к колодцу.
25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ариша аппа, телогрейка тӑхӑнса ӑшӑ шаль ҫыхиччен, нимӗҫ пирӗнпе, Игорьпе иксӗмӗрпе, калаҫма пуҫларӗ.Пока тетя Ариша накидывала телогрейку и шаль, немец разглядывал нас с Игорем.
25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Ӑнланать, ӑнланать, — ответлерӗ Ариша аппа.
25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Эй, тур ҫырлахах, халех уҫатӑп, чимӗр-ха! — мӑкӑртатать сехри хӑпнӑ Ариша.— Да, господи боже мой, сейчас отомкну, погодите вы! — бормотала в перепуге тетя Ариша.
25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ариша пӳртрен пӑртак пӑрӑнсанах, Игорь васкавлӑн пӑшӑлтатма пуҫларӗ:И каждый раз, когда Ариша выходила за чем-нибудь из горницы, Игорь, торопясь, шептал мне:
24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Кӳршӗсем пурччӗ кунта, — ӑнлантарать Ариша.
24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
- 1
- 2