Шырав
Шырав ĕçĕ:
Питӗ йӗрӗ те тӗреклӗ пулнӑ лях, чаплӑ пулнӑ ун лашин тумӗсем, хӑйӗнпе пӗрле вӑл тарҫисене кӑна аллӑ ҫынна илсе тухнӑ.Увертлив и крепок был лях, пышной сбруей украшен и пятьдесят одних слуг привел с собою.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Пурте ҫуран та, утпа та ҫӳресе курнӑскерсем; вӗсем Анатоли ҫыранӗсем, Крымри тӑварлӑ вырӑнсемпе ҫеҫенхирсем, Днепра юхса кӗрекӗн мӗнпур пысӑк тата пӗчӗк ҫырмасем, мӗнпур заливсемпе Днепр утравӗсем тӑрӑх ҫӳренӗ, Молдави, Волоша, Турци ҫӗрӗсенче пулнӑ, козаксен икӗ рульлӗ киммисемпе Хура тинӗс урлӑ пур ҫӗрте те каялла-маялла каҫнӑ; пӗр харӑс аллӑ кимӗ ҫинче ларса пырса питех те пуян тата питех те ҫӳллӗ карапсене тапӑннӑ, туроксен сахал мар галерне шыва путарнӑ, хӑйсен ӗмӗрӗнче нумай-нумай тар персе пӗтернӗ; ют ҫӗршывран кӳрсе килнӗ хаклӑ йышши пусма-тавара пӗрре кӑна мар ура тӑли валли ҫурнӑ; йӗм кантӑри патӗнчи енчӗкӗсене пӗрре кӑна мар йӑлтах таса кӗмӗл тултарнӑ.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Хӑвӑр кайса пӑхӑр-ха, унта ляхсем кӑна аллӑ пин, тата, мӗн пытарса тӑмалли пур, пирӗннисем хушшинче те йытӑсем пулман мар, вӗсем лешсен тӗнне йышӑннӑ».
IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӗсем хушшинчен пӗр аллӑ ҫулхи лутрарах кӑна сарлака хулпуҫиллӗ козак ыттисенчен уйӑрӑлса маларах тухса тӑчӗ.Из среды их отделился и стал впереди приземистый, плечистый козак, человек лет пятидесяти.
IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Унта пырса ҫитсенех вӗсен хӑлхине ҫӗр айне чавса тунӑ тата ҫӗрӗмпе витнӗ 25 тимӗрҫ лаҫҫинче ҫапакан аллӑ тимӗрҫӗ мӑлатукӗн сасси хупласа лартрӗ.
II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Часах вӑл хӗрарӑмран хӗрӗх утӑм, унтан аллӑ утӑм кая юлчӗ.
Ватӑ ҫынпа пике ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Кашни ҫӑмарташӑн аллӑ пус илетпӗр.
II сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Сайра хутра вӗсен ҫинче аллӑ е тата ҫитмӗл фут ҫӳллӗш пулакан пӗчченшер хырсем курӑнаҫҫӗ.Изредка между ними возвышались одинокие сосны высотой в пятьдесят — семьдесят футов.
XIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Асӑрха, эпӗ аллӑ ҫулта ӗнтӗ.
XI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ҫав кунхине, Гокинс, виҫҫӗр аллӑ пин пиастр тупса кӑларнӑ.В тот день выловили триста пятьдесят тысяч пиастров, Хокинс!
X сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Снаряд тиенӗ лавсем икҫӗр аллӑ тытса илтӗмӗр, сакӑр пулемет, виҫӗ тупӑ, тата пине яхӑн винтовка пӑрахса хӑварчӗҫ.
Осиновка патӗнче // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Вӑл вилӗмсӗр этем… ахӑрнех, ӗнтӗ ҫӗр аллӑ ҫултан та иртнӗ пуль?
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Аллӑ ҫул ӗҫлерӗм эп — мӗскершӗн?..
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл йӑхран-йӑха юлса пыракан хам ҫине ҫирӗплетнӗ аллӑ шан ҫӗре ялти наян хресченсене партарчӗ.
IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Каҫпа вӑл аллӑ ли урапа ҫинче килчӗ, унтан икӗ сехет хушши Чжан Фу-инпа калаҫрӗ.Вечером он проехал на телеге пятьдесят ли, а затем проговорил с Чжан Фу-ином битых два часа.
I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Тен, тепрер аллӑ ҫултан, ҫак ҫутӑ тӗнчере… эпӗ, Савва ывӑлӗ Ананий Щуров хушаматлӑскер… пурӑннине те никам ӗненес ҫук…
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Парӑшшӑн тӳлемен, тата нумай пулмасть аллӑ шаршан вутӑ илнӗччӗ…За баржу не заплачено да дров взято пятериков полсотни недавно…
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах ҫак аллӑ талӑк, пин те икҫӗр канӑҫсӑр сехетсем уншӑн пачах та ҫӗнӗ пулман: ун пурнӑҫӗн ытларах пайӗ шӑпах ҫакӑн пек сехетсенче иртнӗ.
XXI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Сяо Сян ку ялта аллӑ талӑк пурӑннӑ, анчах вӗсенчен пӗрне те кирлӗ пек канман.За пятьдесят суток, проведенных в этой деревне, он ни одной ночи не спал как следует.
XXI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Сан ҫулӑнта пулсан, эпӗ аллӑ ҫынна мар, пилӗкҫӗр ҫынна та тытса чарнӑ пулӑттӑм!Будь в твоих летах, я бы банду не то, что в пятьдесят человек удержал, а и в пятьсот!
XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.