Шырав
Шырав ĕçĕ:
8. Эсир ӗлӗк сӗмлӗх пулнӑ, халӗ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа урлӑ ҫутӑ пултӑр: эппин, ҫутӑ ачисем пек пурӑнӑр; 9. Таса Сывлӑша илнисенӗн ӗҫӗ — тӗрлӗ ырӑлӑх тӑвасси, тӳрӗлӗхпе пурӑнасси, чӑннине пӗлесси.
Эф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ӗнтӗ астуса тӑрӑр: эсир ӗлӗк суя тӗнлӗ ҫынсемччӗ, ӳтне кастарнисем, ӳтне алӑпа кастарнисем, сире «ӳт кастарманнисем» теетчӗҫ; 12. ҫав вӑхӑтра эсир Христоссӑр пурӑнаттӑрччӗ, Израиль халӑхӗшӗн эсир ютчӗ, халал мӗн пама пулнине пӗлместӗрччӗ, сирӗн шанӑҫӑр ҫукчӗ, тӗнчере эсир Турра ӗненмесӗр пурӑнаттӑрччӗ.
Эф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Христоса ӗненекенсен Иудейӑри ушкӑнӗсем мана курманччӗ-ха, 23. ӗлӗк хӑйсене хӗсӗрлекенни халӗ ӗнтӗ унччен хӑй пӗтерме тӑрӑшнӑ тӗн ҫинчен Ырӑ Хыпар каласа ҫӳрет тенине ҫеҫ илтнӗ вӗсем — 24. вара вӗсем маншӑн Турра мухтанӑ.
Гал 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑнпа халӗ эпир никама та этем виҫипе виҫместпӗр, ӗлӗк Христоса та этем виҫипе виҫнӗ пулсассӑн, халӗ эпир Ун ҫинчен апла шухӑшламастпӑр.
2 Кор 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тӳсӗмлӗ пулса, Ҫыру сӑмахӗпе лӑпланса шанӑҫа татмасӑр пурӑнтарасшӑн ӗлӗк мӗн ҫырнине пурне те пире ӳкӗтлесе ҫырнӑ.
Рим 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эпӗ ӗлӗк саккунсӑр пурӑннӑ; саккун килчӗ те, ҫылӑх чӗрӗлчӗ, 10. эпӗ вилтӗм; ҫапла вара чӗрӗлӗхшӗн панӑ саккун мана вилӗме пулчӗ: 11. ҫылӑх, саккун сӑмахӗпе усӑ курса, мана илӗртсе улталарӗ те саккун сӑмахӗпех вӗлерчӗ.
Рим 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсир, ӗлӗк йӗркесӗр ӗҫсем туса пурӑнмашкӑн хӑвӑр ӳтӗре ирсӗрлӗхпе йӗркесӗрлӗхӗн чури тунӑ пек, халӗ ӗнтӗ сӑваплӑ ӗҫсем туса пурӑнма хӑвӑр ӳтӗре тӳрӗлӗх чури тӑвӑр.
Рим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫылӑх йышлӑланнӑ ҫӗре Турӑ тивлечӗ тулӑххӑн киле пуҫланӑ: 21. ӗлӗк этеме ҫылӑх ҫӗнтерсе тӑрса ӑна вилмелле тунӑ пулсассӑн, халӗ ӗнтӗ этеме Турӑ тивлечӗ тӳрре кӑларса Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парать.
Рим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫапла шухӑшлакансем ӗлӗк тӳпене те, ҫӗре те Турӑ сӑмахӗ шывран тунине, шывпа пултарнине пӗлмеҫҫӗ, 6. ҫавӑнпа ун чухнехи тӗнче шыв айне пулса пӗтнӗ те.
2 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй савнӑ тӑванӑмсем, эпӗ ӗнтӗ сирӗн патӑра иккӗмӗш ҫыру ҫыратӑп; ҫак ҫырусемпе астутарса, эпӗ сирӗн таса шухӑшӑра вӑрататӑп, 2. эсир ӗлӗк сӑваплӑ пророксем каланӑ сӑмахсене, хӑвӑр апостолӑрсем каласа панӑ Ҫӑлакан Ҫӳлхуҫамӑр ӳкӗтне асра тытчӑр тетӗп.
2 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Турра шанса пурӑннӑ сӑваплӑ хӗрарӑмсем ӗлӗк те упӑшкисене пӑхӑнса ҫапла хӑйсене илем кӳрсе тӑнӑ; 6. Сарра та ҫапла Авраама «хуҫамӑм» тесе пӑхӑнса пурӑннӑ.
1 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ионафан вырӑнне унӑн Симон пиччӗшӗ аслӑ священник пулса тӑни ҫинчен, вӑл ӗнтӗ пӗтӗм ҫӗршыва, унти хуласене хуҫа пулса тытса тӑни ҫинчен илтсессӗн вара 18. ун патне — хӑйсем ӗлӗк унӑн тӑванӗсемпе Иудӑпа, Ионафанпа туслӑ пурӑнса пӗр канашлӑ тӑма килӗшсе татӑлнине ҫӗнетес тесе — пӑхӑр хӑмасем ҫине ҫырса ҫыру янӑ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ӗлӗк Дарий [Арей] янӑ ҫырура ҫапла ҫырнӑ: 20. «Спарта патши аслӑ священника Онияна савӑнӑҫ сунать. 21. Спарта ҫыннисемпе иудейсем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесенче вӗсем Авраам йӑхӗнчен тухнӑ тӑвансем тесе ҫырнине тупнӑ. 22. Халӗ ӗнтӗ, хамӑр ҫакна пӗлнӗ хыҫҫӑн, эсир пирӗн патӑмӑра хӑвӑр мӗнле пурӑнни ҫинчен ҫырса ярсассӑн аван тунӑ пулӑттӑр. 23. Хамӑр енчен эпир сире ҫакна пӗлтеретпӗр: сирӗн выльӑх-чӗрлӗхӗрпе сирӗн пурлӑхӑр — пирӗн; пирӗн мӗн пурри вара — сирӗн. Эпир сире ҫавӑн ҫинчен пӗлтерме хушрӑмӑр» тенӗ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Трифон ятлӑ пӗр ҫын, ӗлӗк Александр патша майлӑ тӑнӑскер, Димитрие хӑйӗн ҫарӗ ӳпкеленине курса, Александрӑн кӗҫӗн ҫулхи ывӑлне Антиоха пӑхса ӳстерекен Арави ҫынни Емалкуй патне кайнӑ та 40. Антиоха Димитрий вырӑнне патшана лартасшӑн ҫине тӑрсах ӑна хӑйне парса яма ыйтнӑ; Емалкуя вӑл Димитрий мӗн туса хунине пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ, ӑна ҫарӗ те кӑмӑлламанни ҫинчен каланӑ, унта вӑл нумай кун хушши пурӑннӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
71. Вакхид, ҫакӑнпа килӗшсе, Ионафан каланӑ пек тунӑ, ӑна хӑйӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗнче те текех нимӗнле усал тумасса тупа тунӑ, 72. ӗлӗк хӑй Иудея ҫӗрӗнче тыткӑна илнисене ӑна каялла панӑ, вара хӑйӗн ҫӗрне таврӑннӑ, ӗнтӗ вӗсен ҫӗрне урӑх нихӑҫан та пыман.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Иуда вара виҫӗ пин ҫынпа Адас хули патне пырса тапӑрӑн вырӑнаҫса тӑнӑ; Иуда кӗлтуса ҫапла каланӑ: 41. эй Ҫӳлхуҫамӑр! ӗлӗк Ассири патши янӑ ҫынсем Сан ятна хурласа мӑшкӑл тусассӑн, Санӑн Ангелу килнӗ те вӗсенӗн ҫӗр сакӑрвун пилӗк пин ҫыннине пӗтерсе тӑкнӑ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл ӗлӗк хӑйӗн ашшӗсем патшара ларнӑ вӑхӑтра пурӑннӑ кермене пырса кӗнӗ чухне унӑн ҫарӗ Антиохпа Лисие ун патне илсе пыма тесе ярса тытнӑ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Ку ӗҫ ӗлӗк суя тӗнлӗ ҫынсем парне вырӑнне ирсӗрлесе хӑварнӑ вӑхӑтра, шӑпах ҫав кун, пулса иртнӗ, ӑна юрӑ юрласа, цитра, кӗсле каласа, кимвал ҫапса ҫӗнетнӗ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ӗлӗк Финеес Салом ывӑлне Замврие ҫилленнӗ пек, вӑл ӗнтӗ Турӑ саккунӗшӗн вӗчӗрхеннӗ.26. И возревновал он по законе, как это сделал Финеес с Замврием, сыном Салома.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ӗлӗк Манӑн пулнӑ халӑхӑм тӑшман пек ҫӗкленчӗ, эсир ӗнтӗ лӑпкӑн иртсе ҫӳрекен, вӑрҫӑ ҫинчен шутламан ҫынсенӗн ҫиелти тумтирне те, аялти тумтирне те сӳсе илетӗр.
Мих 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.