Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑвать (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вӑл хӑрать те анчах пуху хыҫҫӑн хӑй шухӑшланӑ пек тӑвать

— Он-то боится, а только после собрания действует по-своему…

XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Е вӑл, ҫав ҫӗнӗ йӑха тупса, хӑйне валли миллионшар тенкӗ укҫа тӑвать?

Или он на этой новой породе миллионы наживает?

XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

«Ҫӑраҫҫисен хуҫи… ку пурне те тӑвать, — ӑҫталла ҫавӑратӑн, унталла каять…»

«Ключник, злой разлучник… Этот все сделает, — куда поверни, туда и пойдет…»

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

«Рагулин пурне те хӑй тӑвать, ыттисем ҫын туса парасса кӗтеҫҫӗ…

«Рагулин все сам вершит, а другим няньки нужны…

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Ҫынсене юратни, вӗсене хисепе хуни вӑл — питех те лайӑх пахалӑх, — терӗ Кондратьев, хут ҫинче кӑранташпа чӗркелеме пӑрахмасӑр, — анчах эпӗ ҫапла шутлатӑп: ытлашши савӑнни сана курми тӑвать.

— Любить людей, уважать их — это очень хорошее качество, — сказал Кондратьев, все еще не переставая что-то черкать на бумаге, — но я думаю так: слишком много счастья делает тебя слепым.

XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫавӑнпа унӑн кунта та, ҫӳлӗк патне пырса тӑрсан та, кайран, чей ӗҫнӗ чухне те, калаҫӑва шӑпах кӗнекерен пуҫлас килчӗ; малтан Татьянӑпа библиотека ҫинчен, ӑна мӗнле авторсем ытларах килӗшни ҫинчен калаҫас, вӑл мӗн тата мӗнле вуланине ыйтса пӗлес: конспектсем ҫырать-и е страницӑсен хӗрринче паллӑ тӑвать, — пӗр сӑмахпа каласан, кӗнеке ҫинчен ытти ҫынсемпе пупленӗ пекех, вӗсене кӗнеке вулама хӑнӑхтарса калаҫнӑ пекех калаҫас, унтан вара тӗп ыйту ҫине куҫас.

Поэтому и здесь, когда он подошел к полке, ему захотелось потом, за чаем, именно с книги начать разговор, вначале с Татьяной о библиотеке, рассуждая о том, какие авторы ей больше нравятся, узнать что ей больше нравится читать: готовит-ли конспекты или ставит пометки по краям — одним словом, обсуждая о книгах как и с другими людьми, беседовать в том же русле, что и привлекая их к чтению книг, а после можно и на главный вопрос перейти.

XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Вӑл тӑчӗ те куҫхаршийӗсене вылятса илчӗ; Хворостянкин ҫавӑн пек тӑвать пулмалла.

— Она встала, сдвинула брови, очевидно так, как это делает Хворостянкин.

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вара шыв хӑй ҫулӗ ҫинче мӗн тӗл пулнине пурне те аяла тӑвать.

И тогда вода заливает все на своем пути.

I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пирӗн майор, полк командирӗ, пӗтӗм взвода тав тӑвать!

Всему взводу наш майор объявив благодарность.

XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Йӑнӑш пуррине эсӗ пуринчен малтан чухласа илтӗн, — ҫавӑ сана чыс тӑвать.

Ошибку ты почувствовал раньше всех, — это делает тебе честь.

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Такки ӑнланаймарӗ ӑна Квейс, вара, ку староста манпа «вырӑсла» шӳт тӑвать пуль, тесе, эрех ӗҫсе самаях хӗрнӗскер, кӑмӑллӑн ахӑлтатса кулса ячӗ.

Так и не поняв, в чем дело, Квейс посчитал, что староста шутит с ним «по-русски», и, добрый от вина, захохотал весело:

XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Тухтӑр ӗҫӗ вӑл — пархатарлӑ, тухтӑр тени ҫынсемшӗн пит ырӑ ӗҫ тӑвать, вӗсен сывлӑхӗпе телейӗшӗн кӗрешет.

Работа доктора — полезная, доктор делает очень доброе дело для людей, заботится об их здоровье и счастье.

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Характерӗ питех мар унӑн, йӗплӗрех, ҫапах та халь вӑл пире ырӑ тӑвать.

Характер у него колючий, но сейчас он делает нам добро.

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫарта вӑл вунсаккӑрмӗш ҫулти ҫуркуннеренпе служить тӑвать.

Служил он в армии с весны восемнадцатого года.

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Ачаранпах астӑватӑп-ха: пыл хурчӗ е шӑна, хӑйсене кӑштах хӑратсан, ҫӳлелле вӗҫсе хӑпарать те сывлӑшра пӗчӗк ҫаврашка тӑвать, унтан каллех малтан ларнӑ вырӑнах пырса ларать.

— С детства помню, как взлетает вспугнутая пчела или муха и, описав маленький круг, садится на прежнее место.

Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.

Хӑлхасӑр сутӑҫ кӑнтӑрла кӑна сут тӑвать, вӑл тахҫанах кайнӑ ӗнтӗ.

Глухой продавец уже ушел, а днем он торговал.

Ялти спектакль // Николай Сандров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 53–70 стр.

Пурне те тума пултаракан вӑй шухӑшламасӑрах ӗҫ тӑвать.

— Слишком уж необдуманно поступает творец.

Кроликсем тата кушак // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 45–52 стр.

— Ку — пирӗн кӳршӗ, Ян Эр-сао, вӑл пирӗнпе чалӑшла пурӑнать, доуфупа сут тӑвать.

— Ведь это тетка Ян, что живет через улицу, наискосок от нас… доуфу торгует.

Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.

Каярахпа нӳрӗре хӑйпӑнса пӗтнӗ, чӑтма ҫук хӑнтӑртатакан мандолинӑпа хӑех аккомпанемент каласа, хӑйӗн юратнӑ юррине юрласа пачӗ: «Вӑрманта шӑй-шай тӑрать, кайӑк-кӗшӗк туй тӑвать, тюрлюр-люр-лю…»

Затем он, аккомпанируя себе на расклеившейся от сырости мандолине, нещадно дребезжавшей, хотя Яков Маркович и придерживал пальцами отклеившуюся деку, исполнил свой коронный номер: «В лесу стоял и шум и гам, справляли птицы свадьбу там, тюрлюр-люр-лю…»

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Яша пичче: «Вӑрманта шӑй-шай тӑрать, кайӑк-кӗшӗк туй тӑвать», тесе савӑнӑҫлӑн юрласа, темӗн пысӑкӑш Ҫӗнӗ ҫул кукли хатӗрлет, унӑн ырӑ шӑрши пӗтӗм ҫӗр айне сарӑлать.

Дядя Яша Манто, весело напевая «В лесу стоял и шум и гам, справляли птицы свадьбу там», готовил грандиозный новогодний пирог, аромат от которого растекался по всему подземелью.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех