Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шел сăмах пирĕн базăра пур.
шел (тĕпĕ: шел) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шел, мӗншӗн тесен халӗ производительсенчен чылайӑшӗ тутӑ кӗртекен хутӑшсемпе усӑ курать.

Куҫарса пулӑш

Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Шел те, иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче культура вучахӗ те хӗмленме пӑрахрӗ.

Жаль, но в 90-ые годы прошлого века и очаг культуры перестал обогревать.

Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Шел, унӑн ванчӑкӗ хама сӑмсаран пырса лекрӗ: юн юхать, ниепле те чарма ҫук.

Жаль, его осколок в нос попал: кровь идет, никак не остановить.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Шел, шурӑ ҫӳҫлӗ салтаксен шучӗ ҫулсеренех чакса пырать.

Жаль, численность седовласых солдат с годами становится все меньше.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Халӗ ҫак йӑла, шел те, пирӗн ялта ҫук.

Сейчас этой традиции, к сожалению, в нашей деревне уже нет.

Мӑнкун йӑли манӑҫать // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2739.html

Шел, хальлӗхе хамӑн методикӑпа нумай хӗр-упраҫа паллаштарма ӗлкӗреймен-ха эпӗ.

Жаль, до сегодняшнего дня своей методикой многих девушек не успела познакомить.

Пулас упӑшкана тӗрӗслени // Н. СУЙМАНОВ. «Капкӑн», 2016, 4№

«Мӑшӑрӑмпа эпир пӗр-пӗрне савса, килӗштерсе 32 ҫул пурӑнтӑмӑр. Шел, упраса ҫитереймерӗм, чир уйӑрчӗ пире. Тепле пулсан хама телейлӗ тетӗп», — калаҫӑва вӗҫлерӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Апатланма ларсан сӗтел ҫинче 13 кашӑкчӗ» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Шел те, РФ Патшалӑх Думи ӑна ҫирӗплетмен.

Куҫарса пулӑш

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Шел те, кайран пӑрахӑҫланӑ.

Жаль, но потом забросили.

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Шел, пӗри те йӗркеллӗ тытӑнса тӑраймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑнӑҫу сана, хаҫатӑм! // Вера САВЕЛЬЕВА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Анчах шел, вилекенсен йышӗ ҫуралнисенчен пысӑкрах.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмпех - ҫынсемшӗн // Г.АДЮКОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Шел! кун каҫалла сулӑнать, каҫхи сӗмлӗх сарӑлса килет.

Горе нам! день уже склоняется, распростираются вечерние тени.

Иер 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Ӗнтӗ ӑшӑмра ҫапла каларӑм: «мана та ухмах шӑпиех тивӗҫет, мӗншӗн-ха эпӗ питӗ ӑслӑ пулма тӑрӑшрӑм?» Вара ӑшӑмра ҫапла каларӑм: ҫакӑ та — харамлӑх: 16. ӑслине те, ухмаххине те ӗмӗрех асра тытмӗҫ; ҫитес кунсенче пурте манӑҫа тухӗ, шел! ӑсли те ухмахпа танах вилет.

15. И сказал я в сердце моем: «и меня постигнет та же участь, как и глупого: к чему же я сделался очень мудрым?» И сказал я в сердце моем, что и это - суета; 16. потому что мудрого не будут помнить вечно, как и глупого; в грядущие дни все будет забыто, и увы! мудрый умирает наравне с глупым.

Еккл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Шел, симӗс пучах хресчене тӑрантарма пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Шел, самана улшӑннӑ май культура пӗлтерӗшӗ чакрӗ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Шел те, чӑваш оперипе балечӗ, мюзиклӗ аталанса ҫӗкленеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Шел те, Чӑвашра кун пекки курӑнсах каймасть.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Анчах ҫакна ҫынсем, шел те, ерипен хӑнӑхса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Шел, хӗл кунӗсенче вӗсене ӗҫпе туллин тивӗҫтерейместпӗр.

Жаль, в зимние дни их не можем в полной мере обеспечить работой.

Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Шел, вӗсен савӑнӑҫӗ нумая пымарӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӗт хакӗ мӗншӗн чакать? // Лариса АЛЕКСЕЕВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех