Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӗнпур вӑйне пухса пуҫне ҫӗклеме хӑтланчӗ, типӗ курӑксем ӑна, ӗнсерен те, ҫурӑмран та ҫатлаттарса илеҫҫӗ, урисем унӑн, ҫӗре перӗне-перӗне, ҫапкаланса пыраҫҫӗ.
XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хӑмсарса янӑ аллинче граната ҫыххи тытса, Юргин танк ҫулне пӳлмелле темиҫе метр хушши чупрӗ те, пӗтӗм пӗвӗпе ыткӑнса илсе, граната ҫыххине вӑркӑнтарса ячӗ, ӑҫталла ывӑтнине курмасӑрах ывӑтрӗ, хӑй вара, вӑйран сулӑннӑ пек, типӗ курӑк ӑшне тӗршӗнчӗ.
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Тикӗсех пымасть вӑл: унӑн ҫурри таран типӗ вӑрӑм курӑк ӑшне пулнӑ кустӑрмисем пӗрре пит ерипен ҫаврӑнаҫҫӗ, тепре тата сасартӑк пӗрле шӑратса тунӑ дисксем пек пулаҫҫӗ те гусеницисем вара вӗсем ҫинче ҫӗленсем пек авкаланса пыраҫҫӗ.
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Сулахай енче автомат сасси шӑтӑртатса илсен, пульӑсем пӗр-пӗрнӗ хӑваланӑ пек, кӗрхи типӗ сывлӑшра шӑхӑрса иртсе кайсан тин, вӗсем шикленсе, окопран пуҫӗсене кӑларса пӑхрӗҫ.
XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Окоп тӗпне типӗ курӑк сарчӗ.
XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫак тӑвайккинче — ҫул айккисенче — ытлашши пысӑках мар вӗрҫӗнӗ воронкӑсем курӑнаҫҫӗ; йӗри-тавра, тусанланса, лӳчӗркенсе пӗтнӗ шӑрт пек ҫерем ҫинче, ӑҫта пӑхнӑ унта, вут-ҫулӑм ӗнтсе илнӗ типӗ тӑпра муклашкисем выртаҫҫӗ.
XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Ав вӗт мӗнле пирӗн пӑшалӗсем! — Юргин чӑрӑш айӗнче, типӗ ҫӗрте тӑракан винтовки ҫинелле пуҫне сулса кӑтартрӗ: — лайӑххине лайӑх-ха вӗсем, пустуй ҫылӑха кӗрес мар, анчах ун пек кайӑка тытмалли мар.
XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫил вӗсен урисем патнелле типӗ ҫулҫӑсене вӗҫтерет.
IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Лозневой лаша ҫинчен анса, чӗлпӗрӗпе чӑпӑрккине Костьӑна тыттарчӗ, картусне хыврӗ, типӗ питне тутӑрпа шӑлса илчӗ те ҫамка хӗрринчи лапчӑннӑ ҫӳҫне, тӗсӗ кайнӑ пек тутӑхнӑ кӗл тӗслӗн курӑнаканскерне, кӑшт пӳрнесемпе тӳрлеткелерӗ.
II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Пӗррехинче, эпӗ темиҫе кун хушши шӑллӑм умлӑн-хыҫлӑнах таҫта пытанса ҫӳренине сисрӗм, унччен ӑна пахчара бамбукӑн типӗ турачӗсене пухса ҫӳренӗ чухне курсаттӑм.
Хут ҫӗлен // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 105–109 стр.
Ан тив, ҫурҫӗрти типӗ юрӗ тусан пек мӑкӑрлантӑр, кунта вӑл, ҫемҫе те йӑлтӑрккаскер, ҫыпҫанкӑ пек ҫыпӑҫтӑр.Мне не было дела ни до северных метелей, ни до здешнего мягкого снега, который так манил к себе!
Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.
Ҫурҫӗрти юр пӗртте ун пек мар: вӑл тусан евӗр типӗ те вӗтӗ, кӑшт ҫиле вӗрнипех ҫӳлелле вӗҫсе хӑпарать те сывлӑшра тӗтӗм пек йӑсӑрланса тӑрать.
Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.
Эпӗ вырнаҫнӑ пӳлӗм чӳречинчен типӗ мӑкпа чыхса тултарнӑ стена курӑнать, вӑл ҫумӑр шывӗ аннипе ытла та вараланса пӗтнӗ, сарӑ хӑмӑр тӗслӗ пулса ларнӑ, тӳпе тӑхлан тӗслех, урӑх нимӗнле тӗс те палӑрмасть; сывлӑшра каллех юр пӗрчисем вӗҫкелеме пуҫларӗҫ.
Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.
Вӑл шавлама пуҫласанах, эпир унтан эсӗ пӗлтӗр шыв хӗрринчен йӑтса кайнӑ типӗ кипарис йывӑҫӗ ӑҫта, тесе ыйтӑпӑр.
Ялти спектакль // Николай Сандров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 53–70 стр.
Тепӗр кунне вӗсем шӑтӑка типӗ курӑк, ҫулҫӑсем йӑтрӗҫ.Трудились кролики и на другой день — натаскали в норку сухой травы и листьев.
Кроликсем тата кушак // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 45–52 стр.
Ку ытла та типӗ калаҫу, чиркӳре ҫылӑх каҫарттарнӑ пек пулать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Футбол вӑййинче намӑслӑ «типӗ» шутпа выляса яни те, класра темӗнле инкек-синкекпе ӑнӑҫсӑрлӑх хыҫҫӑн хӗрачасем витлени те пулнӑ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Хӗрарӑмсем ман патӑма уставщика илсе пычӗҫ, пытармах мана шут тытнӑ; илтетӗп: вӑл ют тӗнлӗ ҫынсемпе ӗҫсе ҫинӗ, хӗр-арӑмсемпе ҫӳренӗ, ҫынсем вӗлернӗ, типӗ тытман, балалайкӑпа вылянӑ, теҫҫӗ.
XLII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вара выльӑхсем йӗрлесе пӗтернӗ хӑйӑрлӑ, ӑҫта килчӗ унта хӑрма пуҫланӑ курӑклӑ, айлӑмсенче ӳсекен лутра хӑмӑшлӑ, кӑшт ҫеҫ палӑракан сайра сукмаксемлӗ тата инҫетре-инҫетре, горизонт патӗнчех курӑнакан ногай хушшисемлӗ, пӗрешкел, салхуллӑ та типӗ тӳпемлӗхрен пуҫне урӑх нимӗн те курӑнмарӗ.
XL // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Типӗ урамсенче пур ҫӗрте те: тусан ҫинче, ура айӗнче арбуз тата кавӑн вӑрри хупписем сапаланса выртаҫҫӗ.По сухим улицам везде в пыли под ногами валялась шелуха арбузных и тыквенных семечек.
XXXV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.