Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

нумаях сăмах пирĕн базăра пур.
нумаях (тĕпĕ: нумаях) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ытла нумаях пулмасть иккен, — терӗ «Саккӑр та хӗрех».

– Сравнительно не так давно, – сказал Восемь-сорок.

17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Нумаях вӑй хурайман вӑл кунта.

Он проработал здесь недолго.

Вӑрҫӑ вучӗ витӗр тухнӑ салтаксем, манӑҫмаҫҫӗ сирӗн ятӑрсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.05.07

Нумаях пулмасть «Чӑвашпотребсоюз — 95 ҫулта» конкурсӑн тӗрлӗ номинацири кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетнӗ.

Недавно подвели итоги различных номинаций конкурса «Чувашпотребсоюзу — 95 лет».

Малти вырӑна йышӑннӑ // Хаҫат редакцийӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2016, нарӑс, 19.

Кунта нумаях пулмасть «Халӑхӑмӑр художникӗ Элли Юрьев» кӗнекесен куравне йӗркелерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӳнерçĕ ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарать // Д. Викторов. «Ял пурнӑҫӗ», 2016, нарӑс, 19.

Акӑ нумаях пулмасть Интернет уҫлӑхӗнче «Эпӗ - вожатӑй» сайт ӗҫлеме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Студотрядсен юхӑмӗ ҫӗнӗрен йӑл илет // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Нумаях пулмасть юрист дипломне илтӗр.

Недавно получили диплом юриста.

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех