Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шел сăмах пирĕн базăра пур.
шел (тĕпĕ: шел) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шел те, хӑшӗ-пӗри тӗрлӗ сӑлтава пула килеймерӗ.

Жаль, что некоторые по разным причинам не смогли прибыть.

Александр Блинов: «Эпир хупӑ мар, пирӗн площадка уҫӑ» // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2817.html

Шел, ҫӑлӑнайман.

К сожалению, не спаслись.

Темиҫе ҫемьен кун-ҫулӗ татӑлнӑ тейӗн // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Шел те, пур ҫемьере те телей хуҫаланмасть.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗп ҫемье – ҫирӗп ҫӗршыв // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Ҫывӑх пӗртен-пӗр тӑванӑма, шел, упраймарӑм.

Однако не смогли уберечь единственного родственника.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Медицина тытӑмӗнче ӗҫленӗскер, шел, хӑйӗн сывлӑхне упрайман — йывӑр чирленӗ.

Работала в медицинских структурах, жаль, не смогла сберечь свое здоровье - болела тяжело.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Шел пулин те, ҫак чӑнлӑха паянхи хӑш-пӗр тӗпчевҫӗ йышӑнасшӑн мар.

К сожаленью, сегодня некоторые исследователи не хотят понимать эту правду.

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Шел, вӗсем пурнӑҫран уйрӑлнӑ ӗнтӗ, ҫавӑнпа материал пухассипе хӑш-пӗр йывӑрлӑхсем пуррине те пытармасть ҫамрӑк тӗпчевҫӗ.

Жаль, они уже ушли из жизни, поэтому молодой краевед не скрывает о некоторых проблемах, которые возникают при сборе материала.

Тӗпчевӗпе музей хӑнисем паллашаҫҫӗ // Василий ЦЫФАРКИН. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Ҫавӑнпа та хальлӗхе ӑҫта кайса, кам пулса ӗҫлесси, шел пулин те, паллӑ мар-ха.

И поэтому пока, жаль, не известно куда и кем работать.

Ҫӑвать те, пӗҫерет те // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

«Сувар» хаҫат та хӑйӗн «Шурӑмпуҫ» литература кӑларӑмне конкурса тӑратнӑччӗ, шел, ҫӗнтереймерӗ, ҫапах 180 номинант хушшинче ҫурма финала тухни те пӗчӗк мар ҫитӗнӳ.

Куҫарса пулӑш

Нурлат хаҫачӗн чи нумай вулакан // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Головинсен алӑкне те тепӗр пысӑк хуйхӑ шаккать: ҫемье пуҫне Василий Архиповича халӑх тӑшманӗ тесе тӗрмене хупаҫҫӗ (шел, киле таврӑнаймасть вӑл, 1940 ҫулхи пуш уйӑхӗнче чирлесе вилет).

Куҫарса пулӑш

Зоя Космодемьянскаян амӑшӗпе тӗл пулнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Шел, совет самани арканнӑ май «Паха тӗрӗ» те, «Шевле» те пӗтрӗ.

Жаль, с распадом советских времен, и "Красивый узор", и "Луч" закрылись.

Чӑваш тумӗ — халӑх мулӗ, сумӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Шел, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулнӑскерӗн кун-ҫулӗ вӑхӑтсӑр — пӗлтӗрхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче — татӑлчӗ.

Прескорбно, у депутата государственной думы Чувашской Республики жизненный путь внезапно оборвался 3 февраля прошлого года.

Архиповӑн ячӗ халӑх асӗнчех // Елена ТРОФИМОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Шел те, эпӗ вӗсене хӑваласа ҫитеймерӗм, ҫамрӑксемпе тупӑшма ҫӑмӑлах мар, — терӗ Елена Олимп вӑййисене хутшӑнма кӑмӑл пуррине пӗлтерсе.

Жаль, я не смогла их догнать, нелегко с молодыми состязаться, - сказала Елена, сообщая свое согласие участвовать в Олимпийских играх.

Эпир пуринчен те вӑйлӑрах! Эпир ҫӗнтеретпӗрех! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Шел, хальхи вӑхӑтра асӑннӑ отрасль производстви лайӑх специалистсен тӗлӗшпе пуян теме ҫук.

Жаль, в настоящее время названная производственная отрасль не богата специалистами.

Кадрсен ҫитменлӗхӗ ура ан хутӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Шел те, пирӗн арҫынсем лайӑх кӑтартупа палӑраймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсемпе мордвасен тупӑшӑвӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Шел пулин те‚ тивӗҫлӗ канури тухтӑр юратнӑ ҫыннипе пӗрле мӗн ватӑличчен кун кунлаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр варринче те чирлисем патне васканӑ // Вероника ЛЕОНТЬЕВА. «Урал сасси», 2016.06.15

Шел‚ паянхи кун тӗлне Уккиясра ытларах пенсионерсем пурӑнаҫҫӗ‚ ҫамрӑксем питӗ сахал.

Жаль, на сегодняшний день в Киясово больше проживают пенсионеры, молодых очень мало.

Манӑн пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑм // Валентина ЖУКОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Шел, ыттисем камсем пулнине тата ӑҫта ӳкерӗннине ҫырса хӑварман.

Жалко, остальные кто такие, и где фотографировались не написано.

Ҫарта – кавалерист, ялта – председатель // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

2 ҫул каялла вара вӑл пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайрӗ, кукаҫи ятне илтсе, шел, савӑнса пурӑнаймарӗ.

2 года назад он ушёл из жизни, жаль, не удалось ему радоваться быть дедушкой.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Шел, программӑна хупрӗҫ.

Жаль, программу закрыли.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех