Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫавӑнта сăмах пирĕн базăра пур.
ҫавӑнта (тĕпĕ: ҫавӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Йӑлари хытӑ каяша ҫавӑнта пухса пымалла-им-ха?» – хӑйсенчен хӑйсем ыйтрӗҫ тейӗн ишлейсем.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Шӑпах ҫавӑнта наци туйӑмӗ вӑранчӗ, хам тӗллӗн чӑвашла ҫырма, вулама вӗрентӗм.

Куҫарса пулӑш

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Халӗ шӑпах ҫавӑнта ҫитрӗмӗр те.

Куҫарса пулӑш

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

42. Иудейсенӗн эрнекунне пула тата тупӑклӑхӗ ҫывӑхрах пулнӑран Иисуса ҫавӑнта пытарнӑ.

42. Там положили Иисуса ради пятницы Иудейской, потому что гроб был близко.

Ин 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Ҫавӑнта сӗрхе тултарнӑ савӑт ларнӑ.

29. Тут стоял сосуд, полный уксуса.

Ин 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Иисус, Хӑйӗн Амӑшне тата ҫавӑнта тӑракан Хӑйӗн юратнӑ вӗренекенне курсассӑн, Амӑшне каланӑ: Анне! акӑ Санӑн ывӑлу, тенӗ.

26. Иисус, увидев Матерь и ученика тут стоящего, которого любил, говорит Матери Своей: Жено! се, сын Твой.

Ин 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Ӑна ҫавӑнта хӗрес ҫумне пӑталанӑ; Унпа пӗрле тата икӗ ҫынна пӑталанӑ: пӗрне — пӗр енне, тепӗрне — тепӗр енне; Иисус вара варринче пулнӑ.

18. Там распяли Его и с Ним двух других, по ту и по другую сторону, а посреди Иисуса.

Ин 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Вӑл ҫапла каласан, ҫавӑнта тӑракан тарҫӑсенчен пӗри Ӑна питӗнчен ҫупса ярса каланӑ: Эсӗ аслӑ священника ҫапла хуравлатӑн-и-ха? тенӗ.

22. Когда Он сказал это, один из служителей, стоявший близко, ударил Иисуса по щеке, сказав: так отвечаешь Ты первосвященнику?

Ин 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эсӗ Мана панисем те Эпӗ ӑҫта, ҫавӑнта Манпа пӗрле пулччӑр, Эсӗ Мана тӗнчене пултаричченех юратса панӑ мухтава курччӑр.

Которых Ты дал Мне, хочу, чтобы там, где Я, и они были со Мною, да видят славу Мою, которую Ты дал Мне, потому что возлюбил Меня прежде основания мира.

Ин 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Унта кайса сирӗн валли вырӑн хатӗрлесен каллех килӗп те, Хам ӑҫта, эсир те ҫавӑнта пулччӑр тесе, сире Хам патӑма илӗп.

3. И когда пойду и приготовлю вам место, приду опять и возьму вас к Себе, чтобы и вы были, где Я.

Ин 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Маншӑн ӗҫлесе тӑракан Ман хыҫҫӑн пытӑр; Эпӗ ӑҫта — тарҫӑм та ҫавӑнта пултӑр; Маншӑн ӗҫлесе тӑракана Атте хисеплӗ.

26. Кто Мне служит, Мне да последует; и где Я, там и слуга Мой будет. И кто Мне служит, того почтит Отец Мой.

Ин 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

54. Ҫавӑнпа Иисус иудейсем хушшинче курӑнсах ҫӳремен; Вӑл унтан пушхир ҫывӑхӗнчи ҫӗре, Ефраим ятлӑ хулана, кайса Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе ҫавӑнта пурӑннӑ.

54. Посему Иисус уже не ходил явно между Иудеями, а пошел оттуда в страну близ пустыни, в город, называемый Ефраим, и там оставался с учениками Своими.

Ин 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

42. Ҫавӑнта чылайӑшӗ Иисуса ӗненнӗ.

42. И многие там уверовали в Него.

Ин 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

40. Иисус каллех Иордан тепӗр енне, унччен Иоанн шыва кӗртнӗ вырӑна, каҫса кайнӑ та пӗр хушӑ ҫавӑнта пурӑннӑ.

40. и пошел опять за Иордан, на то место, где прежде крестил Иоанн, и остался там.

Ин 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Ҫавӑнта Ӑна иудейсем сырса илнӗ те каланӑ: Эсӗ пире хӑҫанччен пӗлтермесӗр тӑрӑн-ши?

24. Тут Иудеи обступили Его и говорили Ему: долго ли Тебе держать нас в недоумении?

Ин 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Ҫавӑнта Ун патне кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем аскӑн ӗҫ тунӑ ҫӗрте тытнӑ арӑма илсе пынӑ; ӑна вӑта ҫӗре тӑратса, Иисуса каланӑ: 4. Вӗрентекен! ҫак арӑма аскӑн ӗҫ тунӑ ҫӗрте тытнӑ; 5. саккунра Моисей пире ун пеккисене чулпа персе вӗлерме хушнӑ, Эсӗ мӗн калӑн? тенӗ.

3. Тут книжники и фарисеи привели к Нему женщину, взятую в прелюбодеянии, и, поставив ее посреди, 4. сказали Ему: Учитель! эта женщина взята в прелюбодеянии; 5. а Моисей в законе заповедал нам побивать таких камнями: Ты что скажешь?

Ин 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Сывалнӑ ҫын Вӑл кам пулнине пӗлмен, мӗншӗн тесессӗн Иисус ҫавӑнта тӑракан халӑх хушшине кӗрсе ҫухалнӑ.

13. Исцеленный же не знал, кто Он, ибо Иисус скрылся в народе, бывшем на том месте.

Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Ҫавӑнта темӗн чухлӗ чирлӗ ҫын — суккӑрсем, уксахсем, алли-ури хӑрнисем — шыв пӑлханасса кӗтсе выртнӑ, 4. мӗншӗн тесессӗн Турӑ Ангелӗ вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе шыва кӗмелли вырӑна анса шыва пӑлхатнӑ; шыва пӑлхатсанах ҫавӑнта малтан кӗрекенӗ кирек епле чиртен те сывалнӑ.

3. В них лежало великое множество больных, слепых, хромых, иссохших, ожидающих движения воды, 4. ибо Ангел Господень по временам сходил в купальню и возмущал воду, и кто первый входил в нее по возмущении воды, тот выздоравливал, какою бы ни был одержим болезнью.

Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Иоанн та Салим ҫывӑхӗнчи Енонра шыва кӗртнӗ: унта шыв нумай пулнӑ — ҫынсем ҫавӑнта пыра-пыра шыва кӗнӗ; 24. вӑл вӑхӑтра Иоана тӗрмене хупман пулнӑ-ха.

23. А Иоанн также крестил в Еноне, близ Салима, потому что там было много воды; и приходили туда и крестились, 24. ибо Иоанн еще не был заключен в темницу.

Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Ҫил ӑҫта вӗрес тет, ҫавӑнта вӗрет, унӑн сассине те илтетӗн, анчах вӑл ӑҫтан килнине, ӑҫталла кайнине пӗлместӗн: Сывлӑшран ҫуралакан кирек хӑш ҫынпа та ҫапла пулать, тенӗ.

8. Дух дышит, где хочет, и голос его слышишь, а не знаешь, откуда приходит и куда уходит: так бывает со всяким, рожденным от Духа.

Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех