Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шинельне Мӗкӗтене памасӑрах Чартков хӑйӗн студине, художнике кирлӗ ӑпӑр-тапӑрпа: гипсран тунӑ алӑ татӑкӗсемпе, рамкӑсемпе, карса хунӑ пирпе, туса пӗтермен эскизсемпе, пукан ҫине ҫакса хунӑ драпировкӑсемпе тултарнӑ пысӑк та лутра, шӑннӑ чӳречесемлӗ тӑваткал пӳлӗме кӗчӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Унта, икӗ пекӗ сутасшӑн пасарта ҫӳрекен шинель тӑхӑннӑ салтак е пушмаксем тултарнӑ коробка тытнӑ сутӑҫӑ хӗрарӑм тем тесен те тӑраҫҫех ӗнтӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Эх, мӗнле хаклӑ япаласем лартса тултарнӑ унта!
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
Унӑн кабинетне йӑлтах кӗнеке шкапӗсем лартса тултарнӑ.
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
Хырӑмӗсене килениччен тултарнӑ хыҫҫӑн пурте сӗтел хушшинчен тӑрса вӑрӑм е кӗске чӑпӑклӑ чӗлӗмӗсене туртса ячӗҫ те, аллисене пӗрер курка кофе тытса, алкум ҫине тухрӗҫ.
Кӳме // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Ҫав вӑхӑтра сарӑ ҫӳҫлӗ хӗрарӑм пӳлӗме кӗрсе кофейниксем лартса тултарнӑ сӗтел ҫинче темӗн шырама пикенчӗ.В это время блондинка вошла в мастерскую и начала рыться на столе, уставленном кофейниками.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Персиянин пӗр минутлӑха тухрӗ те хура шӗвекпе тултарнӑ банка илсе кӗчӗ; ӑна тепӗр пушӑ банка ӑшне пӑртак юхтарчӗ, шыв ҫине ҫичӗ тумламран ытла ярса ӗҫмелле марри ҫинчен асӑрхаттарнӑ хыҫҫӑн Пискарева пачӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Вӗсем сывлӑшра вӗҫекен икӗ ҫаврака япала евӗрлӗрех, арҫын тытса пымасан вара, хӗрарӑм тӳрех сывлӑша ҫӗкленмелле, мӗншӗн тесен хӗрарӑма ҫӗклеме шампански эрех тултарнӑ бокала ҫӑвар патне илсе пынӑ пекех кӑмӑллӑ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Валя инкӗшӗ куркана сӗт тултарнӑ май: — Ҫын организмӗшӗн сӗт ҫав тери усӑллӑ, уйрӑмах — ачасемшӗн. Вӑл иммунитета ҫирӗплетет, этеме тӗрлӗ чир-чӗр ересрен сыхлать, — тесе хавхалантарать.
Пиллӗкмӗш чӗрӗк // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 3,5,7 с.
Ҫавӑн пекех тумланнӑ, кӗске мӑйӑхлӑ тепӗр офицер, бутылкӑсем, турилккесем, стакансем лартса тултарнӑ сӗтел умӗнче вырнаҫнӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Генерал ҫавӑнтах сиксе тӑчӗ, хӑвӑрт тӑнипе унӑн кӑкӑрӗ ҫине ҫакса тултарнӑ хӗресӗсем те чӑнкӑртатса илчӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Швальбе вӗсене мӗншӗн ҫакса вӗлерни ҫинчен пӗлтерчӗ: пӗр ачана — арматурӑна сапаласа арпаштарнӑшӑн ҫакса вӗлернӗ, хӗре — хӑй йӑтса пыракан пӗр ҫӗклем арматурӑна «ӑнсӑртран» шыва ӳкернӗшӗн ҫакнӑ, старике вара аркка тума хатӗрленӗ хӑвӑла пуртӑпа касса вакланӑ чух тытнӑ; ҫавӑн пирки унта тултарнӑ бетон юхса тухнӑ та арккӑна тепӗр хут тултарма тивнӗ; цемент кӗпер туса пӗтерме те ҫитмест.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫынсем ав хӑйсемех япала тултарнӑ лавсене туртса килеҫҫӗ те, офицерсем вара: «Стребулаев, хӑвӑртрах пушатмалла… раз… раз… — эсӗ ответ тытатӑн! Кай!» — тесе кӑшкӑраҫҫӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Тимофей утӑ тултарнӑ михӗ ҫине таянса ларчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вӗсем ҫурӑмӗсем ҫине шур ҫырли татса тултарнӑ пысӑк кунтӑксем ҫака-ҫака янӑ.
Каҫхи вӑрман вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 102–106 с.
Арча хыҫне ҫӗтӗксем, хутсем сӗтӗрсе тултарнӑ, вӑл ҫавсенчен хӑй валли йӑва ҫавӑрнӑ.Он натаскал за сундук тряпок и бумажек и устроил себе там гнездо.
Музыка // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.
Силовӑн яри уҫса пӑрахнӑ хапхи умӗнче килти хатӗр-хӗтӗрсене тиесе тултарнӑ пӗр лав тӑрать.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫырса тултарнӑ хушаматсем куҫа тӗтрелетеҫҫӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
— Курка тултарнӑ, ӗҫме-ҫиме ларнӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Авӑ лере, ҫеҫке ҫурнӑ акаци курӑнакан ҫӗрте, ӑпӑр-тапӑр тӑкса тултарнӑ пушӑ хирччӗ…
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.