Шырав
Шырав ĕçĕ:
20. Ҫавӑн чухне ут хатӗрӗ ҫине те: «Ҫӳлхуҫанӑн таса япали» тесе касса ҫырӗҫ, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи хурансем те алтарь умӗнчи парне алтӑрӗсемпе танах пулӗҫ.
Зах 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫакӑ вӑл Вефиль халӑхӗ Сарецера, Регем-Мелеха тата унӑн юлташӗсене Ҫӳлхуҫа умӗнче кӗлтума 3. тата Саваоф Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи священниксемпе пророксенчен: «чылай ҫул хушши туса пынӑ пек, пиллӗкмӗш уйӑхра йӗмелле-ши пирӗн, типӗ тытмалла-ши?» тесе ыйтма янӑ чухне пулнӑ.
Зах 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ассур, сан тӗлӗшрен вара Ҫӳлхуҫа ҫапла татса панӑ: текех сан ятлӑ йӑх пулмӗ; санӑн турру ҫуртӗнчи йӗрӗхсемпе кӗлеткесене пӗтерсе тӑкӑп; унта сан валли виле шӑтӑкӗ хатӗрлӗп, мӗншӗн тесессӗн санран йӗрӗнӗҫ.
Наум 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа Иудея патшине Иоакима тата Турӑ Ҫуртӗнчи савӑтсен пӗр пайне Навуходоносор аллине панӑ; вӑл вара ҫав савӑтсене Сеннаар ҫӗрне, хӑй туррийӗн ҫуртне, ӑсатнӑ, хӑй туррийӗн мул управӑшне хывнӑ.
Дан 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Халдейсем Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ умӗнчи пӑхӑр юпасене, сапансене, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи пӑхӑр тинӗсе ишсе антарнӑ, мӗнпур пӑхӑрне Вавилона турттарса кайнӑ.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иудея патшинче Иосия ывӑлӗ Иоаким ларнӑ вӑхӑтра Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна пулнӑ сӑмах ҫакӑ: 2. Рехав ывӑлӗсем патне кайса калаҫ, вӗсене Турӑ Ҫуртӗнчи пӗр пӳлӗме илсе кил те эрех пар.
Иер 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Езекия хӑй патне килнӗ элчӗсене хапӑлласа йышӑннӑ, вӗсене кермен управӑшӗсене, ылтӑн-кӗмӗлне, ырӑ шӑршӑлӑхне, хаклӑ сӗрӗшӗсене, ҫар кӑралӗн ҫуртне, хӑй ҫуртӗнчи пӗтӗм хаклӑ япалине йӑлтах кӑтартса тухнӑ — Езекия вӗсене хӑй аллинчи пурлӑхран пӗр япалине те кӑтартмасӑр хӑварман.
Ис 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тата ӑна ӗҫлесе тӑмашкӑн керменри чи лайӑх хӗр тарҫӑсенчен ҫиччӗшне суйласа илнӗ те Эсфирьпе унӑн тарҫисене хӗрарӑм ҫуртӗнчи чи лайӑх уйрӑма вырӑнаҫтарнӑ.
Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракансем: Исав ывӑлӗсем, Асиф ывӑлӗсем, Таваоф ывӑлӗсем, Кирас ывӑлӗсем, Суд ывӑлӗсем, Фалей ывӑлӗсем, Лаван ывӑлӗсем, Аграв ывӑлӗсем, 30. Акуд ывӑлӗсем, Ут ывӑлӗсем, Китав ывӑлӗсем, Аккав ывӑлӗсем, Сивай ывӑлӗсем, Анан ывӑлӗсем, Кафуа ывӑлӗсем, Геддур ывӑлӗсем, 31. Иаир ывӑлӗсем, Десан ывӑлӗсем, Ной ывӑлӗсем, Хасев ывӑлӗсем, Казир ывӑлӗсем, Озия ывӑлӗсем, Финое ывӑлӗсем, Асар ывӑлӗсем, Васфай ывӑлӗсем, Ассан ывӑлӗсем, Маня ывӑлӗсем, Нафиси ывӑлӗсем, Акуф ывӑлӗсем, Ахив ывӑлӗсем, Асув ывӑлӗсем, Фаракем ывӑлӗсем, Васалем ывӑлӗсем, 32. Меедд ывӑлӗсем, Куф ывӑлӗсем, Хареа ывӑлӗсем, Вархуе ывӑлӗсем, Серар ывӑлӗсем, Фомой ывӑлӗсем, Наси ывӑлӗсем, Атеф ывӑлӗсем, 33. Соломон чурисен ывӑлӗсем, Ассапфиоф ывӑлӗсем, Фарир ывӑлӗсем, Иеиль ывӑлӗсем, Лозон ывӑлӗсем, Исдаил ывӑлӗсем, Сафия ывӑлӗсем, 34. Агий ывӑлӗсем, Фахареф ывӑлӗсем, Савия ывӑлӗсем, Сарофи ывӑлӗсем, Мисей ывӑлӗсем, Гас ывӑлӗсем, Аддус ывӑлӗсем, Сув ывӑлӗсем, Афер ывӑлӗсем, Вародис ывӑлӗсем, Сафаг ывӑлӗсем, Аллон ывӑлӗсем: 35. Турӑ Ҫуртӗнчи ӗҫе туса тӑракансемпе Соломон чурисенӗн ывӑлӗсем пурӗ пӗрле — виҫҫӗр ҫитмӗл иккӗн.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи мӗнпур сӑваплӑ савӑта — пысӑккине те, пӗчӗккине те — патшан мулне-пурлӑхне пӗтӗмпех Вавилона илсе кайнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи хӑш-пӗр таса савӑтсене Навуходоносор Вавилона илсе кайса хӑйсен туррин ҫуртне вырӑнаҫтарса лартнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Иерусалимра левитсен пуҫлӑхӗ Ваний ывӑлӗ Уззий пулнӑ, — Ваний вара — Хашавия ывӑлӗ, Хашавия — Матфания ывӑлӗ, Матфания — Миха ывӑлӗ; Уззий вӑл Асаф йӑхӗнчен, Турӑ Ҫуртӗнчи кӗлӗ вӑхӑтӗнче юрлакан юрӑҫсен йӑхӗнчен, тухнӑ, 23. вӗсем пирки патшаран хушу — кашни кун мӗн тумаллине кӑтартакан хушу — пулнӑ.
Неем 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Священниксенчен: Иоиарив ывӑлӗ Иедаия, Иахин, 11. Турӑ Ҫуртӗнчи пуҫлӑх Хелкия ывӑлӗ Сераия, — Хелкия вара — Мешуллам ывӑлӗ, Мешуллам — Садок ывӑлӗ, Садок — Мераиоф ывӑлӗ, Мераиоф — Ахитув ывӑлӗ.
Неем 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑл Турӑ Ҫуртӗнчи мӗнпур хатӗр-хӗтӗре, пысӑккине те, пӗчӗккине те, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи хаклӑ пурлӑха тата патшапа ун улпучӗсен хаклӑ пурлӑхне пӗтӗмпех Вавилона илсе кайнӑ.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫулталӑк иртсессӗн Навуходоносор патша ҫынсем янӑ та Иехонияна Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи хаклӑ савӑт-сапапа пӗрле Вавилона илсе пыма хушнӑ; Иудея тата Иерусалим патши пулма Седекияна, унӑн пӗртӑванне, лартнӑ.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Навуходоносор Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи хӑш-пӗр савӑта Вавилона илсе кайнӑ та Вавилонра хӑйсен туррин ҫуртне кӗртсе лартнӑ.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Манассия Иудейӑри пур ҫирӗплетнӗ хулана та ҫарпуҫ лартса тухнӑ, 15. Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи ют ҫӗр туррисене тата йӗрӗх кӗлеткине сирпӗтнӗ, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн сӑрчӗ ҫинче тата Иерусалимра суя турӑсене парне кӳме лартнӑ вырӑнсене аркатса тухнӑ, вӗсене хула хыҫне кайса пӑрахнӑ.
2 Ҫулс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Саккуна, йӗркене пӑсас мар тесе, Турӑ Ҫуртӗнчи мӗнпур ӗҫе вӑл ялан Турӑ ҫинчен шухӑшласа туса пурӑннӑ, вӑл пӗтӗм чунӗпе парӑнса тӑрӑшнӑ, ҫавӑнпа унӑн ӑнӑҫуллӑ пулса пынӑ.
2 Ҫулс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ахаз Турӑ Ҫуртӗнчи савӑт-сапана пуҫтарнӑ, Турӑ Ҫуртӗнчи савӑт-сапана ватса-ҫӗмӗрсе пӗтернӗ, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн алӑкӗсене питӗрсе илнӗ, Иерусалимӑн пур кӗтесӗнче те чӳк парнисен вырӑнӗсене лартса тухнӑ, 25. Иудейӑри кашни хуларах ют турӑсем умӗнче тӗтӗрсе тӑмашкӑн тӳпем вырӑнсем тутарттарнӑ, ҫапла вӑл ашшӗсен Ҫӳлхуҫа Туррине вӗчӗхтернӗ.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ӗнтӗ Ахаз патне Ассири патши Феглафелласар ҫитнӗ, анчах та пулӑшас вырӑнне вӑл йывӑрлӑх ҫеҫ кӳнӗ: 21. патша Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи, патша керменӗнчи пурлӑха тата улпутсен пурлӑхне Ассири патшине панӑ, анчах ӑна пӗрех пулӑшу пулман.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.