Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аплах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аплах иккен, — шухӑша кайса тӑчӗ Тухтар.

— Вот оно что, — протянул Тухтар.

XII. Ятлӑ йыхравҫӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Аплах укҫа тӑк-тӑккалас пулсан, мӗн-ҫке, ҫийӗмри йӗме пасара кӑлар та сут, тепӗр уйӑхран тесен.

— Ежели эдак сорить деньгами, тут недолго и без штанов остаться, да-да, через месяц, глядишь, пойду свои штаны на базар продавать.

VII. Ҫӗнӗ пуян // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

«Аплах вӑтанасси-именесси вӑл, ачам, ҫупӗ мар-ха, куҫна кӗрес ҫук, кӗрес ҫук, — терӗ ашшӗ, — ӳлӗмрен те пулин пӗлнӗ пул, кӑмӑл туса чӗнекен ҫын патне мӗншӗн пӑртаклӑха кӗрсе хӑна пулмалла мар, пирӗн килте пӳремечӗ те кукли пӗҫерекен ҫук-ҫке», — терӗ ашшӗ.

Но отец и на это нашел ответ: стыд не дым, глаза не выест… а коли человек от чистого сердца зовет в гости, почему бы не войти, у нас-то дома и пирог испечь некому.

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

И, ачам, уру ҫине ӗне пусман ҫав-ха санӑнне, кун-ҫулта ӑна-кӑна пӗлнӗ пулсан, аплах суйланса тӑрас ҫукчӗ, терӗ ашшӗ; вӑл хӑй пулсан, чӗннӗ ҫӗртен пӑрӑнман пулӗччӗ, пирӗн йышши ҫынна ҫавӑн пек кирлӗ тесе ӳкӗте кӗртесшӗн пулчӗ.

— Э-э, сынок, видать, тебя еще жареный петух в задницу не клюнул, — укорил сына отец, уж он-то бы не растерялся, с одного слова бы пошел к тому, кто его пригласил.

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Аплах пулсан, иккӗнлетсе пӗтӗмпех кайса пӑхар мар-и, хунчӑкам, илтетне?

— Тогда давай объединим наши ставки, сват, слышь?

II. Ял мыскарисем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ӑна аплах хӑратаймӗҫ-ха: ҫуннӑ ҫын вӑл.

Ну с него-то сейчас спрос другой — погорелец он.

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Кӗҫтенюкран та каллех, вӑл тӑлӑх та чухӑн ҫын тесе, аплах кулма юрамасть.

И над Кестенюком, не гляди, что он сирый да бедный, нельзя так насмехаться…

XXXII. Кӗтмен тӗлпулу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Илтессе ҫав сӑмаха ҫынран кӑна илтрӗ-ха вӑл, мӗншӗн аплах мӑшкӑлланине пӗлесшӗн пулчӗ те пӑхма ҫук вӑтанчӗ, ҫӗр минне анса каясса ҫитрӗ: юмӑҫ патне лаша утланса кайнӑ пулать те, лашине хапхаран мар, крыльцаран утланса тухнӑ, теҫҫӗ.

Расспросить, за что ему навесили такое прозвище, он постеснялся, но потом все же узнал: люди, оказывается, видели, как он когда-то поскакал верхом на лошади к йомзе и выехал не через ворота, а через сени и крыльцо.

XXVIII. Таптанми йӗр // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

«Кайран та панӑ пулӑттӑн, луша аплах васкатӑн-ҫке», — терӗ ӑна Кантюк.

А Кандюк еще и сказал, что мог бы и подождать, мол, не к спеху.

XIX. Каҫхи сасӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Аплах ан васка ӗнтӗ, — Селиме ларманнине пула, Тухтар та ура ҫине тӑчӗ.

— Не спеши, Селиме, — остановил ее Тухтар.

XVII. Тунсӑхланӑ ҫуртра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Мӗншӗн аплах тата?

— Это еще почему?

Х. Чӗре сасси // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Асту, аплах пулӗ?

— Ну да?

6. Ҫӗнӗ кун // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Куратӑп хайхи, салтаксен хастарлӑхӗ аплах мар…

Вижу, у солдатиков уж дух не тот.

Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Корнев, кунта темскер аплах маррине курать.

Корнев видел, что тут что-то не то.

Америкӑна кайни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Аплах хуйхӑрса ӳкме ку пысӑк сӑлтавах мар-ха, Аня, — терӗ вӑл юлашкинчен, кӑшт кӑна ӳпкевлӗн.

Это еще не достаточная причина для трагедий, Аня, — прибавил он с мягким укором.

IV // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

— Хӑнӑхиччен ҫеҫ чӑрмантарать, унтан аплах мар, — тенӗ те Саня, реальнӑйра, канцеляринче, стена ҫумӗнче, шинель арки ҫӗр ҫумӗнчен икӗ вершук ҫурӑран ытла пулмалла марри ҫинчен калакан приказ ҫакӑнса тӑни ҫинчен ӑнлантарса пама тытӑннӑ.

— С непривычки мешает, а потом ничего, — сказал Саня и стал объяснять, что в реальном висит на стене в канцелярии приказ, где сказано, что от земли до края шинели должно быть не больше чем два с половиной вершка.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Ӗҫ аплах пулсан, ҫав вакуна паян каҫхинех водокачка патне хӑваласа килме пултаратпӑр, кӗҫ-вӗҫ пушататпӑр та запас камерӑна хуратпӑр.

Если на то пошло, то мы хоть сегодня ночью вагон этот загоним сюда, к водокачке, здесь в момент разгрузим и сложим в запасной камере.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Кирек мӗн каласан та, вунӑ хӗрарӑм хушшинче пӗр арҫынна аплах мар.

Как там ни говори, а быть одному среди десяти женщин не очень-то удобно.

Укахви, Дорофеевна тата ыттисем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Аплах ыйтатӑр пулсан, эпӗ килӗшетӗп.

Коль настаиваете, я согласный.

Председатель касси // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Ҫӗрле ӑна тухатмӑшсем питӗ аптратаҫҫӗ имӗш: унӑн куҫне темтепӗр курӑнать, темӗнле калаҫнӑ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ, тет, хальччен ун ҫумне усал-тӗсел аплах нумай ҫыпҫӑнни пулман-мӗн.

Он рассказывал, что ведьмы ужасно донимают его по ночам; ему мерещатся всякие чудеса, слышатся всякие слова и звуки, и никогда в жизни с ним еще не бывало, чтобы надолго привязалась такая нечисть.

Вӑтӑр тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех