Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Ахаз — Озия ывӑлӗн, Иофамӑн, ывӑлӗ — Иудея патшинче ларнӑ вӑхӑтра Сири патшийӗ Рецин тата Израиль патшийӗ Факей, Ремалия ывӑлӗ, Иерусалима хирӗҫ ҫӗкленсе тухнӑ; ӑна ҫӗнсе илес тенӗ те — анчах ҫӗнсе илеймен.
Ис 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Турӑ Исаийӑна, Амос ывӑлне, Иудейӑпа Иерусалима мӗн пулассине кӑтартнӑ чухнехи сӑмах.1. Слово, которое было в видении к Исаии, сыну Амосову, о Иудее и Иерусалиме.
Ис 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Исаийӑна, Амос ывӑлне, курӑнни: вӑл ҫакна, Иудейӑпа Иерусалима мӗн пулассине, Иудейӑра Озия, Иоафам, Ахаз тата Езекия патшасем патшара ларнӑ вӑхӑтра курнӑ.
Ис 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хӑвӑн сӑваплӑ хулуна — Иерусалима, Хӑвӑн канӑҫлӑ вырӑнна — хӗрхенсемччӗ.14. Умилосердись над городом святыни Твоей, над Иерусалимом, местом покоя Твоего.
Сир 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара чӗреме ҫапла каларӑм: акӑ эпӗ асла тухрӑм, Иерусалима манран маларах тытса тӑнисенчен пуринчен те ытларах ӑс пухрӑм, чӗрем манӑн пӗлӳпе ӑслӑлӑх нумай илчӗ.
Еккл 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа Иерусалима ҫӗнӗрен ҫӗклентерет, Израилӗн саланнӑ халӑхне пуҫтарать.2. Господь созидает Иерусалим, собирает изгнанников Израиля.
Пс 146 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ах, Иерусалим, сана манас пулсассӑн, сылтӑм аллӑм хӑрса лартӑр; 6. сана асӑмран ярсассӑн, хам савӑннӑ чухне пуринчен ытла Иерусалима асӑнмасассӑн чӗлхем пыр тӗпне ҫыпӑҫӑнса лартӑр.
Пс 136 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Иерусалима ҫитсессӗн вӗсем Турра пуҫҫапнӑ, халӑх тасалнӑ хыҫҫӑн вара пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем, ирӗклӗрен паракан парнесем тата ытти парнесем кӳнӗ.
Иудифь 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫак хыпара илтсенех Израиль ывӑлӗсем, пурте кар тӑрса, тӑшмана тапӑннӑ, вӗсене Хована ҫитиччен пӗтерсе пынӑ; тӑшман тапӑрӗнче мӗн пулса иртнине Иерусалима та, пӗтӗм ту-сӑртлӑ ҫӗршыва та пӗлтернӗ, ҫавӑнпа унтан килнисем те, Галаадпа Галилейӑран ҫитнисем те тӑшмансене пур енчен те хӗстернӗ, вӗсене хӑрушла аркатса пынӑ, лешӗсем Дамаска ҫитсе ун хыҫнех тарнӑ.
Иудифь 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Пурте, — ватти те, вӗтти те, — тухса кайсан, ҫывӑрмалли пӳлӗмре Иудифь пӗр хӑй ҫеҫ тӑрса юлсан, вӑл Олоферн вырӑнӗ патне пынӑ та хӑй ӑшӗнче пӗтӗм чун-чӗринчен тилмӗрсе каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа, пур вӑй-хӑватӑн Турри! ман аллӑм Иерусалима ҫӗклемешкӗн тӑвакан ӗҫ ҫине пӑхсамччӗ ҫак сехетре, 5. мӗншӗн тесессӗн халӗ Санӑн еткерне хӳтӗлеме, хам шутласа хунине пурӑнӑҫлама, пире хирӗҫ тӑнӑ тӑшмансене пӗтермелли вӑхӑт ҫитрӗ, тенӗ.
Иудифь 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эпӗ сана Иудея витӗр Иерусалима ҫити ертсе кайӑп; ун варрине санӑн аслӑ пуканна лартӑп, эсӗ вӗсене кӗтӳҫсӗр тӑрса юлнӑ сурӑхсене хӑваланӑ пек хӑвалӑн — сана хирӗҫ йытӑ та ҫӑварне уҫаймӗ.
Иудифь 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӗсем Иерусалима ҫынсем янӑ, мӗншӗн тесессӗн унта пурӑнакансем те ҫапла тунӑ, вара унтан аслӑ ҫынсен пухӑвӗнчен кунта та ҫапла тума ирӗк илсе килнӗ.
Иудифь 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Халӗ вара, хӑйсен Турри енне ҫаврӑнса, вӗсем сапаланнӑ вырӑнсенчен таврӑнчӗҫ, таса Ҫурчӗ ларакан Иерусалима йышӑнчӗҫ те пушӑ выртакан ту-сӑртлӑ ҫӗршыва вырӑнаҫрӗҫ.
Иудифь 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑхӑт ҫитсен, вӗсем тыткӑнран таврӑнӗҫ, Иерусалима питӗ чаплӑ туса лартӗҫ; Турӑ Ҫуртне ҫӗнӗрен, ӗмӗрлӗхе, туса лартӗҫ — пророксем каланӑ пек, чаплӑран та чаплӑ Ҫурт пулӗ вӑл.
Тов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Унӑн пур урамӗнче те «аллилуия» тени янӑраса тӑрӗ: «Туррӑмӑр, Иерусалима ӗмӗр-ӗмӗре чапа кӑларнӑ Туррӑмӑр, ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ!» тесе аслӑлӗҫ.
Тов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Манӑн чунӑм Туррӑма, аслӑ Патшана мухтавлатӑр: 16. ӗнтӗ Иерусалима ҫӗнӗрен — сапфир чулӗнчен, смарагд чулӗнчен, тӗрлӗ йышши хаклӑ чулсенчен — туса лартӗҫ; хӳмӳне, пашнӳсене, хӳтлӗхӳсене таса ылтӑнран тӑвӗҫ; 17. Иерусалим урамӗсене берилл чулӗпе, анфракс чулӗпе, Офиртан кӳнӗ чулпа сарса тухӗҫ.
Тов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ Ананияна та, Ионафана та — аслӑ Семей ывӑлӗсене — пӗлеттӗм, эпир пӗрле Иерусалима Турра пуҫҫапма ҫӳреттӗмӗр, унта малтанхи ҫӗр ҫимӗҫне тата пур ҫимӗҫӗн вуннӑмӗш пайне кӳреттӗмӗр: эпир аташса ҫӳрекен тӑванӑмӑрсем хыҫҫӑн кайман; эсӗ, тӑванӑм, лайӑх тымартан тухнӑ! тенӗ.
Тов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эпӗ пӗчченех уявсенче Иерусалима ҫӳреттӗм, тӑтӑшах ҫӳреттӗм; Турӑ пӗтӗм Израиле ӗмӗрлӗхе панӑ йӗрке тӑрӑх, чи малтан пуҫтарнӑ ҫимӗҫе, пур ҫимӗҫӗн вуннӑмӗш пайне тата чи малтан каснӑ сурӑх ҫӑмне илсе каяттӑм, 7. ҫакна священниксене, Аарон ывӑлӗсене, парне вырӑнӗ ҫине хума параттӑм: пӗтӗм ҫӗр ҫимӗҫӗн вуннӑмӗш пайне Левит ывӑлӗсене, Иерусалимра ӗҫлесе тӑракансене, параттӑм; тепӗр вуннӑмӗш пайне сутаттӑм та укҫине ҫуллен Иерусалима ҫӳресе пӗтереттӗм; 8. виҫҫӗмӗш пайне — кама тивӗҫлӗ, ҫавна параттӑм; аттерен тӑлӑха юлсассӑн, мана аттем амӑшӗ Деввора ҫапла тума вӗрентсе хӑварнӑччӗ.
Тов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Виҫӗ кун хушшинче вара тыткӑнра пулнӑ Иудӑпа Вениамин йӑхӗсен ҫыннисем пурте Иерусалима пуҫтарӑннӑ — ку тӑххӑрмӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн вуниккӗмӗш кунӗнче пулнӑ.
2 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вара Иудейӑра та, Иерусалимра та пӗлтерсе тухнӑ: тыткӑнран таврӑннисене пурне те Иерусалима пухӑнма чӗннӗ; 4. икӗ е виҫӗ кун хушшинче пыманнисем пулсан, аслӑ ҫынсен сучӗ йышӑннипе, вӗсенӗн пурлӑхне туртса илӗҫ, хӑйсене тыткӑнра пулнисен ушкӑнӗнчен уйӑрӗҫ, тенӗ.
2 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.