Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ачасен (тĕпĕ: ача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ ача амӑшӗн /ҫемье/ капиталӗпе усӑ курмалли майсене те анлӑлатнӑ - маларах асӑннӑ мерӑсемсӗр пуҫне инвалид ачасен социаллӑ адаптацийӗ валли тӗрлӗ таварсем туянма, пулӑшу илме май пур.

Куҫарса пулӑш

Ача амӑшӗсене - пулӑшу // З.ЯКОВЛЕВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Ачасен ӳнер шкулӗпе музейсем хушшинче Комсомольски (кунти ӳнер шкулӗ) тата Шупашкар («Бичурин тата хальхи самана» музей) районӗсем палӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чи лайӑххисем – ҫӗнтерӳҫӗсем // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

«Муниципалитетӑн ачасен ӳнер шкулӗн чи лайӑх педагогика ӗҫченӗ» тата «Муниципалитет тытӑмӗнчи музейӑн чи лайӑх ӗҫченӗ» номинацисене, шел те, пӗрер ҫын кӑна хутшӑнма кӑмӑл тунӑ, ҫавӑнпа кунта конкурс иртмен тесе йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чи лайӑххисем – ҫӗнтерӳҫӗсем // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Паллах, вӑрҫӑччен тата ун хыҫҫӑн ҫуралнӑ ачасен пурнӑҫӗ ҫӑмӑл пулман.

Куҫарса пулӑш

«Хресчен сассипе» - чӗрӗк ӗмӗр // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Пушӑ вӑхӑтра Валерия юратнӑ хаҫатне вуласа киленет: «Тантӑшра» ачасен пултарулӑхӗпе паллашма, тавракурӑма аталантаракан материалсене шӗкӗлчеме килӗшет ӑна.

В свободное время Валерия наслаждается чтением любимой газеты: ей нравится знакомиться с творчеством детей из «Ровесника» и исследовать материалы, развивающие кругозор.

Хаҫат-журнал вулакан — хастар пулакан // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Вӑл: «Сансӑр пуҫне никампа та пулман», — тесе ачасен сывлӑхӗпе тупа турӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Пӗрремӗш класа каякан ачасен темине малалла тӑсса Борис Романов сӑмах илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ачасен сывлӑхне Римма Чунаева ялти фельдшер тӗрӗслесех тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫаврӑнса пӑхсан та – ҫитӗнӳсем // ЛЕОНИД ПАВЛОВ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ҫапах та малтанхи ҫулсенчи тата хальхи вӑхӑтри ачасен хушшинче уйрӑмлӑхсем пур-и?

Куҫарса пулӑш

Ашшӗне итлемесӗр професси суйланӑ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ачасен ятне, хушаматне, миҫемӗш класра вӗреннине, сӑнӳкерчӗкне Интернетри уҫлӑха кӑларни ку информаципе нумай ҫын усӑ курма пултарасса палӑртать.

Куҫарса пулӑш

Ача ятне те палӑртма юрамасть // Людмила БУСОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Кун пек чухне саккун ачасен паллисене Интернетра сарма сӑлтав пулманнине ҫирӗплетсен ашшӗ-амӑшӗ ятарлӑ килӗшӗве алӑ пусни те ачан паллисене Интернета кӑларма ирӗк памасть.

Куҫарса пулӑш

Ача ятне те палӑртма юрамасть // Людмила БУСОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ҫавна май ачасен гражданина палласа илмелли паллисене малтанах уйрӑм ҫынсен хушшинче усӑ курма ҫеҫ пухнӑ, Интернета кӑларни саккуна пӑсни пулать, мӗншӗн тесен ку паллӑсене малтанах пачах урӑх тӗллевсемпе пухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ача ятне те палӑртма юрамасть // Людмила БУСОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ачасен сывлӑхӗ кӑна пултӑр.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Воспитательсем вара ачасен тавракурӑмне ӳстерме пулӑшаҫҫӗ, – терӗ Надежда Львовна.

Куҫарса пулӑш

Ачасемпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Счет ҫине кӗнӗ кӗмӗле районти шкул ҫулне ҫитмен ачасен учрежденийӗсен пурлӑх базине ҫирӗплетме, йывӑр шӑпаллӑ ҫемьесене пулӑшма, спорт тумӗсене туянма тата ытти сӑлтавпа та усӑ курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Иртнӗ ҫул ачасен ячӗпе йӗркеленӗ марафона хутшӑнса 345 пин тенкӗ укҫа пуҫтарӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

«Сире ырӑ кӑмӑлӑршӑн, юратӑвӑршӑн тата хӑвӑр ертсе пыракан коллектива ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарнӑшӑн тав, - палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Правительствин вице-премьерӗ Алла Салаева хӑйӗн салам сӑмахӗнче. - Паян кунта пухӑннӑ кашни хӗрарӑмра мӗн те пулсан пӗр-пӗринчен уйӑрса тӑраканни пур. Эсир пирӗн республикӑри социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшатӑр, ҫавна кура ачасен, республикӑра пурӑнакансен пурнӑҫне интереслӗрех те лайӑхрах тӑватӑр».

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм ертӳҫӗсене чысланӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Пӗлтӗр Чӑваш Республикин ачасен прависен уполномоченнӑйӗ Вячеслав Рафинов республикӑра «Мамины, бабушкины и мои сказки» творчество конкурсне пуҫарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачасемпе юмах вулар-и? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Асӑннӑ кӗнекене асаттесемпе асаннесен, аннесемпе аттесен, ача сачӗсен воспитателӗсен тата ачасен произведенийӗсене кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасемпе юмах вулар-и? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ҫӗнӗ планра малтанхисенчен ҫаксене - Шупашкарти Пӗтӗм тӗнчери кинофестивале, Д.М.Михайлов ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери опера фестивальне тата ыттисене те - хӑварма, ҫавӑн пекех тӗнче тата Раҫҫей шайӗнчи ҫак мероприятисене - халӑх пултарулӑхӗн Пӗтӗм Раҫҫейри «Туслӑх кӗперӗ: Крым тата Чӑваш Ен», ачасен пултарулӑхӗн Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей чӗри» фестивалӗсене, Раҫҫей библиотекисен саккӑрмӗш «Библиокараван» форумне кӗртме палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ планне улшӑнусем кӗртнӗ // Н.ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех