Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пусма сăмах пирĕн базăра пур.
пусма (тĕпĕ: пусма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗнеке шкапӗсем умне пусма тӑратса, Павел хӑй валли интереслӑ та кирлӗ кӗнеке шыраса, кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке иле-иле пӑхса, ҫав пусма ҫинче темиҫе сехетшер ларать.

Подставив лесенку к огромным книжным шкафам, Павел часами просиживал на ней, перелистывая книгу за книгой в поисках интересного и нужного.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Паганель ҫырса пӗтерчӗ те хутне алӑ пусма пачӗ.

Паганель дописал записку и передал её на подпись.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫав пусма чӑмӑрккисене, калаҫу ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе, тӳрем ҫӗрсенчи кациксене парне пама илнӗ.

Куски материи были предназначены в подарок равнинным кацикам для облегчения переговоров.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫичӗ мул ҫине ҫулҫӳревҫӗсем утланнӑ, саккӑрмӗш ҫинче — катапац, кайранхи икӗ мул ҫине апат-ҫимӗҫ хатӗрӗсемпе пусма чӑпӑрккисем тиенӗ.

На семи мулах ехали путешественники, на восьмом — катапац, а два последних несли запас провизии и куски материи.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

«Дункан»! — тесе вӑл йӗрес патне ҫитнӗ сассипе кӑшкӑрса ячӗ, вара тӑватшар картлашка урлӑ сике-сике пусма тӑрӑх хӑйӗн каютине анса кайрӗ.

«Дункан»! — с отчаянием в голосе вскричал он и, перепрыгивая через четыре ступеньки, бросился вниз по лестнице к себе в каюту.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Командир, конверта чӗркуҫҫи ҫине майласа хучӗ те, алӑ пусма тытӑнчӗ.

Командир, прилаживая на колене конверт, расписывался.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пусма та юр пӗрчисемпе витӗннӗ.

И подножка снегом запорошена.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Ӑна майлӑпӑр, — терӗ Долинник, пусма тӑрӑх хӑпара пуҫласа.

Уже взбегая на ступеньки, Долинник бросил: — Это мы уладим.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Павел пусма тӑрӑх садалла анса, хыттӑн касса татнӑ:

Павел, сходя по ступенькам в сад, резко бросил:

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ун хыҫӗнчен ыттисем нимӗн чӗнмесӗр утрӗҫ, вӗсен урасенчен урайӗнче те, пусма картлашкисем ҫинче те юнлӑ йӗрсем выртса юлчӗҫ.

За ними молча следовали остальные, и от их ног на полу комнаты и на ступеньках оставались кровавые отпечатки.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ун пеккисене курсан, манӑн алӑсем кӗҫӗтеҫҫӗ: ялан ҫын ури ҫине пусма пӑхать, мӗншӗн тесен пуян, ӑна тем тусан та юрать; а эпӗ унӑн пуянлӑхӗ ҫине лачлаттарсах суратӑп, пырса тӗкӗнтӗр ҫеҫ, ҫийӗнчех хӑйне кирлине пӗтӗмӗшпех туянӗ.

У меня на таких руки чешутся: норовит на пальцы наступить, потому что богатый и ему все можно, а мне на его богатство плевать; ежели затронет как-нибудь, то сразу и получит все сполна.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Тоня вуласа пӗтереймен романне аллине тытрӗ, веранда алӑкне уҫса, пусма тӑрӑх сада анчӗ, сӑрлӑ калинкке хапхана тӗртсе уҫрӗ, унтан станцири водокачка патӗнчи пӗве еннелле майӗпен утрӗ.

Тоня взяла недочитанный роман, открыла дверь на веранду, спустилась по лестнице в сад, толкнула маленькую крашеную калиточку и медленно пошла к станционному пруду у водокачки.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пусма айӗнче тӑрса, ҫак калаҫӑва тата пуҫне вут пуленкисем ҫумне ҫапа-ҫапа чӗтресе йӗрекен Фросьӑна кура, Павка мӗн тери ҫиленсе ӳкнине сӑмахпа та каласа пама ҫук.

Не передать, не рассказать чувств, которые охватили Павку, когда он слушал этот разговор и, стоя в темноте под лестницей, видел вздрагивающую и бьющуюся о поленья головой Фросю.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ура сасси пусма тӑрӑх аялалла шакӑлтатса анчӗ, Павка Фросьӑна палларӗ.

Шаги на лестнице застучали вниз, и Павка узнал Фросю.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫӳлтен пусма тӑрах тата такам ҫӑмӑллӑн чупса анни илтӗнчӗ.

Сверху по лестнице еще кто-то сбегал поспешными, легкими шагами.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пусма айӗнче тӗттӗм, Прохошка ӑна курма пултараймасть.

Под лестницей было темно, и Прохошка видеть его не мог.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Павка, ӑна ирттерсе ярас тесе, пусма айне кӗрсе выртрӗ.

Павка залез под лестницу, пережидая, когда тот пройдет в кухню.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пусма ҫинче ура сасси илтӗнчӗ.

На лестнице послышались шаги.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пусма патӗнчен пӑрӑнса кайнӑ тӗле ҫитсен, вӑл нимӗн шухӑшсӑрах вутӑ купи ҫине тӑрса, ялан картла выляма пуҫтарӑнакан чӑлана пӑхрӗ.

На повороте из любопытства влез на дрова, чтобы заглянуть в кладовушку, где обычно собирались игроки.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Павка ҫӗрле, каннӑ вӑхӑтра, пусма тӑрӑх кухньӑна анать.

В ночной перерыв, спускался Павка вниз по лестнице, в кухню.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех