Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫавӑн (тĕпĕ: ҫав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑн пек тӑвас тесен, критиксем хӑйсем ҫивӗч сисӗмлӗ, нумай пӗлекен, нумай вӗреннӗ, культурӑн чи ҫӳлти пусӑмӗнче тӑракан ҫынсем пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №

Ҫавӑн пекех 1914 ҫулта Шур-Пусай ялӗнче ҫуралнӑ Василий Ефимович Ефимова та асӑнмасӑр иртме ҫук.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫӗнтерӳҫӗ салтак асра // Надежда СЯДАРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Ҫавӑн пекех Алексей Романович анчах «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль, ыттисенчен уйрӑлса тӑнӑшӑн ятарлӑ паллӑна тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫӗнтерӳҫӗ салтак асра // Надежда СЯДАРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Ҫавӑн пекех ӗнер районта салтак ҫулне ҫитмен ҫамрӑксен республикӑри Спартакиади иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Республика Кубокӗшӗн // А.НИКИТИН. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

Ҫавӑн пекех Алексей Дадюков 400 метрлӑ дистанцире палӑрнӑ, пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Республика Кубокӗшӗн // А.НИКИТИН. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

Ҫавӑн пекех Ҫуркуннепе Ӗҫ уявне пуҫтарӑннисене Патӑрьел ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ А. Моисеев, «Россемена» тулли мар яваплӑ обществӑн генеральнӑй директорӗ, хисеплӗ ентеш В. Нягин, нумай ҫул «Труд» хуҫалӑхне ертсе пыракан Н. Михайлов саламларӗҫ, пурне те тӑнӑҫ пурнӑҫ, килӗшӳ, пысӑк юрату сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрсен ячӗпе — Мухтав аллейи // А. НИКОЛАЕВ. «Авангард», 2016.05.06

Ҫавӑн пекех 521 тыл ӗҫченӗ, 118 тӑлӑх салтак арӑмӗ тивӗҫлӗ пулӑшу илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӗве ҫывхартнисем чыс-хисепе тивӗҫлӗ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.06

Ҫавӑн чухне унран пӗрремӗш хут журналистсем интервью илнӗ, сӑн ӳкернӗ.

Куҫарса пулӑш

«Шикленсен те тӑвайккине хӑпаратчӗ» // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Уява килнисене ҫавӑн пекех ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Филимонов саламларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар хуралӗнче — чи хӑюллисем, хастаррисем // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Пирӗнтен сылтӑмарах станоклӑ пулемет расчечӗ пуррине асӑрхарӑм, ҫавӑн патне хырӑмпа шуса кайрӑм.

От нас правее заметил расчет станкового пулемета, подполз к нему.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Акцие ҫавӑн пекех Чӑваш наци конгресӗн членӗсем хастар хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта Туслӑх аллейи уҫӑлчӗ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Ҫавӑн пекех чӑвашлӑх та кашни ҫемьере упранса юлса, малашлӑхра вӑй илессе шанас килет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Сурӑм шкулӗ чӑвашлӑха аталантаракан ҫемьесене палӑртрӗ // Алина. http://chuvash.org/news/12258.html

Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи республикӑсемсӗр пуҫне вӑл ҫавӑн пекех Смоленск, Брянск, Калуга тата Орел облаҫӗсенчен пӗр регион тума сӗннӗ.

Кроме республик Поволжья он также предложил создать один регион из Смоленской, Брянской, Калужской и Орловских областей.

«Ирӗклӗх» республика ертӳҫисене Мускав чиновникӗн сӑмахӗсене хак пама ыйтать // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12235.html

«Ирӗклӗх» пӗрлӗх ҫак кунсенче ҫӗнӗ ҫыру шӑрҫаланӑ — хастарсем ӑна Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне, ҫавӑн пекех Патшалӑх Канашӗн Председателӗн Юрий Поповпа ЧНК президенчӗн Николай Угаслов ячӗпе янӑ.

Общество «Ирӗклӗх» на днях написало новое письмо — активисты адресовали его Главе Чувашской Республики Михаилу Игнатьеву, также оно послано на имя Председателя Государственного Совета Юрия Попова и президента ЧНК Николая Угаслова.

«Ирӗклӗх» республика ертӳҫисене Мускав чиновникӗн сӑмахӗсене хак пама ыйтать // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12235.html

Ҫавӑн пекех хӑйӗн ушкӑнӗ те пулнӑ — «Встречный бой» ятлӑскер.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ кӗвӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Пурнӑҫра та ӗмӗр тӑршшӗпех ҫавӑн пек пултӑрччӗ.

Куҫарса пулӑш

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Ҫакӑн ҫинчен Атнер Хусанкайпа /вӑл хастаррӑн хутшӑннӑ май «Чӑваш Республикин патшалӑх суверенитечӗ ҫинчен деклараци», «Чӑваш Республикин чӗлхисем ҫинчен» саккун /1990/, «Чӑваш чӗлхи кунӗ ҫинчен» йышӑну /1992/, Чӑваш Республикин Патшалӑх символӗсем ҫинчен /ялавӗ, гербӗ, гимнӗ/ саккун акчӗсем, ҫавӑн пекех «Чӑваш Республикин Президенчӗ ҫинчен», «Чӑваш Республикин Президентне суйласси ҫинчен» саккунсем тата ытти те йышӑннӑ/ калаҫрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Ҫавӑн пекех ларӑва пухӑннисем «ВДС» пӗрлешӳ ҫуракине мӗнле хатӗрленнипе паллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрӗн тухӑҫ кӳмелле // Лариса НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Анатолийпа Николай Платоновсем, Владимир Андреев, Михаил Михайлов, ҫавӑн пекех Тавӑт шкулӗнче вӗренекен Александр Архипов хастарлӑх кӑтартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тирпей-илемшӗн тӑрӑшрӗҫ // Роза ГАВРИЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.04.22

Ҫавӑн пекех ҫынсем вакансисен банкӗпе ҫӑмӑллӑнах усӑ кураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗллев - ӗҫпе тивӗҫтересси // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех