Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑтӑм (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Площаде тухсан, эпӗ пӗр самантлӑха чарӑнса тӑтӑм, виселица ҫине пӑхса илсе, пуҫӑма тайрӑм, унтан крепӑҫрен тухрӑм та хамран юлми Савельичпа пӗрле Оренбург ҫулӗпе утрӑм.

Вышед на площадь, я остановился на минуту, взглянул на виселицу, поклонился ей, вышел из крепости и пошел по Оренбургской дороге, сопровождаемый Савельичем, который от меня не отставал.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ, отец Герасим та унӑн ырӑ майри те хама йӑпатнине итлемесӗрех, Марья Ивановна умӗнче нумайччен тӑтӑм.

Долго стоял я перед нею, не слушая ни отца Герасима, ни доброй жены его, которые, кажется, меня утешали.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ кровать патне хуллен пырса тӑтӑм.

Я тихо подошел к ее кровати.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Иккӗленсе тӑтӑм.

Я колебался.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫав тери хӑрушӑ ӗҫсем курнипе, эпӗ хамӑн шухӑшсене ниепле те йӗркене кӳрейми пулса, вырӑнтан тапранмасӑр тӑтӑм.

Я все стоял на одном месте и не мог привести в порядок мысли, смущенные столь ужасными впечатлениями.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ кӑкӑрпа хӳме ҫумне пырса ҫапӑнтӑм, сиксе тӑтӑм, каллех ӳкрӗм.

Я грудью ударился о забор, вскочил и снова упал.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ йӗрсе ятӑм, пурпӗрех ура ҫине тӑтӑм.

Я заплакал, но встал.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ нимӗн шухӑшламасӑр, ҫумӑр тумламӗсем чӳрече куҫӗсем тӑрӑх малтан ерипен, унтан хӑвӑртран та хӑвӑрт юхса аннине вӑрахчен пӑхса тӑтӑм.

Долго, ни о чем не думая, я смотрел, как большие тяжелые капли скатывались по стеклу — сперва медленно, потом все быстрее и быстрее.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та эпӗ пуҫа усса, урайнелле тинкерсе пӑхса, юпа пек хытса тӑтӑм.

Но, как чурбан, я стоял, опустив голову и упорно глядя вниз, на пол.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ Швабрин ҫинче чарӑнса тӑтӑм, ҫавна шанмастӑп.

Подозрения мои остановились на Швабрине.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пӗчӗк пӳлӗмре калла-малла уткаласа ҫӳрене чух, эпӗ унӑн умне пырса тӑтӑм та ун ҫине хаяррӑн пӑхса илтӗм.

Шагая взад и вперед по тесной моей комнате, я остановился перед ним и сказал, взглянув на него грозно.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ вӑл Сковородников старике вӑрҫнине ӑнланса илтӗм, старик мӗн тунине ыйтса пӗлме тӑтӑм.

Я понял, что она ругала старика Сковородникова, и спросил, что он сделал.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тепӗр кун ирхине, шӑп палӑртса хунӑ вӑхӑтра, эпӗ капансем хыҫне ҫитсе, тӑшманӑм пырасса кӗтсе тӑтӑм.

На другой день в назначенное время я стоял уже за скирдами, ожидая моего противника.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫак самантра эпӗ ӑна ҫавӑнтах туртса ҫурма та хатӗрех пулса тӑтӑм.

В эту минуту я готов был растерзать его.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ пӗр авалхилле тирпейленӗ таса пӳлӗме кӗрсе тӑтӑм.

Я вошел в чистенькую комнатку, убранную по-старинному.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ мӗн тӗттӗмленичченех, сухаллӑ капитан-рулевой трубка витӗр «Чарӑн, хыҫалалла чак» тейичченех, Минька ҫине ӑсран кайнӑ пек пӑхса тӑтӑм.

Как очарованный, я смотрел на Миньку до тех пор, пока не стемнело, до тех пор, пока бородатый капитан—рулевой не сказал глухо в трубку: «Стоп! Задний ход!»

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ сиксе тӑтӑм та анне патнелле ыткӑнтӑм, кӑшкӑрса ятӑм.

Я вскочил, бросился к матери, закричал.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан пӳрт тавра ҫаврӑнтӑм та ҫав хӑрамалла чӳрече патне пырса тӑтӑм: чӗрем вӑйлӑн тапать.

Я обошел хату и приблизился к роковому окну: сердце мое сильно билось.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Мӗн пулнӑ, тесе, эпӗ сиксе тӑтӑм: «Тӑр, тумлан!» тесе кӑшкӑрчӗҫ мана темиҫен.

Я вскочил: что такое: «Вставай, одевайся!» — кричало мне несколько голосов.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пӳлӗм варрине ҫитсен вӑл тайкаланма пуҫларӗ; эпӗ сиксе тӑтӑм та, аллӑма парса, ӑна пукан патне ҫавӑтса ҫитертӗм.

Дойдя до середины комнаты, она пошатнулась; я вскочил, подал ей руку и довел ее до кресел.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех