Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫавнашкал тӗлӗксем курнӑ хыҫҫӑн Ҫӑрттан мучи ирхи апатченех типӗ тутисене ҫуласа ҫӳренӗ, пурлӑ-ҫуклӑ апатне ҫинӗ чухне вара ассӑн сывла-сывла илнӗ, катӑк кашӑкӗпе чашӑкра юлхавлӑн пӑлхатса, ҫӗр улми таткисене тытнӑ.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Килте ирхи апат ҫиме ӗлкӗреймерӗм тесен, мана пурпӗрех ҫитереҫҫӗ, кӑна эпӗ пӗлсех тӑратӑп.Скажу, что не успел дома позавтракать, и непременнейше меня покормят, уж это я как в воду гляжу!
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ирхи апат-ҫимӗҫ пӗҫернӗ хыҫҫӑн хутор ҫинче ҫаплах кизекӗн йӳҫӗкрех тӗтӗмӗ ҫакӑнса тӑрать, вӑшӑл-вӑшӑл вӗрекен ҫил ҫул ҫинчи чечеке ларнӑ мӑянӑн тутлӑ шӑршине хумхатать, выльӑх картисем тӗлӗпе иртсе пыракан мучи хӑй ачаранпах пӗлекен ӗне тислӗкӗпе сӗт шӑрши ҫапнине туять.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ну, вӑхӑта ахаль сая ярас мар, ирхи апат хӑвӑртрах кӗрсе ҫи-ха, эпӗ ҫав вӑхӑтра сан валли мӗнле те пулса лаша тупса, ӑна йӗнерлӗп, вара бригадӑна пӗрле кайӑпӑр.
XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ирхи апата Разметновӑн ватӑ амӑшӗ Давыдова тахҫанах йӑлӑхтарнӑ, чухӑннине пула вӗтетнӗ ӑш ҫуне те кӑшт ҫеҫ янӑ шӗвӗ кӗрпе пӑтти лартса пачӗ.
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Ирхи апат-и?

Вӑл чылайччен пӗр чӗнмесӗр тусӗн ырханланса кайнӑ пичӗ ҫине пӑхса ларчӗ, унтан ӗҫлӗн: — Эсӗ паян ирхи апат ҫинӗ-и? — тесе ыйтрӗ.Он долго молча смотрел в осунувшееся лицо друга, потом деловито спросил: — Ты нынче завтракал?
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Мӗнле ирхи апатсӑрах кайрӗ-ха вӑл?!
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Эпӗ вӑл хӑҫан килессе ӑҫтан пӗлем, кай, ан ҫыпҫӑн, тетӗп ӑна, вӑл ҫавах мана ирхи куна каҫчен тӗпчет те тӗпчет, ула кайӑк хӑрӑк йывӑҫа такканӑ пек.
VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хӑй патне ачашланма пынӑ кушак аҫине тапса сирпӗтрӗ, ирхи апата ларсан, арӑмне кӑлӑхах «ухмах» тесе хучӗ, сӗтел хушшинче хуҫалӑх ҫинчен калаҫнӑ чух вырӑнсӑр сӑмах хушнӑшӑн кинне кашӑкпа хӑмсарса илчӗ, ӑна ҫитӗннӗ хӗрарӑм мар, пӗчӗк ача вырӑнне хучӗ, тейӗн.
II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Автансем авӑтса ячӗҫ, тухӑҫ ҫуталса киле пуҫларӗ, ирхи шуҫӑм ҫути чӳрече хушӑкӗсенчен хӗсӗнсе кӗчӗ.Прокричал петух, на востоке посветлело, и вскоре в оконную щель проник серебристый утренний луч.
Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.
Лао Гун юррине ӗнӗрлеме чарӑнать кӑна — тухӑҫ ҫуталса киле те пуҫлать, кӗҫех вара чӳрече хушӑкӗнчен ирхи кӗмӗл ҫутӑ хӗсӗнсе кӗрет.
Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.
Ирпе лайӑхрах майлашса ларсаттӑм кӑна — Чэнь Лао-у кӗрсе тӑчӗ, ирхи апата пӑспа пӗҫернӗ пулӑпа пахча ҫимӗҫ илсе килчӗ.Утром, только было я спокойно уселся, как вошел Чэнь Пятый; он принес вареную рыбу.
IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Урапа йӗрри лакӑмӗсенче тӑпра сӑрхӑнтарса илеймен ҫумӑр шывӗ халӗ те кӳлленсе тӑрать-ха, анчах Гремячий Лог хуторӗ ҫийӗн, тирексенчен те ҫӳлерех, ирхи шупка-хӗрлӗ тӗтре ҫӗкленчӗ, шалкӑм ҫумӑр ҫуса тасатнӑ пек курӑнакан йӑлтӑртатми тӗксӗм-кӑвак тӳпере тул ҫутӑлнӑ тӗле пытанса ӗлкӗреймен ҫамрӑк кӗмӗл уйӑх ҫутӑ тӗсне ҫухатсах пырать.
40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ирхи тулӑ чашӑлах тикӗс шӑтса тухни пурне те савӑнтарчӗ, анчах иккӗмӗш бригада лаптӑкӗ ҫинче май уйӑхӗн малтанхи кунӗсенче акса хӑварнӑ ҫӗр гектара яхӑн кубанка текен тулӑ пур.
37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ирхи апатчен Давыдов чӗрӗк теҫеттина яхӑн сухаласа пӑрахрӗ.В первом упруге до завтрака Давыдов вспахал около четверти десятины.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ирхи тӑри кӑмӑла хумхатмалла тӑрлатни те, виҫӗ кӗтеслӗн карталанса вӗҫсе иртекен тӑрнасен ушкӑнӗ хайӗн шӗвӗр кӗтесӗпе пӗр пӗлӗтсӗр янкӑр уҫӑ тӳпене чӑмса кӗрсе пынӑҫемӗн кӗвик-кӗвик тесе чуна илӗртмелле йыхӑрса кӑшкӑрни кӑна илтӗнет.
26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ну, ирхи апатӑршӑн тавтапуҫ, кил хуҫисем!
25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тепӗр тесен, тата, ирхи апат туса илме те юрать пулӗ…
25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
«Чӑх хыпалакан» пулса ӗҫленӗ Аким Бесхлебнов мучи патне вӗсем пӗтӗм килйышӗ ирхи апат ҫисе ларнӑ вӑхӑтра пырса кӗчӗҫ.