Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шерборн вара кулса ячӗ, анчах савӑнса кулмарӗ вӑл, ӑна илтесси хӑйӑрлӑ ҫӑкӑр чӑмлассипе пӗрех пулчӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Хӑюлӑха пухса пӗрех хут пӗтӗмпех каласа парам терӗм — анчах каллех пултараймарӑм — мулкачран та хытӑрах хӑраса ӳкрӗм эпӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Мана ҫав тери лайӑх мар, намӑс пулса кайрӗ, вилсе выртӑттӑм пӗрех хут.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫав ухмах этемӗн пӗрех хут ҫатма тытасчӗ те пӗр чарӑнмасӑр тӳнккесчӗ, анчах тавҫӑрса илеймест ҫав; хушӑран хушӑ ҫеҫ кӑшкӑрать, ҫавӑнпа эпӗ йӗр ҫухататӑп, ишессе эпӗ пурпӗрех ишетӗп-ха, акӑ, сасартӑк сасӑ хам хыҫрах илтӗнчӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вӑл путнӑпа пӗрех.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пӗрех хут хамӑн путмаллаччӗ ун вырӑнне…
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Хам нимӗн те ӗҫменшӗн савӑнтӑм, анчах ӗҫнипе ӗҫменни пӗрех: вӗсем мана пурпӗрех сисес ҫук, мӗншӗн тесен эпӗ сывламасӑр тенӗ пек выртатӑп.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пӗрех хутчен мӗнле вилнине курам мар тесе, аллипе куҫне хупларӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Гондолӑсем хӑйсен пӗчӗккӗ хӗрлӗ ҫутисемпе унчченхинчен те хӑвӑртрах ишнӗн туйӑнаҫҫӗ; анланса илмелле мар йӑлтӑртатаҫҫӗ вӗсен хурса кӗсменӗсем — ӑнланса илмелле маррӑн хӑпарса анаҫҫӗ кӗсменсем, кӗмӗл пулӑсем пек курӑнса чӑмпӑлтатакан шыв пайӑркисем ҫийӗн; унта та кунта та гондольерсем кӗскен, шӑппӑн кӑшкӑрни илтӗнет (халь весӗм нихҫан та юрламаҫҫӗ); ытти сасӑсем илтӗнменпе пӗрех.
XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Леш асран кайми тӗлпулу ӑна хӑйӗн унчченхи ҫул-йӗрӗнчен яланлӑхах кӑларса пӑрахрӗ: халь вӑл ҫав йӗр ҫинче тӑмасть ӗнтӗ, — вӑл инҫетре, — апла пулсан та, йӗри-таврара пурте унчченхи йӗркепех, хӑйсен черечӗпех пулса пыраҫҫӗ, ним те улшӑнманпа пӗрех; унчченхи пурнӑҫ, Елена унчченхи пекех пурӑнасса тата пулӑшасса шанса, ҫавнашкалах малалла шӑвать.
XXI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Вӑл тусӗ ҫинчен мӗн пӗлнине пӗтӗмпех кала-кала кӑтартрӗ (эпир час-часах, пӗр-пӗр ҫынна юрас шутпа, унпа калаҫнӑ чухне хамӑр юлташа мухтатпӑр, ҫапла тунипе, ҫав хушӑрах, хамӑра хамӑр мухтанине туйманпа пӗрех пулатпӑр), вара, сайра хутран ҫеҫ Еленӑн шурӑ пичӗ хӗрелсен, куҫӗсем ҫуталса пысӑклансан, хӑй тӳссе ирттерекен лайӑх мар хуйхӑ унӑн чӗрине чӗпӗтет.
XIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Вӑл шӑпах леш ҫӗвӗҫ патӗнче, картишне кӗрсе кайнӑ ҫын тем тупаймасӑр ҫӳренине ним интересленмесӗр форточкӑран пӑхса илнӗ ҫӗвӗҫ ҫуртӗнче, пушӑпа пӗрех пысӑк пӳлӗмре хваттерте тӑрать.
VII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
— Ҫапла ҫав, хулпуҫҫийӗ, аллисем — пӗрех мар-и?
V // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Ҫул ҫинче эпӗ фурункулез туянтӑм, анчах халь вӑл иртнӗпе пӗрех ӗнтӗ.
1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Саншӑн пулсан, хуть нимӗҫ, хут лаша — пӗрех.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ҫӑва патне кайсах кӗресчӗ пӗрех хутчен сан хӑвӑн ачалла айванлӑхупа, хаклӑ тусӑм!
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Кунта ӑна пушшех аркатса пӗтернӗ, чипер ларакан йывӑҫ ҫукпа пӗрех: нумайӑшӗсем чалӑшса кайнӑ, чылайӑшӗсем ҫурмаран хуҫӑлнӑ, тымарӗ-мӗнӗпе кӑкланнӑ…
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Юрӗ вара, чӑнах та, ҫукпа пӗрех.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ҫул ҫинче машинӑсем ҫукпа пӗрех иккен, сайра ҫеҫ иртеҫҫӗ.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Уснӑ-ҫке пуҫна, ҫынпа пӗрех.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.