Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенӗ (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
91. Тӑр та ту ҫакна! мӗншӗн тесессӗн ку вӑл — санӑн ӗҫӳ, эпир те санпа пӗрле ҫакна тума вӑй ҫитерӗпӗр, тенӗ.

91. Встав, соверши это! ибо твое это дело, и мы с тобою в силах будем сделать его.

2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

81. Халӗ вара хӑвӑр хӗрӗрсене вӗсен ывӑлӗсене качча ан парӑр, вӗсен хӗрӗсене те ывӑлӑрсем валли качча ан илӗр, 82. ҫакӑ ҫӗр ҫинче тӗпленсе, унӑн ырӑлӑхӗпе пурӑнса ӑна хӑвӑр ачӑрсене еткерлӗхе хӑварас тесессӗн, нихӑҫан та вӗсемпе килӗшӳ ан шырӑр, тенӗ.

81. И теперь не отдавайте дочерей ваших в замужество за сыновей их, и их дочерей не берите за сыновей ваших, 82. и не ищите мира с ними во все время, чтоб укрепиться вам и вкушать блага сей земли и оставить ее в наследие детям вашим навек.

2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эпир Эсӗ хушнӑ йӗркесене пӑсрӑмӑр, Эсӗ вӗсене Хӑвӑн чурусем, пророксем, урлӑ панӑ, Эсӗ каланӑ: 80. эсир еткерлӗхе илме пырса кӗрекен ҫӗр ют халӑхсен йӗрӗнчӗкӗсемпе ирсӗрленнӗ, вӗсен тасамарлӑхӗпе тулнӑ, тенӗ.

Мы преступили повеления Твои, которые Ты дал рукою рабов Твоих, пророков, говоря: 80. земля, в которую вы входите, чтобы наследовать ее, осквернена сквернами иноплеменных земли, и они наполнили ее нечистотами своими.

2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Ездра священника, Ҫӳлхуҫа саккунне вӗрентекене, Артаксеркс патшаран ҫыру урлӑ янӑ ҫакӑн пек хушу ҫитнӗ: 9. «Артаксеркс патша Ездра священника, Ҫӳлхуҫа саккунне вӗрентекене, савӑнӑҫ сунать. 10. Шухӑшласа пӑхнӑ хыҫҫӑн, ҫынсене юратнипе эпӗ ҫапла тума хушрӑм: пирӗн патшалӑхра пурӑнакан Иудея халӑхӗн ҫыннисем, священниксемпе левитсем, хӑйсен ирӗкӗпе каяс теекенсем, санпа пӗрле Иерусалима кайччӑр. 11. Эпӗ хамӑн чи ҫывӑх ҫичӗ канашҫӑпа ҫакӑн пек шухӑшларӑм: кайма кӑмӑл тунисем ӗнтӗ пуҫтарӑнччӑр та кайччӑр; 12. Иудейӑпа Иерусалимра Ҫӳлхуҫа саккунӗпе килӗшӳллӗн пурӑннипе пурӑнманнине курччӑр, 13. эпӗ тата манӑн ҫывӑх ҫыннӑмсем Израиль Ҫӳлхуҫине пама пулнӑ парнесене, Иерусалимри Ҫӳлхуҫа валли Вавилон ҫӗршывӗнче тупӑнакан ылтӑн-кӗмӗле, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн Ҫурчӗ валли халӑх мӗн панипе пӗрле Иерусалима илсе кайччӑр; 14. ылтӑн-кӗмӗлӗ вӑкӑрсем, сурӑхсем, путексем туянма, ӗнтӗ мӗн кирлине туянма кайтӑр, 15. ҫакӑ вӗсен Иерусалимри Ҫӳлхуҫа Туррийӗн парне вырӑнӗ ҫинче Ҫӳлхуҫана парне кӳме пултӑр. 16. Ҫак ылтӑн-кӗмӗлпе ху тата хӑвӑн тӑванусем мӗн тума шухӑшлатӑр, хӑвӑн Турру ирӗкӗпе ҫавна ту. 17. Сана Иерусалимри хӑвӑн Туррун Ҫуртӗнче тыткалама панӑ Ҫӳлхуҫанӑн таса савӑчӗсене Ҫӳлхуҫа Турру умне ларт. 18. Хӑвӑн Туррун Ҫурчӗ валли мӗн кирлине патша хыснинчен парса тӑр. 19. Акӑ эпӗ, Артаксеркс патша, Сирипе Финикия хысни хуҫисене Ездра священника, Ҫӳлти Турӑ саккунне вӗрентекене, мӗн ыйтнине пӗр тӑхтаса тӑмасӑр, ҫӗр талант кӗмӗл таранах, пама хушрӑм, 20. ҫавӑн пекех ҫӗр кор таран тулӑ, ҫӗр виҫе таран эрех пама хушрӑм. 21. Патшанӑн патшалӑхӗпе унӑн ывӑлӗсене Ҫӳлти Турӑ ан ҫиллентӗр, ҫавӑнпа та, Турӑ саккунӗ тӑрӑх, Ҫӳлти Турӑ валли мӗн тумаллине тимлӗн, тӑрӑшса тӑвӑр. 22. Ҫакна та калатӑп сире: священниксемпе левитсене, юрӑҫсемпе хапха хуралҫисене, Турӑ Ҫурчӗ таврашӗнче ӗҫлекенсемпе Турӑ Ҫурчӗн ҫыруҫисене нимӗнле хырҫӑ та, куланай та хумалла мар, никамӑн та ҫакна тума ирӗк ан пултӑр. 23. Эсӗ вара, Ездра, Турӑ панӑ ӑсупа Сирипе Финикия ҫӗрӗнче хӑвӑн Туррун саккунне пӗлекенсене пуҫлӑх пулма, тӳре пулма лартса тух, пӗлменнисене вӗрент; 24. сан Туррун саккунне е патша саккунне пӑхӑнманнисене пурне те айӑпламалла, вӗлермелле е хӗнемелле, укҫан шыраса илмелле е хӑваласа ямалла» тенӗ Артаксеркс ҫырӑвӗнче.

8. Пришло и письменное повеление, данное от царя Артаксеркса Ездре священнику и чтецу закона Господня, следующее: 9. Царь Артаксеркс Ездре священнику и чтецу закона Господня радоваться. 10. Рассудив человеколюбиво, я повелел, чтобы добровольно желающие из народа Иудейского и из священников и левитов, находящихся в нашем царстве, шли вместе с тобою в Иерусалим. 11. Итак, кто только желает, пусть соберутся и идут, как рассудилось мне и моим семи ближайшим советникам; 12. пусть увидят, что делается в Иудее и Иерусалиме согласно с законом Господним, 13. и отнесут в Иерусалим дары Господу Израиля, которые обещал я и мои приближенные, и всякое золото и серебро, какое найдется в стране Вавилонской для Господа в Иерусалим, вместе с даяниями от народа на храм Господа Бога их, находящийся в Иерусалиме; 14. золото же и серебро--на волов, овнов и агнцев и прочее к сему относящееся, 15. чтобы возносить жертвы Господу на жертвеннике Господа Бога их в Иерусалиме. 16. И все, что бы ни захотел ты с братьями твоими сделать на это золото и серебро, делай по воле Бога твоего. 17. И священные сосуды Господни, данные тебе для употребления во храме Бога твоего в Иерусалиме, поставь пред Господом, Богом твоим. 18. И прочее, что потребуется тебе на нужды храма Бога твоего, давай из царского казнохранилища. 19. И вот я, царь Артаксеркс, повелел казнохранителям Сирии и Финикии, чтобы они все, чего потребует Ездра священник и чтец закона Всевышнего Бога, исправно давали ему, даже до ста талантов серебра, 20. также пшеницы до ста коров и вина до ста мер. 21. И все другое по закону Божию тщательно да приносится Всевышнему Богу, чтобы не было гнева на царство царя и сынов его. 22. И еще говорю вам, чтобы на всех священниках и левитах, и священнопевцах и привратниках, и служителях храма и на писцах сего храма не было никакой дани или другого налога, и чтобы никто не имел власти налагать что-либо на них. 23. А ты, Ездра, по мудрости Божией, поставь начальников и судей, чтобы они судили по всей Сирии и Финикии всех, знающих закон Бога твоего, а незнающих поучай: 24. и все те, которые будут преступать закон Бога твоего, или царский, пусть будут непременно наказываемы, смертью ли или телесным наказанием, денежною пенею или изгнанием.

2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Эппин, патшан кӑмӑлӗ пулсассӑн, Кир патшан кӗнекисем упранса тӑракан ҫӗрте шыраса пӑхчӑр, 22. Иерусалимра Ҫӳлхуҫа Ҫуртне Кир патша ирӗкӗпе туни палӑрсассӑн, патша хуҫамӑр кӑмӑл тусассӑн, пире ҫакӑн ҫинчен пӗлтермелле пултӑрччӗ» тенӗ ҫырура.

21. Итак, царь, если угодно, пусть поищут в царских книгохранилищах Кира, 22. и если окажется, что строение дома Господня в Иерусалиме производилось по воле царя Кира, и угодно будет это господину царю нашему, пусть дано будет нам знать о том.

2 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Ҫав вӑхӑтра вӗсем патне Сирипе Финикия ҫӗрне тытса тӑракан аслӑ пуҫлӑх Сисинни, Сафравузан тата вӗсен юлташӗсем пынӑ та каланӑ: 4. ку Ҫурта, ытти хуралтӑсене эсир кам ирӗк панипе тӑватӑр? Ҫакна тӑвакансем камсем? тенӗ.

3. В это время явился к ним Сисинни, правитель Сирии и Финикии, и Сафравузан и товарищи их и сказали им: 4. с чьего разрешения строите вы сей дом и сей кров, и все прочее совершаете? И кто строители, совершающие это?

2 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

67. Вара Зоровавельпе Иисус тата Израиль ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем вӗсене каланӑ: сирӗн пирӗнпе пӗрле пирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр Ҫуртне лартасси пулас ҫук; 68. хамӑра Перси патши Кир хушнӑ пек, Ҫӳлхуҫанӑн, Израиль Туррийӗн, Ҫуртне эпир хамӑрах тӑватпӑр, тенӗ.

67. Тогда сказал им Зоровавель и Иисус и начальники племен Израильских: не с вами нам строить дом Господу Богу нашему; 68. мы одни будем строить его Господу Богу Израиля, соответственно тому, как повелел нам Кир, царь Персидский.

2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

65. Вӗсем Зоровавельпе Иисус тата ӑру пуҫлӑхӗсем патне пынӑ та каланӑ: эпир те сирӗнпе пӗрле ӗҫлӗпӗр, 66. мӗншӗн тесессӗн эпир те сирӗн пекех сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑра пуҫҫапатпӑр, эпир Ӑна хамӑра Ассири патши Асвакафас ҫакӑнта куҫарса килнӗренпех парне кӳрсе тӑратпӑр, тенӗ.

65. И, приступив к Зоровавелю и Иисусу и к родоначальникам, говорят им: будем и мы строить вместе с вами; 66. ибо и мы подобно вам слушаем Господа вашего и приносим Ему жертвы от дней Асвакафаса, царя Ассирийского, который переселил нас сюда.

2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эсӗ мана ӑслӑлӑх патӑн, эй Ҫӳлхуҫамӑм, аттемӗрсенӗн Турри, тав тӑватӑп Сана! тенӗ.

Даровавший мне мудрость, сказал: и благодарю Тебя, Господи, Боже отцов наших.

2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

46. Эй патша хуҫамӑм, шӑпах ҫакӑн ҫинчен ыйтатӑп та эпӗ санран, тархаслатӑп сана, санӑн аслӑлӑху ҫакӑ вӑл: Ҫӳлти Патша умӗнче тума пулса, хӑвӑн чӗлхӳ-ҫӑварупа сӑмах панине пурӑнӑҫа килтерме ыйтатӑп, тенӗ.

46. И об этом самом теперь я прошу тебя, господин царь, и умоляю тебя, и в этом величие твое: прошу тебя исполнить обещание, которое ты устами твоими обещал Царю Небесному исполнить.

2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

42. Ҫавӑн хыҫҫӑн патша яш ачана каланӑ: мӗн кӑмӑл тӑватӑн, ҫавна ыйт, ҫырнинчен те ытларах ыйт, парӑпӑр сана, мӗншӗн тесессӗн эсӗ чи ӑсли пултӑн, ӗнтӗ манпа юнашар ларӑн, сана патша хурӑнташӗ теме тытӑнӗҫ, тенӗ.

42. Тогда царь сказал ему: проси, чего хочешь, более написанного, и дадим тебе, так как ты оказался мудрейшим, и будешь сидеть подле меня, и будешь называться родственником моим.

2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вара пурте кӑшкӑрса ярса каланӑ: чӑнлӑх аслӑ, пуринчен те вӑйлӑ, тенӗ.

И все возгласили тогда и сказали: велика истина и сильнее всего.

2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Эй арсем! Ӑна ҫапла пӑхӑнса тӑраҫҫӗ пулсассӑн, чи вӑйли патша мар-и вара? тенӗ те — шӑпланнӑ иккӗмӗшӗ.

12. О, мужи! Не сильнее ли всех царь, когда так повинуются ему?—И замолчал.

2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Эй арсем! эрех ҫапла тутарма пултарать пулсассӑн, вӑл пуринчен те вӑйлӑ мар-и вара? тенӗ.

24. О, мужи! Не сильнее ли всего вино, когда заставляет так поступать?

2 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Патша вӗсене каланӑ: пире хӑвӑр ҫырнине ӑнлантарса парӑр, тенӗ.

17. И сказал им: объясните нам написанное.

2 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Патша каланӑ: чӗнсе кӗртӗр ҫав яш ачасене, хӑйсен сӑмахӗсене ӑнлантарса паччӑр, тенӗ.

16. И сказал: призовите этих юношей, пусть они объяснят слова свои.

2 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Виҫҫӗмӗшӗ ҫырнӑ: хӗрарӑмсем вӑйлӑрах, анчах пурне те чӑнлӑх ҫӗнтерет, тенӗ.

12. Третий написал: сильнее женщины, а над всем одерживает победу истина.

2 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Тепӗри ҫырнӑ: патша вӑйлӑрах, тенӗ.

11. Другой написал: сильнее царь.

2 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Пӗри ҫапла ҫырнӑ: пуринчен те вӑйли эрех, тенӗ.

10. Один написал: сильнее всего вино.

2 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Ҫавӑнтах кашнийӗ хӑйӗн сӑмахне ҫырса, пичет пусса ҫыпӑҫтарнӑ та ӑна Дарий патша пуҫ вӗҫне хурса каланӑ: 9. патша вӑрансан, ӑна эпир ҫырнине парӗҫ; патшапа Персин виҫӗ аслӑ улпучӗ, мӗн ҫырнине тишкерсе, хӑшӗн сӑмахне ӑслӑрах тесе йышӑнӗҫ, ҫавна мала хурӗҫ, тенӗ.

8. И тотчас, написав каждый свое слово, запечатали и положили под изголовье царя Дария и сказали: 9. когда царь встанет, подадут ему это писание, и за кем признает царь и трое вельмож Персидских, что слово его мудрее, тому дастся преимущество, как написано.

2 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех