Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

инке сăмах пирĕн базăра пур.
инке (тĕпĕ: инке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Инке икӗ кун апат ҫитермерӗ, юлашкинчен ывӑнсах ҫитрӗ манпа, алӑ сулчӗ.

Тетушка два дня не кормила, напоследок устала со мной, махнула рукой.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Инке икӗ кун вӗлтренпе хӗне-хӗне шкула илсе кайрӗ.

Тетушка два дня провожала в школу хлестая крапивой.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Сӑмахӑма пӗр сӑвӑри йӗркесемпе вӗҫлем: «Хисеп те чыс сана, Хӗрарӑм! Эс – пурнӑҫ, чӗрӗлӗх Турри. Анне, инке те арӑм – телей хӗрарӑмсем пурри…»

Куҫарса пулӑш

Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Анне вӑл – мана, пиччепе шӑллӑмсене, йӑмӑкӑма чун панӑ, ӗмӗрне тӑван тӗпренчӗкӗсемпе пӗрле ҫӗр-ҫӗр ачана ӑс парса пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине кӑларас ӗҫе халалланӑ, 42 ҫул ытла шкулта вӑй хунӑ манӑҫми Мария Гавриловна Степанова, манӑн кукамай – шкула пӗр ҫул ҫӳремесӗрех паянхи чылай наука кандидачӗпе профессортан ӑслӑрах Анастасия Гавриловна Гаврилова, кӳршӗри Хевронь инке

Куҫарса пулӑш

Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Куна инке ниепле те калаймасть ҫав ята, темле тӗрӗс тухмасть унӑн…

Бабка Куна никак не может ее выговорить; все у нее не получается…

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Гинка инке, Юрданӑн качча кайнӑ хӗрӗ, начар теме те ҫук-ха хӑйне, ытла шапӑлти, ӑсран яракан хӗрарӑм, хӑйӗн йӑваш упӑшкине кирлӗ чух хӗнеме те пултараканскер, пуҫтарӑннӑ хӑнасене шӳтле-пӳтле сӑмахпа йӑпатса, ывӑна пӗлмен чӗлхине енчен енне вылятса тек шапӑлтатать.

Тетка Гинка, замужняя дочь Юрдана, все еще недурная собой, болтливая, взбалмошная бабенка, колотившая, когда считала нужным, своего смиренного мужа, забавляла гостей шутками и остротами, непрерывно сыпавшимися с ее неутомимого языка.

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Иваница инке, мӗнле-ха унта, кӗҫӗн алӑкӑр уҫах-и?

— Бабушка Иваница, а что, калитка открыта?

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ҫук, мӗн эс, инке!

— Нет, что ты, тетя!

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Виҫӗ казак пурнӑҫне илчӗ, халӗ тӑваттӑмӗшне шырать, анчах кӑмӑл тӑваканах ҫук, качча илме хӑраҫҫӗ ӑна, ун пек инке вӗлерсех пӑрахать! — терӗ Дубцов.

Трех казаков пережила, теперь ищет четвертого, но что-то охотников не находится, боятся на ней жениться, заездит этакая тетенька насмерть! — сказал Дубцов.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех