Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑварӗсене (тĕпĕ: ҫӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Карап чул ҫине ҫитсе тӑрӑнсан, ӑна вӑйлӑ ҫил-тӑвӑлпа ҫӗкленнӗ хумсем питӗ хытӑ чӳхентернӗ пулас, ҫавӑнпа та икӗ ҫын, борт тулашне хумпа пӗрле юхса тухасран хӑраса, пӗр-пӗринчен ярса тытнӑ та ҫӑварӗсене шыв кӗнипе чыхӑнса вилнӗ пулас.

По всей вероятности, когда корабль наскочил на утес, его все время обдавало громадными волнами, так как была сильная буря, и эти два человека, боясь, чтобы их не смыло за борт, ухватились друг за друга, да так и захлебнулись.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Чӗлхине тӑсса кӑларнӑ йытӑсем йӑртлаттарса чупаҫҫӗ, ват ула кураксем те йывӑҫ ҫинче ҫӑварӗсене каркаласа лараҫҫӗ.

Собаки брели, высунув языки, и даже старые вороны на деревьях разевали клювы, с трудом дыша.

Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.

Тубянсксем, пирӗн кӳршӗсем, ҫӑварӗсене турта чикесчӗ вӗсенне, кӗҫӗр ҫӗрле Палан кӗтесне вӑрӑлла пынӑ та пирӗн утта вӑтӑр купаран кая мар турттарса кайнӑ.

Тубянцы, соседи наши, дышло им в рот, нынешнюю ночь воровски приехали в Калинов Угол и увезли не менее тридцати копен нашего сена.

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ыттисем хӑйсен вӑрттӑн шухӑшӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларасран хӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа та ман сӑмахсене илтсен вӗсем, хӑйсене тыткалама манса, ҫаплипех ҫӑварӗсене уҫмасӑр сиввӗн йӗлпӗрсе кулаҫҫӗ.

Только они боятся, как бы не разгадали их тайного желания, и потому, услышав мои слова, все более раздражаясь, продолжают холодно усмехаться, не разжимая при этом губ.

X // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Хӑйсем ҫӑварӗсене уҫмасӑр йӗлпӗрсе кулаҫҫӗ.

Они ухмыляются, не разжимая губ.

X // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Хӑшӗсем вӗсенчен хӑйсене хӑйсем мӑйракасӑмса тирӗнчен явнӑ нумай вӗҫлӗ нухайккӑсемпе турта-турта ҫапнӑ, теприсем кӗске ҫӗҫӗпе кӑкӑрне е хулпуҫҫине вӑрӑм сурансем каса-каса янӑ, виҫҫӗмӗшсем ҫӑварӗсене пӳрнисемпе турта-турта ҫурнӑ, хӑлхисене тӑпӑлтарнӑ, пичӗсене чӗрнисемпе чӑрмаланӑ.

Некоторые из них стегали себя многохвостыми плетками из кожи носорога, другие наносили себе короткими ножами в грудь и в плечи длинные кровавые раны, третьи пальцами разрывали себе рты, надрывали себе уши и царапали лица ногтями.

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Итлесе пӑхӑр-ха эсир, хӗрарӑмсем епле сӗрлеҫҫӗ, тӗкӗл-турасем пекех, — ҫӑварӗсене пӑкӑласа лартасчӗ!

Вы послухайте, как бабы гудут, как шершеня, в рот им клёп!

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав самантра аҫа йытта вӗлерсе пӑрахнӑ пулӑттӑм, Титок карчӑкне те, Титокне хӑйне те тӗп туса, пӗтӗм пульӑсене тӳрех ҫӑварӗсене персе тултарнӑ пулӑттӑм.

В этот момент и кобеля мог жизни решить, и Титкову бабу, да и Титку бы прямо в зевало все пули так и покидал бы!

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ, хамӑн пӗчӗк йӑмӑксем ан ӳлеччӗр тесе, ҫӑварӗсене хуплаттӑм…

А я зажимаю маленьким сестренкам рты, чтобы не ревели…

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫынсен характерне пӗлсе ҫитме ӗлкӗреймен тискер кайӑксем хӑйсене тӗксе илнӗшӗн ҫилленеҫҫӗ, урисемпе читлӗх решеткисене ҫапаҫҫӗ те, хаяррӑн чӗтренекен ҫӑварӗсене карса, ҫухӑрса яраҫҫӗ.

Те звери, которые еще не ознакомились с характером людей, сердятся на них, бьют лапами по прутьям клеток и ревут, открывая гневно дрожащие пасти.

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Ачасем, ҫӑварӗсене карса, чӗнмесӗр утаҫҫӗ; ҫутӑ йӑмӑхтарса суккӑрлатнӑ куҫӗсемпе вӗсем йӗри-тавралла ҫав тери тинкерсе пӑхаҫҫӗ.

Дети идут, молчаливо раскрыв рты, и ослепленными глазами смотрят вокруг напряженно и серьезно.

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Пурте ҫӑварӗсене карса пӑрахрӗҫ.

Все и рты разинули.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Халӗ ӗнтӗ кусем тӗлӗннипе ҫӑварӗсене карса пӑрахрӗҫ.

Увидев, что произошло, они рты открыли от удивления.

Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Пӗр чӗлхе тупнӑ виҫӗ юлташ шкул алӑкӗнчен тухсан хайхисем тӗлӗннипе ҫӑварӗсене карса пӑрахрӗҫ.

Когда новоиспеченная троица друзей вышла из дверей школы, то у восьмиклассников лица вытянулись от удивления.

Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ачасем ун тумӗ ҫине ҫӑварӗсене карса, тӗлӗнсе пӑхаҫҫӗ.

Мальчики смотрели на него с полуоткрытыми ртами, восхищенные и подавленные его неожиданным великолепием.

XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ачасем тӗлӗнсе хытсах кайрӗҫ, ҫӑварӗсене карса пӑрахрӗҫ.

Ребята были так поражены, что только рты разинули.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хӗвел питӗнче каютӑн ҫутӑ чӳречисем, борт тата иллюминатӑрсем ҫинчи пӑхӑр пайӗсем ялтӑраса тӑраҫҫӗ; улалатса сӑрланӑ палубӑна лакпа витнӗ, ун ҫинчи вентиляторсем, хӗрлӗ ҫӑварӗсене чавка пек карса, йӗс мӑйӗсене кукӑртса тӑраҫҫӗ.

На солнце сверкали зеркальные окна каюты, медная отделка борта и иллюминаторов; на полосатой лакированной палубе, выгнув короткие медные шеи, по-галочьи разинули красные глотки вентиляторы.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Улпутсем гусара ҫӑварӗсене карсах итлеҫҫӗ, вӑл ӗнтӗ, ҫул ҫинчен килнӗ ятпа, хӗрме те ӗлкӗрнӗ, хӑюланса кайнӑ, сӗтеле шакка-шакка, тирӗк-чашӑка сиктерсе, бокалсене тӳнтерсе, хӑйӗн шухӑ калавне малалла юптарать.

Помещики слушают развесив уши, а гусар, уже хвативший с дороги несколько стаканов вина, осмелев, стуча кулаками по столу так, что подпрыгивают тарелки и валятся бокалы, продолжает свой лихой рассказ.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Чӳречерен уйӑх ҫути кӗрсе вӗсен сарӑ та кӑвак пичӗсене, путнӑ ҫӑварӗсене, тӗтреллӗ те ҫурри хупӑ куҫӗсене, тӑсӑк сӑмсисене ҫутатса тӑнӑ…

Луна сквозь окна освещала их желтые и синие лица, ввалившиеся рты, мутные, полузакрытые глаза и высунувшиеся носы…

Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Пурте ҫӑварӗсене карса пӑрахаҫҫӗ, Лариса нимӗн чӗнмесӗр ҫӗкленет те пӳртрен тухса кайма тӑрать.

Все открывают рты, Лариса молча встает и идёт к двери.

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех