Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫынсенчен (тĕпĕ: ҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ырӑ сунман ҫынсенчен асӑрханӑр.

Не исключены проделки недоброжелателей, будьте внимательны.

6-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку эрнере хӑрушӑ ӗҫсенчен, иккӗленӳллӗ ҫынсенчен тата ҫулҫӳревсенчен асӑрханма тӑрӑшӑр.

На этой неделе стоит остерегаться опасных дел, сомнительных людей и поездок, связанных с риском для здоровья.

4-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах Сергеевӑн пырӗ ытти ҫӑтӑ ҫынсенчен те анлӑрах.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтӑ пыр // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 70–72 с.

— Тӗнчене ҫуралса тухнӑранпа темиҫе кун анчах пурӑнать пулин те, пиртен вӑтӑр ҫул ытла пурӑнакан ҫынсенчен ӑслӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтӑ пыр // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 70–72 с.

Темиҫе ҫын районран килнӗ те эп ӗҫсе ҫӳрени ҫинчен ҫынсенчен ыйтса пӗлеҫҫӗ пек.

Куҫарса пулӑш

Майлаштарсан майлашать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 26–29 с.

Амӑшӗ те, килте ӗҫлекен кирлӗ тесе, хӗрне вӗрентесшӗнех пулмарӗ, ӑна шкула яма ҫынсенчен те именчӗ, пачӑшкӑ та, Вознесенский атте: — Хӗрарума хотла вӗрентни — хӑйӑртан вӗрен явни ҫеҫ вӑл, ҫилуха кӗни кӑна, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Аттерен те, ҫынсенчен те.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Шкулта ӗҫленӗ хушӑрах чӑваш халӑх юррисене пухатӑп, ялсем тӑрӑх ҫӳресе, ҫынсенчен тӗрлӗ юрӑ ҫырса илетӗп.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Куҫ хупса илнӗ самантра Лавр Мухаров хӑй ҫак ҫынсенчен калама ҫук инҫетре-инҫетре тӑнине, вӗсемшӗн ют пулнине ӑнланса илчӗ те, унӑн чунӗ ыратса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Сутас пирки тӳрех ан калаҫ-ха эсӗ, ҫынсенчен Те лайӑх мар: тус вӗт-ха…

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Поля хӑйӗн хырӑмӗ ӳсни ҫинчен, ҫырӑнмасӑр ача ҫуратма ҫынсенчен лайӑх марри ҫинчен час-часах, хытӑран хытӑрах астутарма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

А мана ҫынсенчен ытлашши кирлӗ-им?

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Анчах вӑрттӑнлӑха, ҫынсенчен темле пытарсан та, ҫумӑнти арӑмунтан мӗнле пытарса хӑварӑн?

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пӗрле килнӗ ҫынсенчен нумайӑшӗ таврари ялсем тӑрӑх саланчӗҫ, Таня ют Хулара пӗр-пӗччен тӑрса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хӑш чухне мӗн кирлине укҫа парса ҫынсенчен каласа янӑ, вӗсем илсе килсе панӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Амӑшӗ ывӑлне пӗр тенкӗ укҫа пачӗ те: — Ҫынсенчен ан юл, эсӗ те хур, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

Ӑна тутӑр вӗҫӗпе ҫынсенчен вӑрттӑн шӑлса, пуҫне ҫӗрелле чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Лавне вӑл ҫынсенчен пӗчӗкрех тиенине эпӗ малтанах асӑрхарӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Ҫынсенчен пытанса выртсан кӑна.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Вӗсем ытларах вӗреннӗ, тӗнчепе ытларах паллашнӑ, унӑн хури шуррин сӑлтавӗсемпе тупсӑмне те Ҫтаппан ӳсӗмӗнчи ҫынсенчен лайӑхрах пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех