Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӑмӑлӗ тулни те, лӑпланни те, тӑрӑшни те, саванни те, кӗтни те — унӑн питӗнче пурте палӑрчӗҫ, пӗлӗтсем тӳпере унӑн кӑвак тӗсне пӑсса мар, ӑна палӑртса кулнӑ пек, унӑн сӑн-питӗнче шуса иртнӗ.
7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Кусем ӗнтӗ, хӑйсен тӗсне кура, хӑш трактор ӑҫтине, мӗн ӗҫленине, техникӑна пӑхма е авари пулнипе чарӑннине пӗрре пӑхсах пӗлтерекен паллӑсем.
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Тискертереххӗн курӑнакан ҫӑмламас та те кӑвакаракан, те хӗвелпе тӗсне ҫухатнӑ куҫхаршисем юриех вӑл ытла ырӑ кӑмӑллӑн та шухӑшлӑн пӑхнине йӗркелесе тӑма кирлӗ пулнӑ пек туйӑннӑ.
4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Уй-хирте пуш-пушах, пӗр йытпырши кӑна ҫул хӗррипе тӑсӑлнӑ та тӑсӑлнӑ ҫӗртех ҫӗре ӳксе шаннӑ, тусан ҫине сарӑлса выртнӑ, хӑйӗн типсе кушӑрканӑ ҫулҫисене тата тӗсне ҫухатнӑ, имшеркке те вӑйсӑр ҫеҫкисене тусанпа ҫунӑ.
4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Шултра тумламсем виҫеллӗ те тӗп-тӗрӗс тумлаҫҫӗ, пробиркӑри ирӗлчӗксем майӗпенех хӑйсен тӗсне улӑштараҫҫӗ: теприсем — кӗренленеҫҫӗ, — вара, вӗсемпе пӗрле тенӗ пекех, Алешӑн пичӗ те майӗпен ҫуталса пычӗ.
6. «Сӑрнай» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑл николаевски салтак пулнӑ пулас: вӑл тӗсне ҫухатнӑ салтак картузӗпе пулнӑ, аллине туратлӑрах патак тытнӑ.Видимо, николаевский солдат, — в военной фуражке с полинявшим верхом и с сучковатой палкой в руке.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Вӑл урама тухрӗ те, ҫынсем тем пуласса кӗтсе калаҫнӑ сасӑсем пӑлханса кӗрленине илтсен, чӳречесенче, хапхасем умӗнче — пур ҫӗрте те унӑн ывӑлӗпе Андрей ҫине тӗлӗнсе пӑхакан ҫынсене курсан, унӑн куҫӗ умне темле тӗтреллӗ пӑнчӑ тухса тӑчӗ, ҫав пӑнчӑ тӗсне улӑштарса, пӗрре ҫутӑ симӗс, тепре пӑтранчӑк кӑвак пулса, сулкаланса тӑчӗ.
XXVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Унӑн техӗмлӗ шӑршипе тӗсне ҫурҫӗрте пӗлеймеҫҫӗ-ха.
XIV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Тӳпе сарӑ-хӗрлӗ тӗсне ялкӑша-ялкӑша чӗтренет, асаплӑн туртӑнса хирӗнсе илет.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Паганель, унӑн тӗсне курсан, чӑнах та, вырӑна килекен сӑмахсенех каларӗ, анчах вӑл калани пурӑнӑҫра нимӗн те пӗлтермест.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Сӑмахран, калас-тӑк, эс ӗнер тӑватӑ мороженӑй ҫисе ятӑн, йӑмӑкна вара тӗсне те кӑтартмарӑн.Например, вчера ты съел четыре порции мороженого, а с младшей сестрой не поделился.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Ун пек хуҫасем Российӑра сахал мар, анчах, кивелнӗ сюртукӑн тӗсне уйӑрса илме йывӑр пулнӑ пекех, вӗсен кӑмӑлне уйӑрса илме питӗ йывӑр.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Унта авалхи фамильнӑй портретсем, ҫурӑк пирлӗ темле картинӑсем, ылтӑнланӑ тӗсне ҫухатнӑ картинӑсем, пӗр сӑмахпа каласан, тӗрлӗрен ӑпӑр-тапӑр нумай.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
«Тӑхта-ха, тен, кунта ман валли мӗн те пулин ҫук-и», терӗ те вӑл, картинӑсем, ылтӑнланӑ тӗсне ҫухатнӑ картинӑсем патне пӗшкӗнсе, ҫӗтӗлсе пӗтнӗ, тусанпа тата пылчӑкпа витӗннӗ никам хисеплемен картинӑсене пӑхма пуҫларӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Тахҫан шӑрҫа пек курӑнса ларнӑ кермен тӗсне ҫухатнӑ та ӗлӗкхинчен лутрарах пек туйӑнать.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сӑрт ҫинчен тӑван ялӗ курӑнса кайрӗ — сӗвек ҫырма хӗррипе вӑрӑм урам тӑсӑлса выртать, урам тӑршшӗпе кӗрхи ылтӑн тӗсне ҫухатнӑ ҫӳлӗ тирексем лараҫҫӗ.
9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Кӑна пурнӑҫ хӑех витӗмлӗн ӗнентерсе пачӗ: хӗрачан ҫырӑ тӗслӗ ҫӳҫӗ пӗтӗмпех тӑкӑнчӗ те ун вырӑнне хуп-хура кӑтра ҫӳҫ шӑтса тухрӗ, куҫӗсем те унӑн, хуралса, тӑрӑхланса пырса, малтанхи тӗсне улӑштарчӗҫ.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Канаври лашан ҫӳлелле кантарса тӑракан ури чӗркуҫҫи кукринчен хуҫланнӑ, чӗрни такан пӑтисемпе кӑштах ҫуркаланнӑ, ҫапах та рак хуранӗ евӗр ҫутӑ кӑвак тӗсне ҫухатман-ха.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пурте вӗсем ӑна хӑйсен тӗсне ҫухатнӑ этемсем пек туйӑнаҫҫӗ, вӗсен кӑвак, сенкер, симӗсрех тата ытти тӗслӗ куҫӗсенче лӳпперлӗхсӗр пуҫне урӑх нимӗн те ҫук, ҫавӑнпа вӑл чӑртмах этемсем якалса пӗтнӗ тахҫанхи пӑхӑр укҫана кӑна аса илтереҫҫӗ.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӗсен ҫӳлти сийӗсем кӗренӗн-кӑвакӑн тӗссӗрленеҫҫӗ, аялараххисем хӑйсен урӑм-сурӑм ҫутине ҫухатса пыраҫҫӗ, тӗсне ылмаштарса, тӗксӗм пӗлӗт ярӑмӗ ҫине темле ҫемҫе сирень чечекӗ пек ҫепӗҫ тӗтӗм сапса ҫутӑлтараҫҫӗ.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.