Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тивӗҫ сăмах пирĕн базăра пур.
тивӗҫ (тĕпĕ: тивӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Президент полкӗнче службӑна пурнӑҫласси - сумлӑ та яваплӑ тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кив Ирчемес каччи - Президент полкӗнче // А.ЗАМУТКИНА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

Иван Борисович Чӑваш Енре пурнӑҫа кӗртекен инвестици проекчӗсемпе паллаштарнӑ — вӗсем хими производствине анлӑлатма тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Волгоградри “Химпром” пире кирлӗ-и? // К.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Чӑн та, «ҫӳле» ӗнерхи вырӑс чӗлхин экзаменӗ умӗн хӑшӗсем тӗрӗслевре пулӑшма тивӗҫ хатӗрсене ППЭ пунктне пӗр кун маларах кӗртсе хуни пирки пӗлтернисем пулнӑ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ку енӗпе Патӑрьелсем кӑна ырӑ сӑмаха тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ҫут тӗнчерен кайнисене сума сӑвасси пирӗн тивӗҫ, пирӗн парӑм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Вӗсене асра тытни, хисеплени — тӑванлӑхпа чӑвашлӑх туйӑмне упрама вӗрентекен тӗп тивӗҫ.

Знание, почитание своих корней — основной долг, обучающий беречь связь с родными и гордость за чувашскую нацию.

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

«Паттӑрлӑхшӑн» медале салтак хаяр ҫапӑҫура полкӗн докуменчӗсене сыхласа хӑварнӑшӑн илме тивӗҫ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрла пӗр ӗҫшӗн - орден, теприншӗн - медаль // Галина ЗОТОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Республикӑра ӗҫ пуҫаракансене грант формипе хресченпе фермер хуҫалӑхне йӗркелеме, аталан- тарма патшалӑх пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерме тытӑн-нӑранпа, 2012 ҫултанпа, районти пилӗк фермер пӗрер миллион тенкӗ илме тивӗҫ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Районти пӗр фермер гранта тивӗҫнӗ // А.ЗАМУТКИНА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

— Паллах, кӑткӑс операци тунӑ, йывӑр чирлӗ ҫынсем больницӑра выртма тивӗҫ, ҫӑмӑл чирлисене вара кӑнтӑрлахи стационар мелӗпе сиплени вырӑнлӑрах.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

«Хыпар» хаҫата та аталантарса, халӑхра сарса пырасчӗ, ҫакӑ — пирӗн тивӗҫ», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Купӑрля ӑс-хакӑл управҫине пуҫ тайрӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Депутатсем, общество организацийӗсем, массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ҫак лару-тӑру ҫине айккинчен пӑхса тӑма тивӗҫ мар! Ҫулсем туни тата вӗсене юсани ҫинчен калакан отчетсем час-часах чӑнлӑхпа тӳр килмеҫҫӗ, тепӗр чухне тӗлӗнтереҫҫӗ те.

Депутаты, общественные организации, средства массовой информации не должны оставаться в стороне! Отчеты о строительстве и ремонте дорог нередко не соответствуют действительности и вызывают недоумение.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Эпир ӗҫ ҫыннине пулӑшма тивӗҫ, мӗншӗн тесен республикӑри экономика ырлӑхӗн никӗсне шӑпах ҫав ӗҫчен алӑсем йӗркелеҫҫӗ вӗт.

Мы обязаны поддерживать человека труда, ведь именно его руками создается основа экономического благополучия республики.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Унӑн вӑрҫӑри паттӑрлӑхӗ, тӑнӑҫлӑ саманашӑн пурнӑҫне шеллеменни, шӑнкӑр-шӑнкӑр шыв юххиллӗ сӑввисем хисепе тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

Хамӑрӑн паттӑрсене асра тытасси - пирӗн тивӗҫ!

Куҫарса пулӑш

Вилӗмсӗр полк // Пирӗн пурнӑҫ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

Кӑҫал вӑл тӗнче кубокӗн тапхӑрӗсене хутшӑнма тивӗҫ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Шикленсен те тӑвайккине хӑпаратчӗ» // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Пӗр сӑмахпа каласан, пирӗн тивӗҫ - кашнинине кирлӗ пулӑшу парасси.

Куҫарса пулӑш

Тӗллев - ӗҫпе тивӗҫтересси // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Сӑваплӑ вырӑнсенче яланах тирпейлӗ, таса пулма тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурте активлӑ хутшӑнар // В. ШАПОШНИКОВ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Кӑҫал та ҫак ӗҫе малалла тӑсасшӑн - ял халӑхӗ лайӑх условисенче пурӑнма тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмпех - ҫынсемшӗн // Г.АДЮКОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Ҫакӑ ял ҫыннисене шухӑшлаттарма тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмпех - ҫынсемшӗн // Г.АДЮКОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

7. Эсир хӑвӑр та пӗлетӗр, сирӗн пирӗнтен тӗслӗх илмелле: эпир сирӗн патӑрта ӗҫсӗр пурӑнмарӑмӑр, 8. никам патӗнче те ҫӑкӑр ахаль ҫимерӗмӗр; сире никама та йывӑрлӑх кӳрес марччӗ тесе, эпир кунӗн-ҫӗрӗн тӑрӑшса ӗҫлерӗмӗр — 9. эпир ҫакна пирӗн сирӗнтен пулӑшу ыйтма тивӗҫ ҫуккипе туман, сире тӗслӗх кӑтартас тесе, пирӗнтен курса вӗренччӗр тесе тунӑ.

7. ибо вы сами знаете, как должны вы подражать нам; ибо мы не бесчинствовали у вас, 8. ни у кого не ели хлеба даром, но занимались трудом и работою ночь и день, чтобы не обременить кого из вас, - 9. не потому, чтобы мы не имели власти, но чтобы себя самих дать вам в образец для подражания нам.

2 Фес 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех