Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗркун сăмах пирĕн базăра пур.
пӗркун (тĕпĕ: пӗркун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗркун алӑк питӗркӗчне ҫӗмӗрсе кӗчӗҫ Урнашкипе иккӗшӗ, Нямаҫӗ… вилес пек ҫапӑҫрӑм.

— Недавно запор на двери сломали и ворвались сюда Нямась с Урнашкой, так я с ними насмерть билась.

XXIV. Ашшӗпе хӗрӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Вӑл мӗн пӗлессе пӗлместӗп те, атте пӗркун Нямаҫ тетесем патӗнче хӑнара пулнӑ, ҫавӑн чухне аташса калаҫнӑ пулсан кӑна.

— Ну я не знаю, что знает дядя Элендей, а вот отец недавно у Кандюков в гостях был, может, тогда чего-нибудь и сболтнул.

XVII. Тунсӑхланӑ ҫуртра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Эс пӗркун та мана тем асӑнтартӑн.

Ты мне и в тот раз чего-то намекал…

XVI. Пӗртӑвансем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫӗнӗ Ыр лапӗнче чапӑр пуррине пӗлет Селиме, унтан вӑл пӗркун чей валли татса килсеччӗ, анчах кунта та пуррине пӗлмест-ха.

Селиме знает, что этой травы много в ложбине Нового Святилища, она не раз рвала ее там для чая, но чтобы чабрец рос здесь, в поле…

III. Инкекпе куҫа-куҫӑн // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пӗркун эп унта качакасем куртӑм та хӑваласа кӑлартӑм, улмана ашма пултараҫҫӗ.

Третьеводни я оттуда коз выгнал, ботву картофельную вовсю щипали.

II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Я его знать не знал, теп, пӗркун пӗрре хӗрлине виҫ кӗленче ятӑмӑр та, сан милиционеру тӳнк! тӳнсе кайрӗ, теп.

Знать не знаю и знать не хочу, правда, недавно мы с ним 3 пузыря красного винца на двоих уговорили, так твой милиционер, как бомж последний на месте и вырубился.

Пӗрремӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив

— Хӑйса пӗлтеретӗп сире, господин обер-лейтенант, пӗркун эсӗр пӗрре арӗсленӗ Мечислав Пшигодскине — хайхи, хӑйне тыткӑнри салтак тесе калаканскере, дезертирсем вокзал ҫине тапӑннӑ чух ытти арестантсемпе пӗрле тухса тарнӑскере — халь эпӗ фольваркра тытрӑм…

— Смею доложить, господин обер-лейтенант, мною задержан на фольварке уже однажды арестованный вами Мечислав Пшигодский, называющий себя военнопленным и сбежавший вместе с другими арестантами при налете дезертиров на вокзал…

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

— Эсӗ енчен те эпӗ пӗркун сирӗн тарӑн юханшывӑртан хӑраса ӳкнӗ, ҫавӑнпа ун чухне леш ӑҫтиҫук кушак ҫуришӗн шыва сикмен тесе шутлатӑн пулсан — хӑвӑн ирӗкӳ.

— А если ты думаешь, что я испугался вашей глубокой реки и не вошел тогда в воду за этим несчастным котенком, — твое дело.

XV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Пӗркун чарӑннӑ хулара эпир пурте ҫӗнӗ тум туяннӑччӗ; король вӗр-ҫӗнӗ тум тӑхӑнчӗ, мана та тумланма хушрӗ.

Все мы купили новое платье там, где останавливались прошлый раз; и теперь король сам оделся во все новое и мне тоже велел одеться.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Хӑй пӗркун вӑрманта Гарние персе вӗлерейменшӗн Бак ниҫта кайса кӗрейми тарӑхать — вӑл ҫакнашкал ҫилленнине эпӗ нихҫан та курман.

Но до чего же Бак выходил из себя, что ему не удалось убить Гарни тот раз в лесу, — я просто ничего подобного не слыхивал!

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Эпӗ ӑна пӗркун та курнӑччӗ-ха.

Я его и раньше видел.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Пирӗнпе юнашар йывӑҫ ҫуртра старикпе карчӑк пурӑнаҫҫӗ, пӗркун ҫавсемпе калаҫрӑм, сӑмах май вӗсем ҫав Джексон утравӗ текен вырӑна нихҫан та никам кайса ҫӳремест терӗҫ.

На днях я разговаривала со стариком и старухой, что живут рядом, в бревенчатом сарае, и они сказали, между прочим, что никто никогда не бывает на том вон острове, который называется остров Джексона.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Пӗркун ирхи апат ҫинӗ вӑхӑтра эпӗ, асӑрхаймасӑр, тӑвар суланчи тӳнтерсе ятӑм.

Как-то утром меня угораздило опрокинуть за завтраком солонку.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Пӗркун эпӗ Уотсон миса маншӑн кӗлтума ыйтса пӑхрӑм, вӑл мана ухмах терӗ.

Как-то на днях я попросил мисс Уотсон помолиться вместо меня, а она обозвала меня дураком и даже не сказала, за что.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Рита хӑйӗн каҫхине пушӑ вӑхӑт пуласси ҫинчен тата «Париж коммунине аркатнин сӑлтавӗсем» ятлӑ темӑна пӗркун вӗренсе пӗтерейменни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Рита сообщила о свободном вечере и о незаконченной проработке темы: причины разгрома Парижской коммуны.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пӗркун станцире хӑйсене хирӗҫ тӑнӑшӑн тавӑрасшӑн.

Сводят счеты за последнюю бузу на станции.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пӗркун аннӳ йӑлӑннипе хӑвартӑм, халӗ ӗнтӗ пӗтрӗ.

В прошлый раз только твоя мать упросила оставить тебя, ну, а теперь уж конец.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Вӑл эпир пӗркун кайнӑ пек машинах-и?

 — Это была такая же машина, на которой мы в прошлый раз с тобой ехали?

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Пӗркун Элексейпе Шуршыва кайсан эс таврӑннӑ тӗле чи тутлӑ хӗрлӗ эрех илсе килтӗм.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Пӗркун Кирюк кӑвайт тунине пӑхса тӑтӑм та киле таврӑнса аттен пӑчӑкине шыраса тупрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех