Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илнӗ (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куҫӑмсӑр майпа Улатӑрти ялхуҫалӑх техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ, бухгалтер профессине алла илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Ӗҫчен хӗре ял каччи - Михаил Емельянов куҫ хывнӑ, ӑна хӑйӗн мӑшӑрӗ пулма суйласа илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Унта пӗр ҫулталӑк вӗренсе Настя пахчаҫӑ профессине алла илнӗ, колхозри садпа пахча бригадинче ӗҫлеме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

2015 ҫулта 362 документ упрама илнӗ.

В 2015 году 362 документов взяли на хранение.

Документсенче - халӑх кун-ҫулӗ // Т.ПУПИНА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Командӑсем пӗтӗмӗшле миҫе очко пухнине шута илнӗ хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулчӗ: виҫҫӗмӗш вырӑнта - «Новый путь» кооператив, иккӗмӗшӗ - Тури Выла ялӗн команди, пӗрремӗш вырӑнта Ехремкасси ял тӑрӑхӗн команди.

Куҫарса пулӑш

Кубок Элӗксенчен Ехремкассине куҫрӗ // П.ЕФИМОВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ялти арҫынсенчен 46 проценчӗ професси пӗлӗвӗ илнӗ, 30 проценчӗ - вӑтам пӗлӳллӗ.

Из сельских мужчин 46 процентов получили профессиональное образование, 30 процентов - со средним образованием.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Хальхи вӑхӑтра чылай ҫамрӑк аслӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн хулара тӗпленсе пурӑнма кӑмӑллать.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Акцие ирттерессине Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хӑйӗн ҫине ытларах илнӗ май кӑҫалхи диктант тексчӗн конкурсӗ пуҫланни пирки пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

Кӑҫал та диктант ҫырӑпӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Таланцевсен кӗҫӗн ывӑлӗ те Хусанти 3-мӗш гимназире пӗлӳ илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Вӑл та пиччӗшӗ пекех Хусан гимназийӗнче пӗлӳ илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Иккӗшне «Перспектива» проектпа килӗшӳллӗн малалла аталантарма суйласа илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш çамрăкĕсен черетлĕ çитĕнĕвĕ // В.БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Ҫурхи уява районсенче те савӑнӑҫлӑн кӗтсе илнӗ.

Весенний праздник и в районах встретили весело.

Эй, Çăварни, Çăварни, килсе çитрĕ уяв эрни! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Улшӑнусем кӗртнӗ документпа килӗшӳллӗн, малашне суйлав участокӗсенче аккредитаци илнӗ журналистсем ҫеҫ ӗҫлеме пултараҫҫӗ.

Согласно документу с изменениями, в дальнейшем на избирательных участках смогут работать лишь журналисты получившие аккредитацию.

Журналистсем суйлава ирӗклӗн хутшӑнаймӗҫ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/11772.html

Йыш пӗчӗкрех пулассипе килӗшме тиветех ӗнтӗ, ҫапах ял хуҫалӑхӗ пӗчӗккӗн вӑй илнӗ май /ҫакӑн паллисем пур. Ютран, чикӗ леш енчен, кӳрекен апат-ҫимӗҫ самаях хӗсӗннӗ май патшалӑх тинех хамӑрӑн хресчен еннелле ҫаврӑнчӗ пек туйӑнать/ ял та ура ҫине тӑратех.

Куҫарса пулӑш

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ларисӑпа Михаил Игнатьевсене, спектакль пӑхма кӑмӑл тунӑскерсене, театр директорӗ Вадим Ефимов тата пултарулӑх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев кӗтсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Игнатьевсем спектакль пăхнă // Хыпар. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

«Ҫӳп-ҫап вӑрҫи» ҫав-ҫавах тӑсӑлать-ха, каяша уйӑрасси тата суйласа илнӗ ӑпӑр-тапӑрпа производствӑра усӑ курасси вара иккӗмӗш вырӑнта.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ҫав тытӑма суб «Симӗс патруль» эксперчӗсем палӑртнӑ тӑрӑх - 2015 ҫулхи пӗтӗмлетӳллӗ рейтингра влаҫӑн вырӑнти органӗсем хӑйсенчен ыйтакан информаципе тивӗҫтерес тӗллевпе общество организацийӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлеме хатӗр пулнине те шута илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

М.Игнатьев ачасене профессин вӑтам пӗлӗвне тата хушма пӗлӳ парассипе Чӑваш Ен пухнӑ паха опыта федераци центрӗ, уйрӑммӑн илсен нумаях пулмасть республикӑра пулнӑ Дмитрий Медведев премьер-министр ҫӳлте асӑннӑ колледжа тата унта пурнӑҫа кӗртекен вӗренӳ программисене пысӑка хурса хакланине аса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

ЧР Суту-илӳпе промышленноҫ палатин президенчӗ Игорь Кустарин тупӑшӑва аталантармалли стандартсене пурнӑҫа мӗнлерех кӗртнине мониторинглакан экспертсен ушкӑнне пуҫтарнине аса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Пирӗн ял ӗҫченӗсен продукцине тишкерсен ҫакӑ курӑнать: 54,1% - ӳсентӑранран, 45,9% выльӑхран туса илнӗ.

Анализ продукции работников села показывает следующее: произведено 54,1% в области растениеводства, 45,9% - в области животноводства.

Кил хуçалăхĕсенче ĕне-выльăх сахалланать // Николай ЯКИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех