Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

типӗ сăмах пирĕн базăра пур.
типӗ (тĕпĕ: типӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах кунта ни вӗтлӗх, ни типӗ курӑк курӑнмасть — ретӗн-ретӗн лартса тухнӑ хырсем кӑна.

Ни кустика, ни сухой травинки — одни сосны ровными рядами.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫул ҫине панӑ типӗ паексене эпир тахҫанах ҫисе пӗтернӗ ӗнтӗ, вӗри яшка вара юлашки хут виҫӗмкун тутанса курнӑччӗ.

Сухой паек, выданный нам на всю дорогу, давно был съеден, а горячую пищу мы ели в последний раз позавчера.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Кутамккара манӑн — икӗ эрнелӗхе панӑ типӗ апат-ҫимӗҫ.

В вещевом мешке у меня лежал сухой паек на две недели.

1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Каютӑра ӑшӑ та типӗ.

В каюте было тепло и сухо.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Юлашки кунсенче типӗ те сивӗ ҫанталӑк пулчӗ.

А сейчас стояла прохладная, но сухая погода.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Нумай пулмасть чавнӑ окоп хӗрринче типӗ курӑк тунисемпе тин кӑна кӗрхи сивӗ тивнӗ чӗр курӑксем курӑнкалаҫҫӗ.

Вдоль относительно свежего окопа вразнобой торчала трава — пожухлая и еще живая, чуть тронутая осенью.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Типӗ ҫырмасенче темӗн чухлӗ ӳсекен нардуна ҫӑкӑр вырӑнне ҫиме пуҫларӑмӑр.

Нарду, в изобилии растущий на дне пересохших ручьёв, давал нам довольно сносный хлеб.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ӑна-кӑна илтмесӗр пулмалла, вӑл каллех хӑй вырӑнне кайса кӑвайт ҫине типӗ туратсем пӑрахнӑ.

Не обнаружив, очевидно, ничего подозрительного, он отошёл обратно на своё место и подсыпал сухих ветвей в костёр.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кимӗ варринчи типӗ упа сарри ҫинче тыткӑна илнӗ вунӑ европеец лараҫҫӗ.

В середине лодки на подстилке из папоротников сидели десять пленных европейцев.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Типӗ ҫӗрпе нӳрӗ сакӑрвунӑ миль каймалла, кунне вуншар миль кайсан, лӑпах сакӑр куна ҫитет.

Оно равнялось восьмидесяти сухопутным милям, или восьми дневным переходам, по десяти миль каждый.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫунтармалли ҫуккипе вӗсем вут чӗртме пултарайман, выҫӑпа аптӑранӑ, мӗншӗн тесен сахӑрӗ шыв пек пулнӑ, сухарийӗ йӗпенсе чусталаннӑ, тумтирӗсем пӗр ҫип типӗ юлмиччен йӗпеннӗ, урари япалисем таткаланса пӗтнӗ.

Они не могли развести костёр из-за недостатка топлива, страдали от голода, так как сахар превратился в сироп, а сухари — в мокрое тесто; одежда их промокла насквозь, обувь изорвалась в клочья.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ялан кисренсе тӑнипе кӑмӑла пӑтратсан та типӗ апата ҫулҫӳревҫӗсем кӑмӑлласах ҫирӗҫ.

Но и это скромное угощение было с удовольствием съедено путешественниками, хотя качка не очень-то помогала их аппетиту.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Джон кун пеккине кӗтсе тӑриччен типӗ ҫӗр ҫине ҫитесшӗн.

Джон хотел добраться до суши, не дожидаясь этого.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Бригран типӗ ҫӗре ҫитиччен тӑхӑр мильрен ытла пулмалла мар пек туйӑнчӗ.

Земля находилась не больше как в девяти милях от брига.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Инҫетри Турцирен килекен типӗ тинӗс ҫилӗ пите сӗртӗнет.

Обвевает лицо сухой «моряк», долетающий сюда из далекой Турции.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Кӑнтӑрлара йӑлӑхтарса ҫитернӗ типӗ ясмӑк яшки тата антрацит пек хытӑ кӗрепенке ҫурӑ хура ҫӑкӑр ҫиеҫҫӗ.

В обед ели убийственную в своем однообразии постную чечевицу, полтора фунта черного, как антрацит, хлеба.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Унӑн трилистник ҫулҫи майлӑ ҫунаттисем айӗнче типӗ вӑррисем пӗчӗк пӑрҫа пысӑкӑш ӳсеҫҫӗ.

Под его листьями, похожими на листья трилистника, росли сухие споры размером в горошину.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кайӑк-кӗшӗк те, шӑна-пӑван та, ҫӗленсем те тытса ҫиеймен чухне кунти туземецсене вилӗмрен хӑтаракан апатпа тӑранмалла пулчӗ ҫулҫӳревҫӗсен: Паганель типӗ ҫырмара пӗр тӗслӗ курӑк тупрӗ, ҫав курӑкӑн сӗтекӗсем ҫинчен ӑна пӗрре ҫеҫ мар хӑйӗн географилле обществӑри юлташӗсем мухтаса каланӑ.

Путешественникам пришлось довольствоваться той пищей, которая спасает от смерти туземцев, когда они не могут поймать ни дичи, ни насекомых, ни змей: Паганель нашёл в высохшем русле какого-то ручья растение, о прекрасных питательных свойствах которого ему неоднократно говорили его коллеги по Географическому обществу.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Сӑмах та ҫук, — терӗ типӗ сассипе Гленарван.

— Не спорю, — ответил сухо Гленарван.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫак хӑрнӑ йывӑҫсем ҫинче пӗр кайӑк та йӑва ҫавӑрман; кӑшт ҫил вӗрнипех шӑмӑ пек шалтӑртатса каякан типӗ туратсем ҫинче пӗр ҫулҫӑ та курӑнмасть.

Ни одна птица не гнездилась на этих деревянных скелетах; ни один лист не колыхался на сухих ветвях, стучавших, как кости, при малейшем дыхании ветерка.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех