Шырав
Шырав ĕçĕ:
5. Вӗсем ӑна каланӑ: Иудейӑри Вифлеемре, мӗншӗн тесессӗн пророк урлӑ ҫапла ҫырнӑ: 6. «эсӗ те, Вифлеем, Иуда ҫӗрӗ, Иудӑн аслӑ хулисенчен нимӗнрен те кая мар: санран Пуҫлӑх тухӗ, Вӑл Ман халӑхӑма, Израиле, сыхласа усрӗ» тенӗ.
Мф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эхер те эпӗ Санран ырӑлӑх илтӗм пулсассӑн, ман ҫине Таса Сывлӑша ярсамччӗ, чӑн пуҫламӑшӗнчен пуҫласа тӗнчере мӗн тунине, Санӑн саккунунта мӗн каланине ҫырса хурам эпӗ, ҫапла ҫынсем хӑйсене валли ҫул тупма пултарччӑр, юлашки вӑхӑтра пурӑнас теекенсем пурӑнма пултарччӑр, терӗм.
3 Езд 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫӗршывсенче пӑлхавсем пула-пула иртсессӗн, халӑхсем пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна тӗлсӗр-палсӑр куҫма тытӑнсассӑн, тапӑна-тапӑна кӗме тытӑнсассӑн, патшасем-ҫулпуҫсем улшӑнсах, шуйхансах тӑрсассӑн, 4. Ҫӳлти Турӑ ҫакӑн ҫинчен санран малтан пулнӑ кунсенчех, пуҫламӑшӗнчех, каланине ӑнланса илӗн.
3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑвӑн халӑхун ҫылӑхӗсем ҫине ан пӑх, Хӑвна чӑннипе ӗҫлесе тӑракансем ҫине пӑх; 25. йӗркесӗр ҫынсен усал ӗҫӗсене ан асӑрха, инкек-синкекре те Хӑвӑн халална астуса тӑнисене асӑрха; 26. Хӑвӑн умӑнта ултавлӑ хӑтланнисем ҫинчен ан шухӑшла, Санран хӑрани мӗн иккенне пӗлсе ҫитнисене асна ил; 27. выльӑхла пурӑннисене ан пӗтер, Хӑвӑн саккунна уҫӑмлӑ вӗрентнисем ҫине пӑх; 28. тискер кайӑкран та япӑхрах шутланаканнисене ан ҫиллен; 29. яланах Хӑвӑн тӳрӗлӗхӳпе мухтавна шанса тӑракансене кӑмӑлла.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ ҫылӑха кӗрсен, эсӗ ху пӗччен анчах мар, эпир те, санран пулса кайнисем, йӗркесӗре тухрӑмӑр.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Эпӗ Санран ҫӳлти ҫинчен мар, хамӑр патӑмӑрта куллен пулса иртекенни ҫинчен ҫеҫ ыйтасшӑнччӗ: мӗншӗн-ха Израиль суя тӗнлисен мӑшкӑлӗ пулса пурӑнать? мӗншӗн-ха Эсӗ юратнӑ халӑха ҫылӑхлӑ ӑрусене панӑ? мӗншӗн аттемӗрсен саккунне нимӗн вырӑнне те хумаҫҫӗ? мӗншӗн-ха унччен ҫырса хунӑ халалсене халӗ пӑрахӑҫа кӑларнӑ?
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Халӗ вара эпӗ санран вут-ҫулӑм, ҫил тата хӑв пурӑнса ирттернӗ кун ҫинчен — пурӑнӑҫунта кирлӗ япаласем ҫинчен ҫеҫ — ыйтрӑм, эсӗ вара мана ҫавна та хуравлаймарӑн, терӗ.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл вара мана каларӗ: эхер те эпӗ санран тинӗс варринче пурӑнмалли вырӑн миҫе е тӗпсӗр авӑр никӗсӗнче миҫе ҫӑлкуҫ, е тӳпере миҫе шыв ҫулӗ, е райӑн хапхисем мӗнле тесе ыйтнӑ пулсассӑн, 8. эсӗ, тен, мана: эпӗ тӗпсӗр авӑра та анса курман, тӳпене те нихӑҫан та улӑхман, тамӑкран тухмалли вырӑн ӑҫтине те пӗлместӗп, тенӗ пулӑттӑн.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ассур, сан тӗлӗшрен вара Ҫӳлхуҫа ҫапла татса панӑ: текех сан ятлӑ йӑх пулмӗ; санӑн турру ҫуртӗнчи йӗрӗхсемпе кӗлеткесене пӗтерсе тӑкӑп; унта сан валли виле шӑтӑкӗ хатӗрлӗп, мӗншӗн тесессӗн санран йӗрӗнӗҫ.
Наум 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫакна халӑхсем курӗҫ те, хӑйсем темле хӑватлӑ пулсан та, намӑсланӗҫ; тути-ҫӑварне алӑпа хупласа тӑрӗҫ, хӑлхисем илтми пулса ларӗҫ; 17. ҫӗлен пек, тӑпра ҫулӗҫ, хӑйсен хӳтлӗхӗнчен вӗсем ҫӗр ӑманӗсем пек шуса тухӗҫ; пирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑртан сехӗрленӗҫ, Санран хӑраса ӳкӗҫ.
Мих 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Е Ӑна хамӑн усал ӗҫӗмшӗн — малтан ҫуралнӑ ывӑлӑма, чунӑм ҫылӑха кӗнӗшӗн — хамӑн варӑмран ҫуралнӑскере парӑпин ҫеҫ?» 8. Эй этем! мӗн ырри иккенне, Ҫӳлхуҫа санран мӗн ыйтнине каланӑ-ҫке сана: ялан тӳрӗ пулмалла, ырӑ ӗҫ тума юратмалла, хӑвӑн Турру умӗнче йӑваш ӑслӑ ҫӳремелле.
Мих 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Акӑ Эпӗ сана халӑхсем хушшинче кӗҫӗнни турӑм, санран пурте йӗрӗнеҫҫӗ.2. Вот, Я сделал тебя малым между народами, и ты в большом презрении.
Авд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Халӗ эпир пӗтӗм чун-чӗрепе Сан хыҫҫӑн пыратпӑр, Санран хӑратпӑр, Санӑн сӑнна шыратпӑр.41. И ныне мы следуем за Тобою всем сердцем и боимся Тебя и ищем лица Твоего.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Эй Ҫӳлхуҫа, хамӑр ҫылӑхӑмӑрсемшӗн эпир пур халӑхсенчен те кӗҫӗне юлтӑмӑр, пире пӗтӗм ҫӗр ҫинче хур турӗҫ, 38. халӗ ӗнтӗ пирӗн аслӑ пуҫлӑх та, пророк та, ҫулпуҫ та ҫук, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне парасси те, ытти парнесем кӳресси те, фимиампа тӗтӗресси те ҫук, Санран ырӑлӑх курасшӑн Сана парне кӳмешкӗн парне вырӑнӗ те ҫук.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Эсӗ пире, аттемӗрсен сӑваплӑ хулине Иерусалима пур тӗлӗшпе те тӗрӗс айӑпларӑн: хамӑр тунӑ ҫылӑхсемшӗн эпир мӗне тивӗҫнине Эсӗ пире тӗрӗссипе тавӑрса патӑн; 29. эпир, Санран уйӑрӑлса, ҫылӑха кӗтӗмӗр, йӗркесӗр ӗҫсем турӑмӑр, пур тӗлӗшпе те айӑплӑ пултӑмӑр.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Халӑхун ывӑлӗсем санран: «мӗн япала ку, пире ӑнлантарса памӑн-и?» тесессӗн, 19. вӗсене ҫапла кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ Иосиф туйине, Ефрем аллинчи тата унпа килӗштерсе пурӑнакан Израиль йӑхӗсен аллинчи туяна, илӗп те ӑна Иуда туйи ҫумне хурӑп, ҫапла вӗсене пӗр туя тӑвӑп, Манӑн аллӑмра вӗсем пӗр пулӗҫ.
Иез 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эпӗ йӗркесӗр ҫынна: «йӗркесӗр этем! санӑн вилӗмӳ ҫитӗ» тенӗ чухне эсӗ йӗркесӗр ҫынна хӑй ҫулӗнчен сыхланма каламарӑн пулсан, ҫав йӗркесӗр ҫын хӑйӗн ҫылӑхӗшӗн вилӗ, анчах унӑн юнне санран шыраса илӗп.
Иез 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Израиль ывӑлӗсем санран аллисемпе ярса тытрӗҫ те, эсӗ чӗрпӗклентӗн, вӗсен хулне чиксе пӗтертӗн; вӗсем сан ҫине тӗренчӗҫ те, эсӗ хуҫӑлса ӳкрӗн, вӗсене пӗтӗмпе амантса пӗтертӗн.
Иез 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Хӑвна халӑхсем хушшинче пӗлнисем пурте санран тӗлӗнӗҫ: эсӗ сехре хӑппи пулса тӑрӑн, эсӗ ӗнтӗ ӗмӗрне те пулмӑн.19. Все, знавшие тебя среди народов, изумятся о тебе; ты сделаешься ужасом, и не будет тебя во веки.
Иез 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Тинӗс пуҫлӑхӗсем пурте хӑйсен аслӑ пуканӗ ҫинчен тӑрӗҫ те юпӑнчисене хывса хурӗҫ, хӑйсен тӗрӗллӗ тумӗсене хывӗҫ те, шикленӳпе пӗркенсе, ҫӗре ларӗҫ, самантсерен ҫӳҫене-ҫӳҫене илӗҫ, санран тӗлӗнӗҫ.
Иез 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.