Шырав
Шырав ĕçĕ:
5. Ӗмӗрӳ тӑршшӗнче сан умӑнта никам та тытӑнса тӑраймӗ; Моисейпе пӗрле пулнӑ пекех, Эпӗ санпа пӗрле пулӑп: санран пӑрӑнмӑп, сана пӑрахса хӑвармӑп.
Нав 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вара Моисей Иисуса чӗнтерсе илнӗ те ӑна мӗнпур Израиль ҫынни умӗнче каланӑ: ҫирӗп те хӑюллӑ пул — эсӗ ҫак халӑхпа кайӑн, Ҫӳлхуҫа унӑн ашшӗсене тупа туса ӑна пама пулнӑ ҫӗршыва пырса кӗрӗн, ӑна йӑхсерен ҫӗр валеҫсе парӑн; 8. Ҫӳлхуҫа Хӑй сан умӑнтан пырӗ, Хӑй санпа пӗрле пулӗ, санран уйӑрӑлса та каймӗ, сана пӑрахса та хӑвармӗ — ан хӑра, ан сехӗрлен, тенӗ.
Аст 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Моисей пынӑ та Израилӗн мӗнпур [ывӑлне] ҫак сӑмахсене каласа панӑ, 2. вӗсене ҫапла каланӑ: эпӗ ӗнтӗ ҫӗр ҫирӗм ҫулта, эпӗ ӗнтӗ тухаймастӑп та, кӗрейместӗп те, Ҫӳлхуҫа та мана: «эсӗ ҫак Иордан урлӑ каҫаймӑн» терӗ; 3. Ҫӳлхуҫа Турру Хӑй пырӗ сан умӑнтан; Вӑл ҫак халӑхсене санӑн куҫу умӗнчен пӗтерӗ, эсӗ вӗсене хӑвӑн аллуна илӗн; Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, сан умӑнтан Иисус пырӗ; 4. [Иорданӑн ку енче пулнӑ] Аморрей патшисене Сигонпа Ога тата вӗсенӗн Хӑй пӗтерсе тӑкнӑ ҫӗрне Ҫӳлхуҫамӑр мӗн кӑтартрӗ, ҫак халӑхсене те Вӑл ҫавнах кӑтартӗ; 5. Ҫӳлхуҫа вӗсене сирӗн аллӑра парӗ, эсир вара вӗсене эпӗ хӑвӑра ӳкӗтлесе каланӑ ӳкӗтсем мӗн хушнине кӑтартӑр; 6. ҫирӗп те хӑюллӑ пулӑр, ан хӑрӑр, [ан шикленӗр,] ан сехӗрленӗр вӗсенчен, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Турру Хӑй санпа пӗрле пырать, санран Вӑл уйӑрӑлса та каймӗ, сана пӑрахса та хӑвармӗ, тенӗ.
Аст 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
58. Ҫак кӗнекере ҫырнӑ саккун мӗн хушнине пурӑнӑҫласа тӑма тӑрӑшмастӑн пулсассӑн, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун ҫакӑ мухтавлӑ та хӑрушӑ ятӗнчен хӑраса тӑмастӑн пулсассӑн, 59. Ҫӳлхуҫа сана хӑвна та, санӑн тӑхӑмна та халиччен пулман шӑтан-юханпа аптӑратса ӳкерӗ, иртсе кайми хӑрушӑ шӑтан-юханпа тата иртсе кайми усал чир-чӗрпе чирлеттерсе хӗне ярӗ; 60. сана Египет чирӗсене, хӑвна хӑратса тӑнӑ пӗтӗм [усал] чире, ертӗ, вӗсем вара санран хӑпа пӗлмӗҫ; 61. хӑвна тӗппипе пӗтерсе тӑкичченех Ҫӳлхуҫа сан ҫине ҫак саккун кӗнекинче ҫырса кӑтартман пӗтӗм чире [тата ҫырса кӑтартнӑ пӗтӗм чире] ярса тӑрӗ; 62. эсир тӳпери ҫӑлтӑрсем пекех йышлӑччӗ, анчах хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итлеменнипе эсир сахаллӑн тӑрса юлатӑр.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итлеменшӗн, сана Хӑй ӳкӗтлесе каланине — Унӑн ӳкӗчӗсене, Вӑл хунӑ йӗркесене — тытса тӑманшӑн ҫак пӗтӗм ылхан сан ҫине пулӗ, хӑвна пӗтерсе пӑрахичченех вӗсем санран хӑпмӗҫ, сана ҫитӗҫ: 46. ку ӗнтӗ сан ҫинчи, санӑн йӑху ҫинчи ӗмӗрлӗх паллӑ пулӗ, ыттисене астутараканни пулӗ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Ютран килсе санӑн хутлӑхунта пурӑнакан ҫын санран ҫӳлерех те ҫӳлерех ҫӗкленӗ, эсӗ вара аяларах та аяларах анса пырӑн; 44. вӑл сана кивҫен парса тӑрӗ, эсӗ ӑна кивҫен параймӑн; вӑл пуҫӗ пулӗ, эсӗ вара хӳрере пулӑн.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлхуҫа сана хӑрӑнтарса ҫитернипе, сивчирпе, тар чирӗпе, шыҫӑ чирӗпе, типпе хӑварса, ҫунтаракан ҫил тата хура тутӑх ярса тертлентерӗ, вӗсем санран ху пӗтсе ҫухаличчен те хӑпмӗҫ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Санран ҫурални те, санӑн ҫӗрӳн ҫимӗҫӗ те, вӑкӑрусен хунавӗ те, сурӑхусен хунавӗ те ылханлӑ [пулӗҫ].18. Проклят [будет] плод чрева твоего и плод земли твоей, плод твоих волов и плод овец твоих.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эсӗ Ҫӳлхуҫа Туррун ӳкӗчӗсене уяса пурӑнсассӑн, Унӑн ҫулӗпе ҫӳресессӗн, Вӑл сана, хӑвна [тата хӑвӑн аҫусене] тупа тунӑ пек, Хӑйӗн сӑваплӑ халӑхӗ тӑвӗ; 10. вара ҫӗр ҫинчи пур халӑхсем те Ҫӳлхуҫа [Турру] сана уйӑрса илнине курӗҫ те санран хӑраса кайӗҫ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Сана тапӑнакан тӑшманусене Ҫӳлхуҫа хӑвӑн умӑнта ҫӗмӗрсе тӑкӗ; сана хирӗҫ вӗсем пӗр ҫулпа ҫӗкленсе тухӗҫ, тарасса вара санран ҫичӗ ҫулпа тарса кайӗҫ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Санран ҫурални те пиллӗхлӗ, санӑн ҫӗрӳн ҫимӗҫӗ те, выльӑху-чӗрлӗхӳн хунавӗ те, вӑкӑрусен хунавӗ те, сурӑхусен хунавӗ те пиллӗхлӗ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна сӑмах паратӑн пулсассӑн, ӑна пӗр тӑхтамасӑр пурӑнӑҫла, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Турру ӑна санран пурпӗрех шыраса илӗ, унсӑрӑн сан ҫинче ҫылӑх пулӗ; 22. эхер те эсӗ сӑмах паман пулсассӑн, сан ҫинче ҫылӑх пулмӗ.
Аст 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Санӑн тула тухмалли вырӑну тапӑр тулашӗнче пулмалла; 13. кӑралсӑр пуҫне сан ҫумӑнта тата пӗчӗк кӗреҫе пултӑр; тапӑр тулашӗнче ларас умӗн унпала [лакӑм] алт та кайран [унпала] хӑвӑн каяшна витсе хур: 14. Ҫӳлхуҫа Турру сана ҫӑлас тесе, тӑшманусене [санӑн аллуна] тытса парас тесе тапӑру хушшинче ҫӳрет, ҫавӑнпа тапӑру санӑн таса пулмалла, Вӑл сан патӑнта ирсӗр япала курса санран ан сивӗнтӗр.
Аст 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. [Мӗнле те пулин] хулана туртса илес тесе ӑна нумай хушӑ хупӑрласа тӑратӑн пулсассӑн, унӑн ҫимӗҫ кӳрекен йывӑҫӗсене ан ҫӗмӗр, ҫав таврари ҫӗрсене те пушӑ тӑратса ан хӑвар: хирти йывӑҫ этем мар, вӑл санран хӳмепе ҫирӗплетнӗ вырӑна тарса пытанаймӗ; 20. эсӗ хӑш йывӑҫсем апата юрӑхлӑ ҫимӗҫ паманнине пӗлетӗн, ҫавсене вара хуҫма-касма пултаратӑн, вӗсенчен хӑвӑнпа вӑрҫӑ вӑрҫакан хулана мӗн парӑнтаричченех хирӗҫ тӑмашкӑн тӗреклӗ хӳтӗсем тума пултаратӑн.
Аст 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Хӑйӗн ятне асӑнмашкӑн суйласа илнӗ вырӑн санран аякра пулсассӑн, ҫулӗ вӑрӑм пулнӑран эсӗ ҫак парнесене илсе кайма пултараймӑн, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана пиллӗх панӑ пулсассӑн, 25. эсӗ ҫавна кӗмӗлпе улӑштар, кӗмӗле аллуна тыт та Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, суйласа илнӗ вырӑна ҫит; 26. ҫав кӗмӗлпе вара ху мӗн килӗштернине, — вӑкӑр, сурӑх, эрех, ҫиккер — чуну мӗн ыйтнине пӗтӗмпех туян та унта Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче ҫи, хӑвӑн килӳ-йышупа пӗрле савӑн.
Аст 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Хӑйӗн ячӗ валли суйласа илекен вырӑн санран инҫетре пулсассӑн, хӑвна Ҫӳлхуҫа [Турру] панӑ шултӑра е вак выльӑхунтан, эпӗ сана хушнӑ пек, хӑвӑн килӗнтех выльӑх пусса кӑмӑлу туличченех аш ҫи; 22. ӑна хир качакипе пӑлан ашне ҫинӗ пек ҫи: [сан патӑнта] ӑна таса марри те, таси те ҫиме пултарать; 23. анчах ҫирӗп астуса тӑр: юн ҫиесси ан пултӑр, мӗншӗн тесессӗн юн вӑл — чун: ашӗпе пӗрле чунне ан ҫи; 24. ӑна ан ҫи: ӑна, шыв тӑкнӑ пек, ҫӗр ҫине тӑк; 25. сана хӑвна та, сан хыҫҫӑн хӑвӑн ачусене те [ӗмӗрех] ырӑ пултӑр тесе, ҫапла Ҫӳлхуҫа [Турру] умӗнче [ырӑ ӗҫ,] тӗрӗс ӗҫ туса тӑратӑн пулсассӑн, ан ҫи ӑна.
Аст 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Израиль, эппин, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, санран мӗн ыйтать-ха?
Аст 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: [Эпӗ сана пӗрре ҫеҫ мар каланӑ:] Эпӗ ҫак халӑха куратӑп, акӑ вӑл чурӑс халӑх; 14. чарса ан тӑр Мана, Эпӗ вӗсене пӗтерем те ҫӗр ҫийӗнчен вӗсен ятне те ҫухатам, санран урӑх халӑх кӑларам, вӑл халӑх кусенчен [пысӑкрах,] вӑйлӑрах, йышлӑрах пулӗ, терӗ.
Аст 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эсир ҫак саккунсене итлесе, астуса, пурӑнӑҫласа тӑрсассӑн, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвӑн аҫусене тупа тунӑ пек, саншӑн та Хӑйӗн халалӗпе Хӑйӗн ырӑлӑхне вырӑна килтерсе тӑрӗ, 13. Вӑл сана юратӗ, сана пиллӗх парӗ, сана ӗрчетӗ, Хӑй аҫусене тупа туса сана памашкӑн пулнӑ ҫӗр ҫинче санран ҫуралнине те, санӑн ҫӗрӳ кӳнӗ ҫимӗҫе те, санӑн ҫӑкӑрна та, санӑн эрехне те, санӑн йывӑҫ ҫӑвне те, санӑн шултӑра выльӑх-чӗрлӗхӳнтен, сурӑхусен кӗтӗвӗнчен хунаса пыраканнине те пиллӗх парӗ; 14. эсӗ пур халӑхран та пиллӗхлӗрех пулӑн; санӑн хӑвӑн та, сан выльӑху-чӗрлӗхӳн те йӑхсӑрри-хӗсӗрри пулмӗ; 15. Ҫӳлхуҫа [Турру] санран мӗнпур халсӑрлӑха сирсе ярӗ, сана [эсӗ ху курнӑ,] ху пӗлекен хаяр Египет чирӗсемпе чирлеттермӗ, вӗсене сана кураймасӑр тӑракансем ҫине ярӗ; 16. эсӗ вара Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвӑн аллуна паракан мӗнпур халӑха пӗтерсе тӑкӑн: санӑн куҫу вӗсене хӗрхенсе ан тӑтӑр; вӗсен туррисене ан пуҫҫап, ку вӑл саншӑн серепе пулӗ.
Аст 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана хӑвӑн аллуна илме каякан ҫӗре кӗртсессӗн, сан умӑнтан нумай йышлӑ халӑхсене: хетсене, гергесейсене, аморрейсене, ханаансене, ферезейсене, евейсене тата иевусейсене — санран йышлӑрах та вӑйлӑрах ҫичӗ халӑха — хӑваласа ярсассӑн, 2. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, вӗсене санӑн аллуна парсассӑн, эсӗ вӗсене аркатса тӑкӑн, вара тупала вӗсене, вӗсемпе пӗр канашлӑ ан пул, вӗсене ан хӗрхен; 3. вӗсемпе ан хурӑнташлан: хӑвӑн хӗрне унӑн ывӑлне качча ан пар, унӑн хӗрне те ывӑлу валли качча ан ил: 4. вӗсем санӑн ывӑлусене Манран пӑрса ярӗҫ, ывӑлусем урӑх турӑсене пуҫҫапма пуҫлӗҫ, вара сире ҫилленсе Ҫӳлхуҫа ҫилли тулса ҫитӗ те, Вӑл сана часах пӗтерсе пӑрахӗ.
Аст 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.