Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗнчӗ (тĕпĕ: чӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Петро, тыт утна кунта, — чӗнчӗ ӑна Григорий; казаксенчен аяккарах пӑрӑнса.

— Петро, тронь сюда, — попросил Григорий, отходя от цепи в сторону.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл пӑлтӑра вӑркӑнса кӗчӗ те, Григорие шартах сиктерсе, кӑшкӑрса чӗнчӗ:

Он вбежал в кизячник, резко окликнул Григория:

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Петро ҫӗлӗксӗрех хыҫран вӑркӑнса тухрӗ, кӑшкӑрса чӗнчӗ:

Петро выскочил за ним без шапки, окликнул:

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗр хӗрлӗармеецӗ, ҫурӑмӗ тӑмпа шуралнӑскер, тайкаланса илсе, ҫамрӑк хӗрарӑма — Христоньӑсен кӳршине — ташлама чӗнчӗ, анчах лешӗ килӗшмерӗ, пӗрмечеллӗ кӗпе аркине аллипе пуҫтарса тытса, Григорий патне ыткӑнчӗ.

Один из красноармейцев, с обеленной спиной, качнувшись, пригласил молоденькую бабенку — соседку Христони, но та отказалась и, захватив в руку сборчатый подол, перебежала к Григорию:

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мишка унпа урӑхлараххӑн сӑмахлама пуҫларӗ, хӑйсем хушшинче пӗр-пӗринчен уйӑрса тӑракан куҫа курӑнми чикӗ пуррине тӗтреллӗн туйса, калаҫу вӑхӑтӗнче пӗрехмаях ӑна «эсир» тесе чӗнчӗ.

Мишка изменил обращение и после в разговоре все время называл его на «вы», смутно ощущая какую-то невидимую грань, разделявшую их.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗррехинче ӑна пан крыльца умӗнче тӗл пулчӗ, уринчен пуҫласа пуҫ тӳпи таран тӗсесе пӑхрӗ те пӳрнипе ҫилӗллӗн кӑчӑк туртса чӗнчӗ.

Как-то встретил его пан около крыльца, оглядел всего с ног до головы и зловеще поманил пальцем.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Таҫта лере, чукун ҫул ҫинче, ҫӑткӑнла выҫлӑхланса, пӑравус хытӑ сасӑпа мӗкӗрет; ҫав пӗр майлӑн йынӑшакан мӗкӗрешӗве таткаласа ҫурнӑ пек, Горчаков кӑшкӑрса чӗнчӗ:

Где-то на путях ненасытно и густо ревет паровоз; разрывая этот однотонный стонущий рев, Горчаков зовет:

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Каҫхи апата Мишкӑна та чӗнчӗ.

Он пригласил вечерять и Мишку.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Кривошлыков! — чӗнчӗ ӑна Подтелков, картта ҫинчен куҫне илмесӗр.

— Кривошлыков! — окликнул его Подтелков, не поднимая от карты глаз.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук, Аннӑн ҫурма уҫӑ хура куҫ хупаххисем ҫумне тутрипе тӗршӗнсе, хурлӑхлӑн чӗнчӗ:

Бунчук прижался губами к черному полусмеженному веку, позвал:

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пантелей Прокофьевич хуранти пӑтӑ пек пӑтранса хӗвӗшекен халӑх ушкӑнӗнчен тӗнкӗлтетсе тухрӗ те тархасланӑ, ҫав хушӑрах тата хӑтӑрнӑ сасӑпа кӑшкӑрса чӗнчӗ:

Пантелей Прокофьевич выхромал из курагота, просяще и повелительно окликнул:

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Петриченко, пулӑш килсе! — ҫинҫе сасӑпа вичкӗннӗн чӗнчӗ вӑл юлташне.

— Петриченко, поди помоги! — крикнул он резким фальцетом.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсене кӳрши кӑшкӑрса чӗнчӗ:

С угла хозяин окликнул:

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Митяшка ӑҫта тата? — хирӗҫ чӗнчӗ кил хуҫи.

— А Митяшка где ж? — отозвался хозяин.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хыҫалтан вӗсене Абрамсон кӑшкӑрса чӗнчӗ:

Их окликнул Абрамсон:

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, Бунчука хӑйӗн хваттерне туртса кӗртсе, картла выляма чӗнчӗ.

Он затащил Бунчука к себе на квартиру, пригласил принять участие в игре.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Наташа! — чӗнчӗ Григорий.

— Наташа! — позвал Григорий.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Подтелков! — чӗнчӗ Григорий, утне аяккарах тӑратса.

— Подтелков! — Григорий отъехал в сторону.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Анне!.. — ӑша кайнӑ сасӑпа чӗнчӗ Бунчук.

— Мама!.. — глухо прорвалось у Бунчука.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Калаҫнӑ вӑхӑтра Григорие вӑл е «эсӗ» е «эсир» тесе чӗнчӗ, ирӗклӗн сӑмахларӗ, пӗрре тата, хӑнӑхма ӗлкӗрсе, йывӑр аллипе Григорие хул пуҫҫийӗнченех тӗртсе илчӗ.

Все время в разговоре он называл Григория то на «ты», то на «вы», говорил свободно и раз даже, освоившись, тронул тяжелой рукой плечо Григория.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех