Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтра (тĕпĕ: вӑхӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
12. Ҫавӑ вӑхӑтра Беродах Баладан — Баладан ывӑлӗ, Вавилон патши — Езекия валли ҫырусемпе парне ӑсатнӑ: вӑл Езекия чирлӗ тенине илтнӗ пулнӑ.

12. В то время послал Беродах Баладан, сын Баладана, царь Вавилонский, письма и подарок Езекии, ибо он слышал, что Езекия был болен.

4 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

37. Вӑл хӑйӗн Нисрох турри ҫуртӗнче кӗлтунӑ вӑхӑтра ӑна ывӑлӗсем, Адрамелех тата Шарецер, хӗҫпе касса вӗлернӗ, хӑйсем вара Арарат ҫӗрне тухса тарнӑ.

37. И когда он поклонялся в доме Нисроха, бога своего, то Адрамелех и Шарецер, сыновья его, убили его мечом, а сами убежали в землю Араратскую.

4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Ҫав вӑхӑтра Рецин, Сири патши, Елафа каялла Сирие тавӑрса панӑ, иудейсене Елафран хӑваласа янӑ; Елафа вара идумейсем йышӑннӑ, вӗсем ӗнтӗ паянхи кунчченех ҫавӑнта пурӑнаҫҫӗ.

6. В то время Рецин, царь Сирийский, возвратил Сирии Елаф и изгнал Иудеев из Елафа; и Идумеяне вступили в Елаф, и живут там до сего дня.

4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

37. Ҫав вӑхӑтра Ҫӳлхуҫа Сири патшине Рецина тата Факея, Ремалия ывӑлне, Иудея ҫине тапӑнма ирӗк панӑ.

37. В те дни начал Господь посылать на Иудею Рецина, царя Сирийского, и Факея, сына Ремалиина.

4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32-33. Ҫав вӑхӑтра Ҫӳлхуҫа Израиль ҫыннисен ҫӗрне касса илме тытӑннӑ.

32-33. В те дни начал Господь отрезать части от Израильтян,

4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Вара вӑл вӗсем патне иккӗмӗш хут ҫыру ҫырса янӑ, ҫапла ҫырнӑ: эсир чӑнласах та манӑн пулсассӑн, ман сӑмаха итлетӗр пулсассӑн, патшӑр ывӑлӗсен пуҫӗсене илӗр те ыран ҫак вӑхӑтра ман патӑма, Изрееле, ҫитӗр, тенӗ.

6. И написал он к ним письмо во второй раз такое: если вы мои и слову моему повинуетесь, то возьмите головы сыновей государя своего, и придите ко мне завтра в это время в Изреель.

4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Ӗнтӗ Ииуй — Намесси ывӑлӗн Иосафатӑн ывӑлӗ — Иорама хирӗҫ ҫӗкленнӗ; Иорам ҫав вӑхӑтра мӗнпур Израиль ҫыннисемпе пӗрле Галаад ҫӗрӗнчи Рамоф хулине Сири патшинчен Азаилран хӳтӗлеме кайнӑ пулнӑ.

14. И восстал Ииуй, сын Иосафата, сына Намессиева, против Иорама; Иорам же находился со всеми Израильтянами в Рамофе Галаадском на страже против Азаила, царя Сирийского.

4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Турӑ ҫынни ун чухне патшана ҫапла каланӑ пулнӑ: «ыран ҫак вӑхӑтра Самари хапхи умӗнче пӗр виҫе чи паха ҫӑнӑхшӑн — пӗр сикль, икӗ виҫе урпашӑн пӗр сикль тӳлӗҫ» тенӗ; 19. ҫавӑн чухне ҫав улпут Турӑ ҫыннине ҫапла хуравланӑ: «Ҫӳлхуҫа тӳпере чӳречесем уҫса парас пулсассӑн та, унашкал пулайӗ-ши?» тенӗ.

18. Когда говорил человек Божий царю так: «две меры ячменя по сиклю, и мера муки лучшей по сиклю будут завтра в это время у ворот Самарии», 19. тогда отвечал этот сановник человеку Божию и сказал: «если бы Господь и открыл окна на небе, и тогда может ли это быть?»

4 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Елисей хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ыран ҫак вӑхӑтра Самари хапхи умӗнче пӗр виҫе чи паха ҫӑнӑхшӑн — пӗр сикль, икӗ виҫе урпашӑн пӗр сикль тӳлӗҫ, тенӗ.

1. И сказал Елисей: выслушайте слово Господне: так говорит Господь: завтра в это время мера муки лучшей будет по сиклю и две меры ячменя по сиклю у ворот Самарии.

4 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Елисей ҫав вӑхӑтра килӗнче ларнӑ пулнӑ, унпа пӗрлех аслӑ ҫынсем те ларнӑ.

32. Елисей же сидел в своем доме, и старцы сидели у него.

4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Тӑшман хупӑрласа илнӗ вӑхӑтра Самарире хӑрушла выҫлӑх тӑнӑ, ашак пуҫне сакӑрвунӑ сикль кӗмӗлле сутнӑ, чӗрӗк каб чухлӗ кӑвакарчӑн каяшне пилӗк сикль кӗмӗлле панӑ.

25. И был большой голод в Самарии, когда они осадили ее, так что ослиная голова продавалась по восьмидесяти сиклей серебра, и четвертая часть каба голубиного помета - по пяти сиклей серебра.

4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

42. Ҫак вӑхӑтра Ваал-Шалиша ҫӗрӗнчен пӗр ҫын килсе ҫитнӗ, Турӑ ҫынни валли вӑл ҫӗнӗ тырӑран пуҫласа пӗҫернӗ ҫирӗм ҫӑкӑр — урпа ҫӑкӑрӗсем — тата шӗкӗлчемен чӗрӗ тырӑ илсе килнӗ.

42. Пришел некто из Ваал-Шалиши, и принес человеку Божию хлебный начаток - двадцать ячменных хлебцев и сырые зерна в шелухе.

4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Чӑнах, хӗрарӑм йывӑрланнӑ та тепӗр ҫулталӑкран, шӑпах Елисей каласа хунӑ вӑхӑтра, ывӑл ҫуратнӑ.

17. И женщина стала беременною и родила сына на другой год, в то самое время, как сказал ей Елисей.

4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Елисей хӗрарӑма каланӑ: тепӗр ҫулталӑкран, шӑп ҫак вӑхӑтра, санӑн алӑри ывӑл ача пулӗ, тенӗ.

16. И сказал он: через год, в это самое время ты будешь держать на руках сына.

4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Ҫав вӑхӑтра Иорам патша, Самарирен тапранса тухса, пӗтӗм Израиль халӑхне хӑй тавра пуҫтарнӑ; 7. вӑл тата Иудея патши Иосафат патне ҫынсем янӑ, ӑна ҫапла калама хушнӑ: Моав патши манран уйрӑлчӗ, эсӗ манпа пӗрле ӑна хирӗҫ вӑрҫӑпа пыратӑн-и? тенӗ.

6. И выступил царь Иорам в то время из Самарии и сделал смотр всем Израильтянам; 7. и пошел и послал к Иосафату, царю Иудейскому, сказать: царь Моавитский отложился от меня, пойдешь ли со мной на войну против Моава?

4 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫӳлхуҫа Илияна тӳпене ҫавраҫилпе илсе хӑпартма палӑртнӑ вӑхӑтра Илия Елисейпе пӗрле Галгалран таврӑннӑ.

1. В то время, как Господь восхотел вознести Илию в вихре на небо, шел Илия с Елисеем из Галгала.

4 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

46. Вӑл хӑйӗн ашшӗ Аса пурӑннӑ вӑхӑтра сыхланса юлнӑ аскӑн ҫынсене тӗппипе пӗтернӗ.

46. И остатки блудников, которые остались во дни отца его Асы, он истребил с земли.

3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

36. Хӗвел аннӑ вӑхӑтра пӗтӗм тапӑра каласа пӗлтернӗ: кашнийӗ хӑй хулине, кашнийӗ хӑй ҫӗрне кайӑр! тенӗ.

36. И провозглашено было по всему стану при захождении солнца: каждый иди в свой город, каждый в свою землю!

3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

34. Ахав патшара ларнӑ вӑхӑтра Вефиль ҫынни Ахиил вара Иерихон хулине юсаса лартнӑ: хула никӗсӗ ун малтанхи ывӑлӗ Авирам пуҫне пулнӑ, хула хапхи кӗҫӗн ывӑлӗ Сегуб пуҫне пулнӑ, ҫакӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ тӑрӑх — Нав ывӑлӗ Иисус урлӑ каланӑ сӑмахӗ тӑрӑх — пулнӑ.

34. В его дни Ахиил Вефилянин построил Иерихон: на первенце своем Авираме он положил основание его и на младшем своем сыне Сегубе поставил ворота его, по слову Господа, которое Он изрек чрез Иисуса, сына Навина.

3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Иудея патши Аса патшалӑха тытса тӑра пуҫланӑранпа ҫирӗм ҫиччӗмӗш ҫулхине Замврий вара Фирца хулинче ҫичӗ кун хушши патшара ларнӑ, шӑпах ҫак вӑхӑтра халӑх Филисти ҫӗрӗнчи Гавафон хулине хупӑрласа тӑнӑ пулнӑ.

15. В двадцать седьмой год Асы, царя Иудейского, воцарился Замврий и царствовал семь дней в Фирце, когда народ осаждал Гавафон Филистимский.

3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех