Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вӑтӑр сăмах пирĕн базăра пур.
Вӑтӑр (тĕпĕ: вӑтӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан вӗсем ҫывӑх тӑракан ҫынна вӑтӑр пӑшалпа пӗр харӑс пенӗ.

И в ответ раздался залп из тридцати ружей по этой близкой мишени.

XII. Пӗр пӑлханман хула историйӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫанталӑк ҫав тери шӑрӑх, укрепленире тӑракансем — пурӗ вӑтӑр ҫын — ҫиелти ҫипуҫӗсене хывса пӑрахнӑ, ҫаннисене тавӑрнӑ, пичӗсенчен тар юхать, ӗҫсӗр аптраса ҫӳреҫҫӗ.

Было очень жарко, и защитники укрепления — всего тридцать человек, — сбросив с себя верхнюю одежду, слонялись без дела, с озабоченными, покрытыми грязью лицами.

XXVII. Тӗпчесе пӗлни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Даживейлерден» тениех, акӑ, чиркӳ тавраш хӑй тӗллӗн ӗҫлетӗр тенӗ ӗмӗтпе, халӑх вӑтӑр ҫул хушши кӗрешсе ҫӗнтерсе илнине кӑтартакан чи паллӑ тӗслӗх.

«Даживейлердены» были живым воплощением народного самосознания и вышли победителями из тридцатилетней борьбы за церковную независимость.

XVI. Ӳсӗрӗлнӗ халӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эпӗ раштавра вӑтӑр икке кайрӑм.

Мне с рождества пошел тридцать второй год.

IV. Хӑтипе кӗрӳшӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах пӗр вӑтӑр ҫул ӗлӗкрех ҫав пьеса, «Александрия», «Чее Бертольд» та «Михаль» пекех, куракансене калама ҫук килӗшнӗ.

А между тем лет тридцать назад эта пьеса наряду с «Александрией», «Хитрым Бертольдом» и «Михалом» воспитывала литературные вкусы целого поколения и приводила в восторг тогдашнее общество.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Онбаши вӑтӑр пилӗк ҫулсене ҫитнӗ, шыҫӑхса саралнӑ питлӗ, пысӑк ҫамки мӗкӗрӗлсе тухнӑ пек, чакӑр куҫӗ ытла ӳркенсе пӑхать.

Это был человек лет тридцати пяти, с опухшим желтоватым лицом, большим выпуклым лбом и сонным ленивым взглядом маленьких серых глаз.

XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл пӗр Мосоловпа ҫеҫ мар; Мосоловпа Никитин коляскӑн ларкӑчӗ ҫинче лараҫҫӗ, ларкӑч ҫинче тата тепӗр ҫамрӑк сиккелесе пырать; хӗрарӑмпа юнашар пӗр вӑтӑр ҫулалла ҫитнӗ арҫын ларнӑ.

Ехала она не одна — с Мосоловым; Мосолов с Никитиным сидели на передней лавочке коляски, на козлах торчал еще третий юноша; а рядом с дамою сидел мужчина лет тридцати.

Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫирӗм тӑваттӑра чухне (унтан: вӑтӑрта, вӑтӑр иккӗре чухне, теҫҫӗ, малалла та ҫаплах) ҫут тӗнче ҫине ҫирӗм тӑххӑрта чухнехинчен урӑхларах, ҫӗнӗллерех пӑхать: анлӑрах та, хӑюллӑрах та, анчах ун чухне вӑл манӑн хальхи чухлех пулман-ха.

В двадцать четыре года у человека шире и смелее новизна взглядов, чем в двадцать девять лет (потом говорится: в тридцать лет, в тридцать два года и так дальше), но тогда у меня не было этого в таком размере, как теперь.

XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хуласенче вӑтӑр ҫул пулман, хутортан урӑх ҫӗре тухса та курман пулсан, ӑҫтан пурне те пӗлме пултаратӑн-ха эсӗ?

В городах ты тридцать лет не был, дальше хутора и носа не кажешь, откуда ты все могешь знать?

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Тӗп-тӗрӗс, вӑтӑр ҫичӗ сысна илтӗмӗр, йӳнӗ хакпах тата.

— Совершенно верно, тридцать семь свиней приобрели, и по сходной цене.

XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑтӑр ҫиччӗ, — хӑй пуҫлӑхне тӳрлетсе каларӗ алӑк патӗнче тӑракан сарлака хул пуҫҫиллӗ хатӗрлевҫӗ.

— Тридцать семь, — поправил своего начальника стоявший у двери плечистый заготовитель.

XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫунакан кӑвайт тавра вӑтӑр ҫынна яхӑн ларать, вара ҫынсем пурте Ҫӑрттанӑн пӗр сӑмахне те пулин илтмесӗр юласран шикленеҫҫӗ.

Около тридцати человек сидело вокруг костра, и все боялись проронить хоть одно Щукарево слово.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тубянсксем, пирӗн кӳршӗсем, ҫӑварӗсене турта чикесчӗ вӗсенне, кӗҫӗр ҫӗрле Палан кӗтесне вӑрӑлла пынӑ та пирӗн утта вӑтӑр купаран кая мар турттарса кайнӑ.

Тубянцы, соседи наши, дышло им в рот, нынешнюю ночь воровски приехали в Калинов Угол и увезли не менее тридцати копен нашего сена.

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Герман вӑрҫинче эпӗ тӑватӑ хутчен аманнӑ, икӗ хутчен мана контузи пулнӑ, пӗр хутчен газпа сиенленнӗ, граждан вӑрҫинче виҫӗ хут аманнӑ, вӑтӑр лазаретра, госпитальсенче, больницӑсенче йӑваланса выртнӑ, ҫапах та эпех медицинӑра ним те ӑнланмастӑп пулать?!

На германской войне я четыре раза был ранен, два раза контужен и раз отравлен газами, на Гражданской три раза ранен, в тридцати лазаретах, в госпиталях и больницах валялся, и я же ничего не смыслю в медицине?!

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ҫӗрле вӑтӑр утӑмран та тӗл тивертеймӗн.

— Ночью можно промахнуться и на тридцать шагов.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсӗ винтовкӑран вӑтӑр утӑмран тивертеймен пулӑттӑн-и-ха?

А ты бы промахнулся из винта на тридцать шагов?

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗр вӑтӑр утӑма яхӑн ҫывхарса пычӗҫ те, Батальщиков, асӑрхантарса, аллине ҫӳлелле йӑтрӗ:

Подошли шагов на тридцать, Батальщиков предупреждающе поднял руку:

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Банник, Демид Молчун, Донецков мучи тата пӗр вӑтӑр казака яхӑн пухӑнса канашласа илчӗҫ те тараса патне пырса тӑчӗҫ.

Банник, Демид Молчун, дед Донецков и еще человек тридцать казаков, посовещавшись, подошли к весам.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Районран кӑтарту пачӗҫ, сирӗн патӑртан тӑватҫӗр вӑтӑр пӑт вӑрлӑх фончӗ илсе кайма хушрӗҫ.

— Из района приказали у вас семфонды взять, четыреста тридцать пудов.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑтӑр тенкӗпе эсӗ рысаках туянасшӑн пуль-ха?

Ты, видно, за тридцать монет рысака хочешь купить?

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех