Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтра (тĕпĕ: вӑхӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Палӑртнӑ вӑхӑтра чӑрмавсем урлӑ сике-сике каҫакан юланутҫӑсене куракансем сывламасӑр тенӗ пек сӑнарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Кунта чунпа канатпӑр…» // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

«Этем пурнӑҫӗнчи чи пӗлтерӗшлӗ хаклӑх – ҫемье. Вӑл ҫирӗп пулсан – пирӗн ҫӗршыв та ҫирӗп. Ун пек ҫӗрте кӑна тӗрев, йывӑр вӑхӑтра пулӑшу кӗтсе илме пулать», – терӗ вӑл пухӑннисене ӑмӑртура ӑнӑҫу суннӑ май.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗп ҫемье – ҫирӗп ҫӗршыв // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Тӗл пулура строительствӑпа ҫыхӑннӑ кулленхи ӗҫсене сӳтсе явнӑ май объекта вӑхӑтра хута ямаллине хытарсах каларӗ Иван Борисович.

Куҫарса пулӑш

«Ясна» хута кайма хатӗрленет // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Хальхи вӑхӑтра «Яснана» ҫитмелли ҫула тӑваҫҫӗ, «Чувашавтодор» панкрута каяс процедурӑна пуҫланӑ май тивӗҫне пурнӑҫласа пӗтереймен, ҫавна май ӑна халь «Гарант» строительство компанийӗ хӑй ҫине илнӗ, икӗ эрне каялла пуҫланӑ ӗҫсене уйӑхра пӗтерме планлать подрядчик.

Куҫарса пулӑш

«Ясна» хута кайма хатӗрленет // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Пур лаптӑкри курӑка кӗске вӑхӑтра пухса кӗртме ӗлкӗрес тесе ҫӗр ӗҫченӗсем уй-хирте вӑхӑта пӑхмасӑр ӗҫлеҫҫӗ, килӗсене вара каҫ сӗмӗпе анчах таврӑнаҫҫӗ.

Земледельцы, ради своевременной уборки сена со всех площадей, работают на полях не замечая времени, возвращаются домой только на вечерних сумерках.

Пахалӑхлӑ продукци илес тесен …выльӑх апачӗ вӑхӑтра хатӗрлеме ан ӳркен // Деомид Васильев. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Хальхи вӑхӑтра ял хуҫалӑх предприятийӗнче 2020 т сенаж хывнӑ.

На сегодня в сельскохозяйственном предприятии заложено 2020 т. сенажа.

Пахалӑхлӑ продукци илес тесен …выльӑх апачӗ вӑхӑтра хатӗрлеме ан ӳркен // Деомид Васильев. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Ку ӗҫсене вӑхӑтра пурнӑҫламаллине, культурӑсем пулса ҫитнине тата вегетаци фазисене шута илсе йӗркелемеллине палӑртса хӑварнӑ ял хуҫалӑх министрӗ.

Министр сельского хозяйства отметил необходимость современного выполнение этих работ, организацию их с учетом спелости культур и вегетационных фаз.

Пахалӑхлӑ продукци илес тесен …выльӑх апачӗ вӑхӑтра хатӗрлеме ан ӳркен // Деомид Васильев. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Каланине тӗслӗхсемпе ҫирӗплетрӗ: Комсомольски районӗнче, Шупашкарти Гладков урамӗнче вӗрентӳ учрежденийӗсем ҫитес вӑхӑтра хута кайӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӗн туни – куҫ умӗнче, пурнӑҫламалли – планра // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Малтанхи вӑхӑтра хӑйӗн профессийӗ пирки кӑшт именсе калаҫнӑ пулсан халӗ мӑнаҫлансах ун пирки пӗлтерет, пӗрле вӗренекенсем кӑшт йӗкӗлтеме тытӑнсан вара вӗсене туххӑмрах вырӑна лартать-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Автанран та иртерех тӑрать // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Ҫак вӑхӑтра вӑл осеменатор дипломне илме тата чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академине вӗренме кӗме мехел ҫитернӗ, куҫӑмлӑ майпах тата!

Куҫарса пулӑш

Автанран та иртерех тӑрать // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

«Цивиль», «Агат» тулли мар яваплӑ обществӑсем, Киров ячӗллӗ ЯХПК нумай ҫул ӳсекеннине вӑхӑтра апатлантарчӗҫ.

Открытые ответственные общества "Цивиль", "Агат", ЯХПК имени Кирова своевременно проводили подкормку многолетних трав.

Пӗрисен выльӑх апачӗ саппас юлать, теприсен... // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ҫывӑх вӑхӑтра пурнӑҫламалли пысӑк пӗлтерӗшлӗ проект ҫӗнӗ шкулсем хӑпартассипе тата халӗ пуррисене юсассипе ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

— Максима чунтан юратса хамӑрӑн ҫемьене илтӗм пулин те малтанхи вӑхӑтра пирӗн хушӑра ӑнланулӑх пачах ҫукчӗ — тӗпсӗр шырлан тейӗн, — калаҫӑва тӑсрӗ хӗрарӑм.

- Хоть я и взяла Максима в нашу семью с большой любовью, на первых порах между нами не было никакого взаимопонимания — Будто разговариваешь со стеной, — продолжила разговор женщина.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ҫывӑрнӑ вӑхӑтра мар, ахаль чухнех куҫ умне тухаҫҫӗ вӗсем.

Не во сне, а прямо наяву появляются они перед моими глазами.

Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ҫав вӑхӑтра мачча, йӗри-таврари кӗнеке шкапӗсем куҫран ҫухалчӗҫ, ман ҫире — ҫӑлтӑрлӑ тӳпе.

В тот момент из моих глаз исчезли потолок, окружающие книжные шкафы, надо мной — звездное небо.

Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Пушӑ вӑхӑтра вара ҫемйипех канма юратаҫҫӗ.

В свободное время любят отдыхать всей семьей.

Ҫемье ӑшши пурне те ҫитет // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.07.01

Валерия пушӑ вӑхӑтра бисерпа тӗрлеме кӑмӑллать.

Валерия в свободное время любит вышивать бисером.

Ҫемье ӑшши пурне те ҫитет // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.07.01

Пур ӗҫе те контрактра палӑртнӑ вӑхӑтра вӗҫлеме тӑрӑшни те ҫакна кӑтартса парать.

Стремление завершить работу в указанный в контракте срок тоже об этом говорит.

Ҫӗнӗ спортзал - пысӑк ҫитӗнӳсем // Н.БЕЛКОВА. «Каҫал Ен», 2016.07.01

Ҫимӗк тӗлне выльӑх ҫимелӗх курӑк ҫитӗннӗ, ҫавӑнпа та кӗтӳ кӗтсе ҫӳрекен халӑхсен ҫулталӑкӗ ҫав вӑхӑтра пуҫланнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Вӗсене каланӑ вӑхӑтра чӳк тӑвакансем виҫшер хут ҫӑкӑннӑ (пуҫҫапнӑ).

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех