Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илнӗ (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫап-ҫамрӑк командир Михаил Данилович Воробьев майор ним айӑпсӑр чун кунта мӗншӗн лекнине ӑнланса илнӗ, хӑй сисмесӗрех чышкисене чӑмӑртанӑ.

Молодой командир Михаил Данилович Воробьев майор понял о том, как безвинная душа попала сюда, непроизвольно сжал кулаки.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Пӗррехинче ятарлӑ задание пурнӑҫланӑ чухне Петя фашистсен аллине ҫакланнӑ, хыҫҫӑнах амӑшне ярса илнӗ.

Однажды, при выполнении особого задания Петя попал в руки фашистов, вскоре поймали и мать.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Ҫак тӑрӑха нимӗҫсем ҫавӑрса илнӗ.

Эту местность окружили немцы.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Оля лару-тӑрӑва хӑй аллине илнӗ: «Ан хумхан, йӑлтах йӗркеллӗ пулӗ», — лӑплантарнӑ арҫынна правурскер.

Куҫарса пулӑш

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Ара, ӗмӗрӗпе ӗҫлесе илнӗ укҫапа туяннӑ пысӑк хваттере ывӑлӗ пӗр кунра салатрӗ.

Еще бы, за один день сын растранжирил квартиру, деньги на которую она собирала всю свою жизнь.

Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Кивҫенне илнӗ хӑй, анчах тӳлемен.

Долг то взял, но не платил.

Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Нумай пулмасть Пил Тымарлан Раҫҫей Федерацийӗн Пенчи фончӗн Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗнчен хурав илнӗ.

Пил Тымарлан недавно получил ответ от отделения по Чувашской Республике Пенсионного фонда Российской Федерации.

Пенси фончӗ Тымарлана чӑвашлах хуравланӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12487.html

Александр Кузнецов «Уголовлӑ политика: XXI ӗмӗрти аталану стратегийӗ» темӑпа сӑмах илнӗ май Раҫҫей Федерацийӗн уголовлӑ саккунӗсен аталанӑвӗн уйрӑмлӑхӗсене паянхи требованисене шута илсе ҫутатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑхпа право аталанӑвӗн XXI ӗмӗрти ҫивӗч ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ // Вероника ДАВЫДОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Паян республикӑра Испанири, Германири, Сербири, Италири тата Японири тӗнче шайӗнче ят-сум ҫӗнсе илнӗ компанисем ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Япони: инҫетре пулсан та - питӗ ҫывӑх // А.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Презентацире сӑмах илнӗ май Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ республика инвестицисем, регионти ӗҫлев климатне лайӑхлатас, конкуренцие аталантарас енӗпе ҫирӗп политика тытса пынине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Япони: инҫетре пулсан та - питӗ ҫывӑх // А.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Анчах республика конкурсӗнче грант илнӗ учительсем кӑна «вӑй виҫнӗччӗ».

В республиканском конкурсе тогда соревновались только учителя, получившие грант.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Аттен пиччӗшӗпе арӑмӗ вӑхӑтсӑр вилнипе манӑн аттепе анне вӗсен ачине Маринӑна усрава илнӗ.

Из-за того, что дядя и тетя со стороны отца скоропостижно скончались, мои родители удочерили их дочь Марину.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ҫул ҫитменнисем тӗлӗшпе уйрӑмах тимлӗ социаллӑ ӗҫченсем, вӗсен пурнӑҫӗпе, йӑла условийӗсемпе интересленсех тӑраҫҫӗ /сӑмах май, асӑннӑ тапхӑрта хӳтлӗх органӗсемпе учрежденийӗсенче тулли мар ҫемьери пӗр ачана шута илнӗ, хальхи вӑхӑтра 29 ҫемьере ҫитӗнекен 61 ача шутра тӑрать/, вӗсем валли тӗрлӗ мероприяти хатӗрлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

«Кам тыткӑна илнӗ вара чӑваша?» — тесе ыйтсан пӑрӑнса каяҫҫӗ.

"А кто пленил чуваша?" — если задашь такой вопрос отворачиваются.

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Нимӗҫе тыткӑна илнӗ.

Немца взяли в плен.

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Нумаях пулмасть вара Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта халиччен пулман «телефон ултавӗн» тӗслӗхӗсене шута илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чее те ӑслӑ, питӗ сӗмсӗр... // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Килне таврӑннӑ хыҫҫӑн вӑрҫӑ паттӑрне каллех Хӗрлӗ Чутая, районти педагогика пӳлӗмӗн заведующине, ӗҫлеме илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрла пӗр ӗҫшӗн - орден, теприншӗн - медаль // Галина ЗОТОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ҫулталӑкран каллех Хӗрлӗ Чутая чӗнсе илнӗ: РОНО заведующийӗ, ҫав вӑхӑтрах Хӗрлӗ Чутай райӗҫтӑвком членӗнче 2 ҫул тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрла пӗр ӗҫшӗн - орден, теприншӗн - медаль // Галина ЗОТОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Америкӑра Светлана хӑйӗн мемуарӗсене пичетлесе 2,5 миллион доллар гонорар илнӗ, чухӑнах мар пурӑннӑ.

В Америке Светлана издала свои мемуары, получив гонорар в 2,5 миллиона долларов, и жила вполне безбедно.

Хӗрне ашшӗшӗн тавӑрнӑ // Анна ВЕЛИГЖАНИНА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Тӗп зал патне пыракан фойерен пӑхма пуҫлатӑп — Э.М.Юрьев ячӗллӗ курав-конкурс валли суйласа илнӗ ачасен ӳкерчӗкӗсен экспозицийӗ.

Куҫарса пулӑш

Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех