Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫанталӑка (тĕпĕ: ҫанталӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫанталӑка каҫ тӗттӗмӗ тин ҫеҫ хупӑрласа илнӗ-ха, анчах ир выртса ҫывӑрма вӗреннӗ Бульба лӑпланнӑ ӗнтӗ.

Ночь еще только что обняла небо, но Бульба всегда ложился рано.

I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

— Начаррине те, лайӑххине те, лӑпкӑ ҫанталӑка та, штормсене те, выҫлӑха та, ҫӗҫӗпе чикӗшнине те, ыттисене те сахал мар курна.

— Видел и плохое и хорошее, и штили и штормы, и голод, и поножовщину, и мало ли что еще.

XXVI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

— Пуянсем ҫанталӑка кура тӑхӑнтартаҫҫӗ ӑна.

— У богачей такие на все времена года имеются.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫав хӗл, хӗлӗпе ҫиллӗ-тӑманлӑ ҫанталӑка пӑхмасӑрах, хам ӗнепе сӑрт ҫинчен вӑрман турттартӑм.

Ну вот, всю зиму того самого года я под снегом и ветром на своей корове лес с сопки возил.

XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Начар ҫанталӑка пула вӗҫмӗ те пултараймастпӑр.

Плохая погода привязала нас к земле.

22. Аслӑ наградӑна илме чӑнах та тивӗҫлӗ пулнине эпӗ ӗҫпе кӑтартса пама тивӗҫ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ҫил-тӑманлӑ ҫанталӑка тарӑхсах ҫитрӗмӗр — вӑт, шуйттан, ҫӗр ҫумнех пӑталаса лартрӗ!..

Злимся на погоду — вот ведь привязала нас к земле!..

4. «ЛА 5» // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Каярахпа пирӗн партизансем чӑнахах та парад пуҫласа янине курсан, вӗсем ҫав тери хавасланса ӳксе, шартлама сивӗ ҫанталӑка пӑхмасӑрах, урам тӑрӑх савӑнса ҫӳреме пуҫларӗҫ.

А когда увидели, что верно — для парада строятся партизаны, а не для боя, — сразу на улице гуляние, хотя и лютый мороз.

Дубовичири парад // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Хӗлле пулсан вара вӗсене кунта питӗ лайӑх, мӗншӗн тесен вӗсем сивӗ ҫанталӑка юратаҫҫӗ.

Зимой им здесь хорошо, потому что они холод любят.

Эпир мишкӑсене апатлантарни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Шӑрӑх ҫанталӑка юратать вӑл.

Он жару любит.

Тигрпа арӑслан ҫинчен // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Типӗ ҫанталӑка пула рисӑн пысӑк лаптӑкӗсем пӗтнӗ.

Из-за засухи большие площади посева риса уничтожены.

Ҫурҫӗр Корейӑра выҫлӑхпа кӗрешме пуҫланӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/29318.html

«Ан мухтӑр-ха шуйттан илесшӗ ҫанталӑка, Иван Иванович!

— Не хвалите, Иван Иванович. Чтоб его черт взял!

II сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Вилӗм курӑнӑвӗпе туллин киленес йӳтӗмпе вӗсем пӗтӗм Ҫӗр ҫинче уяв-вӑйӑ-савӑклӑх йӗркелеҫҫӗ, патшалӑх управлӑхӗсене, лавккасене яриех уҫаҫҫӗ, ҫурҫӗртен шурӑ хӗрсене илсе килеҫҫӗ те вӗсене халӑха йӑпанма параҫҫӗ, ҫут ҫанталӑка хирӗҫле киленӳшӗн ҫунса минрекен пур ҫын валли те храмсене уҫаҫҫӗ, фонтансене эрехпе тултараҫҫӗ, лапам-тӳремре какай ӑшалаҫҫӗ.

Чтобы во всей полноте насладиться зрелищем смерти, они объявили по всей земле праздники и игрища, раскрыли государственные сокровищницы и магазины, привезли с севера белых девушек и отдали их народу, распахнули двери храмов для всех, жаждущих противоестественных наслаждений, наполнили фонтаны вином и на площадях жарили мясо.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пӗлӳ ӑслӑлӑхӗ икӗ пайран тӑрать: хатӗрленӳ, — ӳт-кӗлетке, кӑмӑл ҫирӗплӗхӗпе ӑс аталанӑвӗ; тӗп, — ҫут ҫанталӑка, тӗнчене тата формулӑсене (вӗсен урлӑ аталанса ӑнтӑлакан матери ҫут ҫанталӑкпа хуҫаланма пуҫлать) тӗпчесе ӑнланни.

Наука знания разделялась на две части: — подготовительную, — развитие тела, воли и ума, и основную, — познавание природы, мира и формул, через которые материя устремлённого знания овладевает природой.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Анчах Лося вӑл ытарайми ҫак ҫут ҫанталӑка халӗ тин курнӑн туйӑнать, — куҫӗсемпе хӑлхисем уҫӑлчӗҫ, вӑл япаласен ячӗсене пӗлет.

Но Лосю казалось, что только сейчас он увидел эту чудесную природу, — раскрылись глаза и уши, он узнал имена вещей.

Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Анчах халь кӗркунне, урам тӑрӑх нӳрӗклӗ ҫил вӗҫтерет, ҫанталӑка нихҫан сирӗлсе пӗтми пӗлӗтсем хупласа тӑраҫҫӗ, ҫӗр пӗрӗнсе ларнӑ, пылчӑклӑ та мӗскӗнӗн курӑнать…

Но была осень, по улице летел сырой ветер, небо окутано неиссякаемыми облаками, земля сморщилась, стала грязной и несчастной…

III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ҫавӑнпа та ҫӳлӗ тусем ҫине улӑхса пынӑ май эпир чӗрчунсемпе ӳсентӑрансен тӗнчи епле улшӑнса пынине, сивӗрех те сивӗрех ҫанталӑка тӳсекен тискер кайӑксене, вӗҫен кайӑксене, йывӑҫсене, вӗтлӗхсене, чечексене куратпӑр, ӗмӗрхи юрсен чиккинче вара мӑкпа лишайник кӑна тӑрса юлаҫҫӗ.

Поэтому, поднимаясь на высокие горы, мы видим, как меняется животный и растительный мир, как появляются звери, птицы, деревья, кустарники и цветы, свойственные все более холодному климату, пока у границы вечных снегов не останутся только мхи и лишаи.

2. Ӗмӗрхи юрсен тӗнчинче // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.

Мӗн тӑвас тен ӗнтӗ, ӗмӗр-ӗмӗр типӗ ҫӗр ҫинче пурӑннӑ ҫыннӑн юнӗ тинӗс хумханнине те, йӗпе-сапа ҫанталӑка та чӑтаймасть пулсан?

Что сделаешь, если степная кровь не терпит ни качки, ни сырости!

I // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.

Ҫанталӑка кӗҫех тӗттӗм сӑн ҫапать.

Смеркалось.

Тӑрӑр, юлташсем! // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Вӗсем те куҫ-пуҫ курӑнми ҫанталӑка пула хӗн кураҫҫӗ пулмалла.

Там пароходы пробивались сквозь снежную вьюгу и мглу.

Каллех ют ҫӗрте // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Ҫанталӑка ырласа е хурласа юмахласси пирӗн сӗтел хушшинче ҫирӗп йӗркене кӗнӗччӗ, мӗншӗн тесен ҫанталӑкӗ вӑл кашни кунах улшӑнать те, калаҫмалли тупӑнсах тӑрать.

Тема погоды в нашем застолье была, можно сказать, вечной, поскольку каждый новый день давал для нее и новую пищу.

10 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех