Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫанталӑка (тĕпĕ: ҫанталӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа, усал ҫанталӑкран пулакан сиенӗ сирсе ярас тесе, колхозсенче, совхозсенче ҫанталӑка тимлесе сӑнаса тӑраҫҫӗ.

Поэтому в колхозах и совхозах внимательно следят за погодой, чтобы предотвратить вред, какой может причинить неблагоприятная погода.

Ҫанталӑка пӗлни кама тата мӗн тума кирлӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӗрӗнтекенсене ҫакна кӑтартса пама кирлӗ тесе шутлатпӑр: географи сӑнавӗсене таврари вырӑна кӑтартса тӑвас пулать тата ҫанталӑка нумай вӑхӑт хушши (сентябрьтен пуҫласа) сӑнассине организацилес пулать.

Считаем необходимым указать учителям, что географические наблюдения надо производить с указанием местности и организовывать длительное (начиная с сентября) наблюдение за погодой.

Географи. Пуҫламӑш шкулӑн 3-мӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке. 1-мӗш пай // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Мустай ҫакӑн пек урса, тулхӑрса тӑракан ҫанталӑка килӗштерет.

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кун пек ҫанталӑка пӑхмасӑрах, туслӑ отряд савӑнӑҫлӑ спорт зарядкине кайма хатӗрленнӗ.

Но даже, несмотря на такую погоду, наш дружный отряд собрался на веселой, спортивной зарядке.

Вожатӑя халаллани // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... ni-3392190

Ҫут ҫанталӑка тӗпчеме, этем пурнӑҫӗн вӑрттӑнлӑхӗсене тишкерме, чӑнлӑха курма май пур.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ ӗҫ — библиотекарь // Алиса ОСИПОВА. http://kasalen.ru/2023/08/07/%d0%bf%d0%b ... %80%d1%8c/

Типӗ ҫанталӑка пула ҫурхи тыр-пулӑн пӗр пайне, шел пулин те, ҫухатрӑмӑр, анчах лартнӑ задачӑран пӑрӑнмалла мар», — палӑртнӑ министр.

Куҫарса пулӑш

Вырма умӗн министр уй-хирсене ҫитсе ҫаврӑннӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d0%b2%d1%8 ... %ab%d0%b0/

Пуҫне чӳрече енне пӑрса тулти ҫанталӑка сӑнаса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ӗнер, Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи кун, уяр тӑчӗ те, паян вӗҫмелли кун пулас ҫуккине ҫанталӑка сӑнакансем те чухлайман курӑнать: аэропортра билетне сутрӗҫ ав.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

«Лирика харкамҫи ырӑпа усала уйӑрма вӗрентет, никама та хурламасть вӑл. Пурнӑҫа тав тума пӗлет, ҫут ҫанталӑка та юратать. Унӑн поэзийӗнчи тӑван кил, юратнӑ анне, ҫутҫанталӑк сӑнарӗсем хӑйне евӗр тунсӑхпа, илемӗпе тыткӑнлаҫҫӗ», – терӗ яланхи «Варкӑш» хӑни Ольга Австрийская ҫыравҫӑ.

Куҫарса пулӑш

Георгий Фёдоровӑн «Суйласа илнисем» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

Лайӑххӑн ҫутӑлса ҫитеймен чухнехи пек тӗксӗм тавралӑхра сасӑсем теме пырса тӑрӑннӑн — уяртма пӗлмен ҫанталӑка пула вӗсем те шӳсе кайнӑ, тейӗн — кӗскен те хуппӑн кӑнт! кӑнт! илтӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫанталӑка сӑнакансем паян уяртасса шантарманччӗ-и вара? — пӗр чӗнмесӗр пырасран тенӗ пек, сӑмах ҫукран сӑмах тупса ыйтрӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫут ҫанталӑка юратакансем 150 михӗ ҫӳп-ҫап пуҫтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӑкшӑм пӗви тасалчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61086

Аслисем кӗҫӗннисене ҫут ҫанталӑка юратма вӗрентеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑкшӑм пӗви тасалчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61086

Экономика аталанӑвӗ ҫут ҫанталӑка сиен кӳмелле мар.

Куҫарса пулӑш

Ярмӑркка пӗр тӗвве пухӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60696

— Унччен ирхи ҫанталӑка сӑнар, юрать-и?

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ваня ҫакӑн пек ҫанталӑка курнӑ пуль ҫав.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Курнӑ-и кам та пулин ҫакӑн пек ҫанталӑка?

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Асӑрханӑ-и кам та пулсан ҫакӑн пек ҫанталӑка?

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Кивӗрех ҫӳхе халат тӑхӑннӑ тулли кӗлеткеллӗ хӗрарӑм, хӑйӗн кӗрнеклӗхӗпе киленнӗ пек, мӑнаҫлӑн саркаланса утаканскер, тулли шыв витрине ӗне умне лартсан малтанах шӑрӑх ҫанталӑка вӑрҫрӗ, кайран вара кӑвак куҫӗпе ман ҫине ӑшшӑн пӑхкаласа ҫырас ӗҫ пирки сӑмах хускатрӗ:

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«Прозаик ҫут ҫанталӑка юратни, ӑна сума суни кашни хайлаврах туйӑнать. Тӑван тавралӑха савса сӑнлать вӑл. Чӗлхи вара чӗрӗ, илемлӗ те сӗтеклӗ, вуланӑҫемӗн чун савӑнать», – пӗлтерчӗ вӑл хӑйӗн шухӑшне.

Куҫарса пулӑш

Людмила Сачковӑн «Ҫиҫӗмпе туслашни» кӗнекине пахалани // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех