Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫуркуннехи фиалка букечӗ парнелесе ӑшӑ кӑмӑл-туйӑма ытларах палӑртма пулать.Иногда маленький букетик весенних фиалок может передать больше нежности и теплоты.
Кама мӗн парнелемелле? // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Пӗлӗт ҫуркуннехи пекех уяр, ун ҫине пӑхсан ҫара туратсемпе шӑнкӑрч йӑви курӑнать…По-весеннему яркое небо, на фоне его — голые черные ветви и скворечник…
Кӗрен кӗпеллӗ хӗрача // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Халь ӗнтӗ вӑл каллех малашлӑхшӑн темӗнле тӗллевсем палӑртать, плансем тӑвать; унра халь чӗрӗ пурнӑҫ вӑй илет, пысӑк хуйхӑпа хавшанӑ чунӗ, хӑрма пуҫланӑ йывӑҫ ҫуркуннехи сиплӗ сывлӑша пула тепӗр хут папка кӑларнӑ евӗр, каллех ҫирӗплене пуҫларӗ…
IX // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Пӗррехинче, ҫуркуннехи ҫутӑ ирхине, кантӑкран кӗнӗ хӗвел пайӑрки чирлӗ ҫыннӑн минтерӗ ҫине ӳкрӗ.Раз, светлым осенним утром, яркий луч прорвался в окно и упал к изголовью больного.
IX // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Местечкӑри ватӑ тухтӑр унан юн тымарне хыпашлакаларӗ, ҫуркуннехи сивӗ ҫил ҫинчен калаҫкаларӗ; Макҫӑм, куҫ-харшийӗсене пӗрсе лартнӑ та, йӑмӑкӗ ҫине ҫаврӑнса та пӑхмасть.
IX // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Кивӗ пӗчӗк чиркӳ малтанхи симӗс туратсемпе тата ҫуркуннехи малтанхи чечексемпе капӑрланать, хула ҫийӗн чансен хаваслӑ янравӗ илтӗнсе тӑрать, пансен «кӳмисем» хӑлтӑртатаҫҫӗ, турра пуҫҫапма килнисем вара урамсене те, площадьсене те, хула тулашӗнчи уя та кӗпӗрленсе тулаҫҫӗ.
VIII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Инҫет унӑн хӑлхинче шӑпланса-сӳнсех пыракан юрӑ пек илтӗннӗ; хӑйӗн кӗрлевӗпе пӗтӗм тавралӑха тултарса, ҫиллессӗн кӗмсӗртетсе пӗлӗтсем хыҫне пытанакан ҫуркуннехи аслати тӳпе тӑрӑх кӗрлесе-ҫӗмӗрсе кайсан, суккӑр ача ҫав сасса темӗнле хисеплесе-хӑраса итленӗ те, чӗри сарӑлса кайнӑн туйнӑ, пуҫӗнче вара тӳпе айӗнчи анлӑхӑн улӑпла сарлака тӗнчи ҫуралса тӑнӑ.
I // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫакна ҫуркуннехи интерференци теҫҫӗ.
Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче... теле- тата радиосигнал ҫухалма пултарӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/8458.html
Ҫуркуннехи ҫӑмӑл каҫӑн йӗрӗ те юлман.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Каҫ нӳрӗк-ӑшӑ, шӑп, ҫуркуннехи пекех.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Таса та вӑйлӑ тырӑсенчен лӑпкӑлӑхпа канлӗх килсе тӑнипе, сивчир тытнӑ чухнехи пек, ҫуркуннехи шӑнпа ҫумӑрсенчен тӳрех тӳсме ҫук шӑрӑха куҫнӑ вӑхӑта аса илесси тӗлӗнмелле.
7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Апрель пуҫланчӗ, ҫуркунне кая юлнӑ хӗлпе хутшӑнса килчӗ — ҫуркунне пулин те хӗллехи пек тарӑн юр выртать, ҫуркуннехи пек нӳрлӗ те ӑшӑ кун тӑрать.
2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Сасартӑк тӗслӗ ӑшӑ тӳпере йӗпеннӗ хура туратсем ҫуркуннехи пек уҫӑмлӑн палӑраҫҫӗ.На теплом желтоватом небе по-весеннему отчетливо выделялись и влажные черные ветви.
10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫуркуннехи пек нӳрлӗ юр шӑрши шыв юххисемпе нӳрленнӗ йывӑҫ хуппи шӑршийӗ кӗрет.По-весеннему пахло влажным снегом, ручьями, отсыревшей корой.
10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Таврари сӑртсем те, лӑсӑллӑ йывӑҫсемпе витӗннӗскерсем, ҫуркуннехи пекех тӗксӗммӗн курӑнаҫҫӗ.
II // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Вӑрман хуллен кӑштӑртатать, сывлӑшра чӗрӗлнӗ ҫӗрӗн ҫуркуннехи шӑрши сисӗнет.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӗсене Днепр, ҫуркуннехи ею чаксан, хӑйӗн ҫыранӗсем хушшине кӗрсе вырнаҫнӑ хыҫҫӑн лартса хӑварать.Их оставляет Днепр после весенних разливов, возвращаясь в свои берега.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ун ҫине нӳрпе, ҫурхи шӑрӑш-марӑшпа тулнӑ ҫуркуннехи ҫапкаланчӑк сивӗ ҫил вӗрет.На нее дышал насыщенный холодной влажностью и весенней прелью вечный бродяга, ветер.
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Малта ҫуркуннехи кӗске пальто тӑхӑннӑ хӗрарӑм: ҫул урлӑ васкаса пырать.Впереди торопилась пройти женская фигурка в весеннем коротком пальто.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ун умӗнче ҫуркуннехи пылчӑкран типсе ҫитмен сарлака шоссе сылтӑм еннелле пӑрӑнса каять.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.